Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тул ҫутӑлса килет; ҫӗрсе ишӗлсе анас пек ларакан ҫуртсем ҫийӗн Шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ сӳни-сӳнми мӑчлатса ҫунать.Светало; над сырой кучей полуразвалившихся построек трепетала, угасая, Венера.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Вара «Кӗсре варне», «Типӗ», «Нӳрӗ» ятлӑ уйсене — хӑйсен тӑван вырӑнӗсене аса илетчӗҫ, унта кашни ывҫӑ тӑпри вӗсене аслашшӗсен ҫӗрсе пӗтнӗ ӳчӗ пек туйӑннӑ, пур япали те унта чуна ҫывӑх, паллӑ, хаклӑ пулнӑ — йӑлтах вӗсен тарӗпе шӑварӑннӑ.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Унтан вара ҫапла шутланӑ: «Хӑть вӗҫ, хӑть шуҫ эс, паллах, пӗр вилӗм, пурте вилетпӗр, ҫӗре кӗретпӗр, пурте ҫӗрсе тӑпра пулатпӑр…»И так подумал: «Летай иль ползай, конец известен: все в землю лягут, все прахом будет…»
Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.
Ҫын епле сухаланине куратӑн та шухӑшлатӑн: акӑ вӑл хӑйӗн вӑйне ҫӗр ҫине пӗрер тумламӑн тумлатсах пӗтерет, унтан ҫӗре кӗрсе выртать те ҫавӑнтах ҫӗрсе каять, тетӗн.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
— Тӳррипех кала, хӑналама сӑлтавӗ те пур, — терӗ Тарантьев; — ҫурту ҫӗрсе каятчӗ, ҫапах ун пек ҫынна хваттерӗ яраймӑттӑн.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ҫук: кивви япӑхса ҫитнӗ; крыльци йӑлтах ҫӗрсе пӗтнӗ пулӗ тетӗп.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗн эсӗ ҫак Гороховӑй урамра ҫулла ҫӗрсе пурӑнатӑн?..
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Куратӑн-и, Прохоров», — тенӗ бригадир Адриана, мӗн пур ырӑ компани ячӗпе, — эсӗ чӗннипе эпӗр пурте тӑрса килтӗмӗр; хал ҫуккисем анчах, ҫӗр-се тусса пӗтнисем, е ӳчӗ ҫӗрсе пӗтсе шӑммисем ҫеҫ юлнисем килеймерӗҫ, анчах кусенчен те пӗри чӑтса тӑма пултараймарӗ — ҫав тери килесшӗн пулчӗ вӑл сан патна», — тенӗ.
Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Арканса, ҫӗрсе пыракан капитализм тӗнчене хӑрушлӑхсемпе тултарнӑ, ҫав хӑрушлӑх халӗ кашнинех инкек тӑвассипе шиклентерет, Чӗррӗн юлнисем хӑйсене хӑйсем: эпир фашизм вилӗмне куртӑмӑр, тесе калама пултариччен ҫӗршер пин ҫынсем — епле ҫынсем тата! — пӗтмелле-ха.
1943 ҫулхи майӑн 22-мӗшӗ // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Вӗсене е пӗр-пӗр утрава, е ҫӗрсе кайнӑ ватӑ йывӑҫӑн пӗр-пӗр турачӗ тӗлне алтса чикеҫҫӗ.
25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӗсем, ҫӳлтен пуҫласа аяла ҫитичченех пӗтӗмпех виноград аврисем чӑркаланнӑ йывӑҫ вуллисем хушшипе тухса, ҫӗрсе выртакан йывӑҫсем урлӑ каҫа-каҫа, савӑнӑҫлӑн утса пычӗҫ.
14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӗсем те сиенсӗр мар, каяшсем ҫӗрсе тӑпрана сиен кӳреҫҫӗ, ҫӗр айӗнчи шыва варалаҫҫӗ, таврана усал сывлӑш сарӑлса пурнӑҫ пахалӑхне начарлатать.
Кирлех-и завод? // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.03.07
Унта хӑйӑр, ҫӗрсе пӗтмен чӑмӑрккасем пулмалла мар.
Калча валли тӑпра хатӗрлер // Эльвира Иванова. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.01.28
— Ара, сан уру ҫӗрсе татӑлса ӳкет вӗт, ывӑлӑм, атя-ха хам пата, эп эмеллесе пӑхам, — Энтрее ҫавӑтса кайрӗ мучи.— Да ведь у тебя, сынок, нога гниет, пойдем к мне, я попробую тебя полечить, — повел к себе дедушка.
Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980
Пурпӗрех ҫӗрсе кайӑн - вӗҫсе юл! Ҫапла каласа вӑл аллинчи панулмие карта урлӑ вӑркӑнтарать.
Ку кулӑшла тӗлӗкрен вӑран та… // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
Тӑрӑлнӑҫемӗн темиҫе сий курӑнать: аялти — хӑйӑрпа чул, ҫӳлерех — тӑм, чи ҫӳлте тислӗк, ҫӗрсе пӗтмен ӳсен-тӑран юлашки.
Тӑпрана мӗншӗн извеҫлемелле? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№
20. Турӑ мӗн пултарнийӗ хӑй ирӗкӗпе мар, хӑйне Пӑхӑнтараканӗн ирӗкӗпе ҫӗрсе пӗтмелле пулнӑ, анчах вӑл ӗмӗтленсе-шанса тӑнӑ: 21. мӗн пултарнийӗ пурте пӗтессинчен хӑтӑлӗ те Турӑ ачисен ирӗклӗхӗпе мухтавне пая кӗрӗ.
Рим 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Сирӗн пурлӑхӑр ҫӗрсе кайнӑ, сирӗн тумӑра кӗве ҫисе янӑ; 3. сирӗн ылтӑнӑр, кӗмӗлӗр тутӑхса пӗтнӗ, ҫав тутӑх сире тӑрӑ шыв ҫине кӑларӗ, сирӗн ӳтӗре вут пек ҫисе ярӗ — эсир хӑвӑршӑн юлашки кунсем валли мул пухрӑр.
Иак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратни ҫинчен, Вӑл ҫӗрсе каяс ҫукки ҫинчен ҫапла каланӑ: «Давида пама пулнӑ ырӑлӑхсене Эпӗ чӑнах сире парӑп» тенӗ.
Ап ӗҫс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Давид Ун ҫинчен ҫапла калать: «Ҫӳлхуҫана эпӗ яланах умӑмра курса тӑтӑм: Вӑл манӑн сылтӑм енче — такӑнассӑм ҫук. 26. Ҫавӑнпа чун-чӗрем хӗпӗртерӗ, чӗлхем хавасланчӗ; шанӑҫлӑ тӑнипе ӳтӗм те канӑҫлӑ пулӗ. 27. Эсӗ манӑн чунӑма тамӑкра хӑвармӑн, Хӑвӑн сӑваплӑ ҫыннуна ҫӗрсе кайма памӑн. 28. Эсӗ мана чӗрӗлӗх ҫулне кӑтартрӑн; Санӑн умӑнта тулли савӑнӑҫпа савӑнӑп» тет.
Ап ӗҫс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.