Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: VIII

Пай: Хӗвел пуянлӑхӗсем

Автор: Гаврил Молостовкин

Ҫӑлкуҫ: Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.

Ҫул: 1951; Хушнӑ: 2020.05.19 11:01

Пуплевӗш: 103; Сӑмах: 1460

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫутҫанталӑк

Компас стрелки Мӗтрие илсе кайнӑ Суккӑр вар хӑрушӑ вырӑн пулнӑ, кунта ӗмӗрсем тӑршшинче ҫынсем тата пуринчен ытла выльӑх-чӗрлӗх сахал мар путнӑ. Паллах ӗнтӗ, Аташу шурлӑхне каякансен пурин те Суккӑр вар мӗн иккенне лайӑх пӗлмелле пулнӑ.

Эпир ӑна ҫакӑн пек ӑнланатпӑр: пӗтӗм Аташу шурлӑхӗ, хӑйӗн ҫунакан торфӗн калама ҫук пысӑк запасӗсемпе хӗвел пуянлӑхӗ пулса тӑрать. Ҫапла, шӑп ҫавӑн пек пулнӑ та ӗнтӗ, хӗру хӗвел кашни курӑкӑн, кашни чечекӗн, шурлӑхри кашни йывӑҫ тӗмӗпе ҫырлан амӑшӗ пулнӑ. Вӗсене пурне те хӗвел хӑйӗн ӑшшине панӑ, вилсе, ҫӗрсе пӗтсен те вӗсем ҫав ӑшша ытти ӳсентӑрансене, йывӑҫ тӗмӗсене, ҫырласене, чечексене тата курӑксене халаласа панӑ. Анчах шурлӑхсенчи шыв ӳсентӑрансене хӑйсен пӗтӗм пурлӑхӗсене хӑйсен ачисене партармасть. Ҫав пурлӑх шыв айӗнче пиншер ҫул упранса выртать, шурлӑх хӗвел пуянлӑхне упракан вырӑн пулса тӑрать, кайран ҫав хӗвел пуянлӑхӗ торф пулса, этем аллине куҫать.

Аташу шурлӑхӗнче ҫунакан торф запасӗсем калама ҫук пысӑк, анчах торф хулӑнӑшӗ пур ҫӗрте те пӗр пек мар. Ачасем ларнӑ тӗлте. Ӳпне чул патӗнче, ӳсентӑрансем пиншер ҫулсем хушши пӗр-пӗрин ҫине сийӗн-сийӗн выртса пынӑ. Кунта тахҫанхи торф сийӗ пулнӑ, анчах малалла, Суккӑр вар патнелле ҫывӑхарах, торф сийӗ ҫамрӑкрах та ҫӳхерех пулнӑ.

Пӗчӗкҫӗн-пӗчӗкҫӗнех, компас стрелки кӑтартнӑ тӑрӑх, Мӗтри малалла утса пынӑ чухне, ун ури айӗнчи сукмакпа тӗмескесем ӗлӗкхин пек ҫемҫелсе кӑна мар, ҫурма шӗвелсе пынӑ. Тӗреклӗ вырӑна пуснӑ пек туйӑнать, анчах ура анса каять, хӑрушӑ пулса тӑрать: тӗпсӗр шӑтӑка анса каймасть-ши ура? Темӗскерле чӗтресе тӑракан пукансем лекеҫҫӗ, ура пусма вырӑн суйламалла. Унтан ҫакӑн пек пулса пынӑ: пусатӑн та, санӑн уру айӗнче сасартӑк хырӑмри пек пӑкӑртатать, вара ҫав пӑкӑртату таҫта шурлӑх тӗпнех анса кайнӑ пек туйӑнать. Ура айӗнчи ҫӗр тӗпсӗр шӑтӑк тӗлне ҫакса янӑ сӑпка пек пулса тӑчӗ. Ҫав хускалса тӑракан ҫӗр ҫинче, хӑйсен тымарӗсемпе те, тунисемпе те пӗр-пӗринчен яваланса ӳснипе пулнӑ ҫӳхе сий ҫинче сайра, лутра, кукӑр-макӑр та мӑкланнӑ чӑрӑшсем лараҫҫӗ. Шурлӑхри йӳҫсе тӑракан тӑпра вӗсене ӳсме памасть, ҫавӑнпа та вӗсем, пӗчӗкҫӗ пулсан та, кашни ҫӗршер ҫулта, е ытларах та пулас… Карчӑксем-чӑрӑшсем — вӑрманти йывӑҫсем пек пурте пӗр тан, ҫӳллӗ, яштака, ҫурта пек туп-тӳрӗ мар. Шурлӑхра ӳсекен чӑрӑш-карчӑк мӗн чухлӗ ватӑ, вӑл ҫавӑн чухлӗ тӗлӗнмелле. Акӑ пӗри хӑйӗн ҫара туратне алӑ пек ҫӗкленӗ, сана ыталаса илес пекех, тепри аллине туя тытнӑ та сана пуҫран пама хатӗрленсе тӑнӑ пек, виҫҫӗмӗшӗ темӗн тума пӗшкӗнсе ларнӑ, тӑваттӑмӗшӗ ура ҫинче тӑрса чӑлха ҫыхнӑ пек туйӑнать. Пур ҫӗрте те ҫапла: кашни чӑрӑш хӑйне уйрӑм евӗрлӗ.

Мӗтри ури айӗнчи сий ҫӳхерех те ҫӳхерех пулса пынӑ, анчах ӳсентӑрансем, пит ҫирӗп ҫыхланнӑ пулас, вӗсем ҫынна аван йӑтса тӑнӑ. Хӑй таврашӗнчи ӳсентӑрансене силлентерсе, Мӗтри ҫапла малалла та малалла утнӑ. Мӗтрин хӑйӗнчен малтан пулнӑ, хӑйӗн ури йӗрне хӑварнӑ ҫынна кӑна шанасси юлнӑ.

Хӑйсен хушшипе вӑрӑм пӑшал тытнӑ, икӗ сӑмсаллӑ картус тӑхӑннӑ ачана ирттерсе янӑ чухне карчӑк-чӑрӑшсем пит те силленнӗ. Пӗри сасартӑк ҫӗкленсе, хӑюллӑ ачана пуҫран патакпа ҫапасшӑн пек тӑрать те малти карчӑксене пурне те хуплать. Унтан тепӗр карчӑкӗ аялалла анса, путса аннӑ пекех туйӑнать. Халӗ ӗнтӗ тӑтӑшах, кашни утӑм тумассерен ҫӗр айӗ пӑкӑртатса, лакӑртатса тӑрать.

Сасартӑк пуҫ тӑрринче, пит ҫывӑхах калпак пуҫлӑ кайӑк курӑнать, вӑл хӑранипе хӑйӗн йӑвинчен ҫӗкленнӗ кӗпшӗл иккен, ҫаврака хура ҫунатлӑ тата ҫуначӗ айӗнче шурӑ тӗклӗскер, вӑл:
— Чиви, чиви! — тесе кӑшкӑрать.

— Чив-чив, чив-чив! — тет кӗпшӗле хирӗҫ пысӑк шыв чӑххи, сӑрӑ, вӑрӑм та кукӑр сӑмсаллӑ кайӑк.

Хӑйӗн вӑрман хӗрринчи йӑвине хураллакан ҫӑхан та, шурлӑх тавра пӑхса вӗҫнӗ чухне икӗ сӑмсаллӑ картус тӑхӑннӑ пӗчӗкҫӗ сунарҫа асӑрханӑ. Ҫуркунне ҫӑхан та уйрӑмах урӑхла, этем пӗтӗм пырпа сӑмса витӗр кӑшкӑрнӑ пек: «Кран-кра!» — тесе кӑшкӑрать. Ҫав сасӑра ӑнланмалла мар тата пирӗн хӑлха тытма пултарайман уйрӑмлӑх пур, ҫавӑнпа та эпир ҫӑхансем калаҫнине ӑнланма пултараймастпӑр, хӑлха илтмен ҫынсем пек ҫеҫ тавҫӑрса илме пултаратпӑр.

— Кран-кра! — тесе кӑшкӑрса хурал тӑракан ҫӑхан ҫакна пӗлтернӗ: икӗ сӑмсаллӑ картус тӑхӑннӑ тата пӑшал ҫакнӑ темӗнле пӗчӗкҫӗ этем Суккӑр вар патне ҫывхарать, тен, часах апат та пулӗ.

— Кран-кра! — тесе ответленӗ йӑвинчен ҫӑхан ами. Вӑл: — Итлетӗп те кӗтетӗп! — тенине пӗлтернӗ.

Чакаксем, ула кураксен ҫывӑх хурӑнташӗсем пулса тӑраканскерсем, ҫӑхансем пӗр-пӗрне кӑшкӑрса калаҫнине илтрӗҫ те, ҫаплах чак-чак, чак-чак! тесе кӑшкӑрма пуҫларӗҫ. Тилӗ те, шӑшисем тытас ӗҫ ӑнӑҫсӑр пулнӑ хыҫҫӑн, ҫӑхан сассине илтсе, хӑлхине чанках тӑратрӗ.

Мӗтри ҫавсене пурне те илтнӗ, анчах пӗртте хӑраман; ура айӗнче ҫынсем тунӑ сукмак пулсан мӗн хӑрамалли пулнӑ-ха унӑн! Хӑй пекех ҫын утнӑ пулсан, вӑл та, Мӗтри, ҫав сукмакпа хӑюллӑнах пыма пултарнӑ. Ҫӑхан кранклатнине илтсен, вӑл юрласа та янӑ:

Эсӗ ан вӗҫ, хура ҫӑхан,
Манӑн пуҫӑм тӑрринче!

Юрӑ ӑна тата ытларах хавхалантарнӑ, вӑл сукмакпа пымалли ҫула мӗнле кӗскетмеллине те тавҫӑрса илнӗ. Хӑйӗн ури айне пӑхса, вӑл ҫакна асӑрханӑ: унӑн ури пылчӑк ӑшне кӗрсенех, шӑтӑка ҫавӑнтах шыв пухӑннӑ. Ҫапла кашни ҫын, сукмакпа пырса, мӑк шывне хӗссе кӑларнӑ, ҫавӑнпа та типсе пыракан сукмакӑн икӗ енӗпе, сукмак варрине пусса ҫӳренипе пулнӑ ҫӑлпа юнашар аллея пек ҫӳллӗ курӑк ӳснӗ. Ҫав курӑк ытти ҫӗрти пек сарӑ курӑк мар, ытларах шурӑ тӗслӗ пулнӑ, ҫав курӑкран вара этем ҫӳрекен сукмак ӑҫта выртнине инҫетренех курса пӗлме май пулнӑ. Акӑ Мӗтри мӗн курчӗ: унӑн сукмакӗ тӳрех сулахаялла пӑрӑнать те, йӑлтах ҫухалать. Вӑл компаспа тӗрӗслет, стрелки ҫурҫӗрелле пӑхать, сукмак хӗвеланӑҫнелле кайнӑ.

— Чиви-чиви! — кӑшкӑрса ячӗ ҫав вӑхӑтра кӗпшӗл.

— Чив-чив! — терӗ шыв чӑххи.

— Кран-кра! — сӗмсӗртерех кӑшкӑрса ячӗ ҫӑхан.

Вара таврари чӑрӑшсем ӑшӗнче чакаксем чакӑлтатма тытӑнчӗҫ. Таврари вырӑна пӑхса ҫаврӑнса, Мӗтри тӳрех хӑйӗн умӗнче таса, лайӑх уҫланкӑ курчӗ, унта тӗмескесем майӗпенех пӗтсе тикӗс вырӑн пулса пынӑ. Анчах пуринчен ытла вӑл уҫланкӑн тепӗр енче ҫывӑхрах ҫын сукмакӗ хӗррипе ӳсекен шурӑ мӑйӑх ятлӑ ҫӳллӗ курӑка малалла тӑсӑлса выртнине курнӑ. Шурӑ мӑйӑх текен курӑк тӑрӑх сукмак тӳрех ҫурҫӗрелле кайманнине пӗлсе, Мӗтри ҫапла шухӑшларӗ: «Сукмак ав лере, юнашарах, уҫланкӑ хыҫӗнчех пулсан, мӗншӗн-ха эпӗ сулахай енне, тӗмескесем ҫине пӑрӑнса каям!», терӗ.

Вара вӑл таса усланкӑ урлӑ каҫса хӑюллӑнах малалла кайрӗ.

— Эх, эсир! — тетчӗ пире Энтип пичче эпир шурлӑхра путса киле йӗп-йӗпе, пылчӑкпа вараланса таврӑнсан. — Ҫӳретӗр эсир, ачасем, тумланса та урӑрсене тӑхӑнса.

— Мӗнле ҫӳремелле тата? — ыйтаттӑмӑр эпир.

— Ҫӳресчӗ сирӗн, — тет вӑл, — ҫарамас та ҫаруран.

— Мӗншӗн ҫарамас та ҫаруран?

Вӑл ӗнтӗ пиртен ахӑлтатсах кулатчӗ. Старик мӗншӗн кулнине эпир ҫаплах ӑнланса илеймен.

Акӑ халь кӑна, темиҫе ҫул иртсен, Энтип пичче сӑмахӗсем аса килеҫҫӗ, вара пурте ӑнланмалла пулса тӑрать; Энтип пичче ҫав сӑмахсене, эпир, ачасем, пӗлмен япаласем ҫинчен, пӗлнӗ пек пулса, хӗрӳллӗн те шанчӑклӑн калаҫнӑ чухне калатчӗ. Энтип пичче пире ҫарамас та ҫаруран ҫӳреме хушса: «Ӑшӑх тӗле пӗлмесӗр, шыва ан кӗрӗр», тесе каласшӑн пулнӑ иккен.

Ҫапла пулнӑ Мӗтри те. Ӑслӑ Настя ӑна асӑрхаттарса каланӑ. Шурӑ мӑйӑх текен курӑк шурлӑх тавра каймалли ҫула та кӑтартса тӑнӑ. Анчах, ҫук! Ӑшӑх тӗле пӗлмесӗрех, ҫын таптаса тунӑ сукмака пӑрахса, вӑл тӳрех Суккӑр вара кӗрсе кайнӑ. Шӑпах ҫакӑнта, ҫак уҫланкӑра ӗнтӗ ӳсентӑран тымарӗсем пӗр-пӗринпе ҫыхланса ӳсмен, ҫавӑнпа та кунта хӗлле кӳлӗ ҫинчи вакӑ пекех пулнӑ. Ахаль варти шурлӑхра яланах кӑшт та пулин шыв курӑнать, вӑл шыва шурӑ та сарӑ тӗкӗрчен чечекӗсемпе ҫулҫӑсем витсе тӑраҫҫӗ. Акӑ ҫавӑнпа та ӗнтӗ ҫак варпа унӑн шурлӑхне Суккӑр вар тесе ят панӑ, мӗншӗн тесен ӑна ахаль пӑхсан пӗлме май пулман.

Мӗтри вар тӑрӑх малтан шурлӑхра пынинчен те лайӑх утса пынӑ. Анчах ун урисем майӗпенех тарӑнтарах та тарӑнтарах путма тытӑннӑ, урисене калла туртса кӑларма йывӑртарах та йывӑртарах пулса пынӑ. Кунта пӑшие аван, унӑн вӑрӑм урисем калама ҫук вӑйлӑ, тата, пуринчен ытла, вӑл нимӗн те шухӑшламасӑрах вӑрманта та, шурлӑх тӑрӑх та пӗр пекех ыткӑнса чупать. Анчах Мӗтри, хӑрушлӑха сиссе, чарӑнчӗ те хӑй ӑҫта кӗрсе кайни ҫинчен шухӑшлама пуҫларӗ. Чарӑнсан пӗр самантрах вӑл чӗркуҫҫи таран путнӑ, тепӗр самантран ӑна чӗркуҫҫирен ҫӳлӗрех пулса тӑчӗ. Вӑйне пухса тӑрӑшсан, вӑл шурлӑхран тухса хӑтӑлма та пултарнӑ-ха. Вӑл пӑшалне хурса, ун ҫине таянса сиксе тухма, унтан каялла кайма та шухӑшланӑччӗ. Анчах ҫавӑнтах, хӑйӗнчен инҫе мар, ҫын ури йӗрӗсем ҫинче ҫӳлӗ ӳсекен шурӑ курӑка курчӗ.

— Сиксе каҫатӑп, — терӗ вӑл. Вара талпӑнса сикрӗ.

Анчах вӑхӑт иртнӗ пулнӑ. Хӗрсе кайнӑ май, аманнӑ ҫын пек пӗтсен пӗтӗп! — тесе вӑл пӗр хут, унтан тата тепӗр хут талпӑнчӗ. Ҫук, ӗҫ тухмарӗ, вӑл кӑкӑр таранах анса кайрӗ. Халӗ ӗнтӗ унӑн хытӑ сывлама та май ҫук, кӑшт хускалсанах, ӑна аялалла туртать. Вӑл пӗр япала ҫеҫ тума пултарнӑ: пӑшалне тӑсса хурса, вара ун ҫине икӗ алӑпа таянса, ним сывламасӑр, хускалмасӑр тӑма пултарнӑ. Вӑл ҫапла турӗ те: хулпуҫҫи ҫинчен пӑшалне илчӗ, ӑна хӑйӗн умне хучӗ, ун ҫине икӗ аллипе таянчӗ.

Сасартӑк вӗрнӗ ҫил Настьӑн хаяррӑн кӑшкӑракан сассине илсе килчӗ.

— Метрй-и-и!

Вӑл ӑна хирӗҫ кӑшкӑрчӗ.

Анчах ҫил Настя пулнӑ енчен вӗрнӗ, вӑл сасса Аташу шурлӑхӗн тепӗр енне, хӗвеланӑҫнелле, чӑрӑшсем вӗҫӗмсӗр ӳсекен ҫӗре ҫеҫ илсе кайнӑ. Чакаксем кана илтрӗҫ Мӗтри сассине, вӗсем яланах темӗскертен хӑранӑ пек кӑшкӑрса, пӗр чӑрӑш ҫинчен тепӗр чӑрӑш ҫине сиксе ларса, пӗтӗм Суккӑр вара майӗпенех хупӑрласа илчӗҫ. Ҫинҫешке, пысӑк сӑмсаллӑ, вӑрӑм хӳреллӗскерсем, вӗсенчен пӗрисем: Дри-ти-ти! теприсем: «Тра-та-та!» тесе кӑшкӑрма тытӑнчӗҫ.

— Кранк-кранк! — кӑшкӑрчӗ ҫӳлтен ҫӑхан. Вара сарса янӑ ҫуначӗсемпе шавлӑн суллама чарӑнчӗ те аялалла хӑвӑрттӑн анса кайрӗ, унтан Мӗтри пуҫӗ тӗлӗнчех ҫуначӗсене каллех сарса ячӗ.

Пӗчӗкҫӗ ҫын хӑйӗн вилӗмӗ ҫывхарни ҫинчен пӗлтерме килнӗ хура хыпарҫа пӑшалпа юнама та хӑяйман.

Тӗрлӗ усал ӗҫсем тума питех те ӑслӑ чакаксем шурлӑха путса ларнӑ пӗчӗкҫӗ ҫын пачах нимӗн те тума пултарайманнине тавҫӑрса илнӗ. Вӗсем чӑрӑшсем ҫинчен ҫӗре вӗҫсе анчӗҫ те йӑкӑлт-йӑкӑлт сиккелесе Мӗтрие тӗрлӗ енчен хупӑрласа илме тытӑнчӗҫ.

Ик сӑмсаллӑ картус тӑхӑннӑ пӗчӗкҫӗ ҫын кӑшкӑрма чарӑнчӗ.

Унӑн ҫилпе куштӑрканӑ пичӗ тӑрӑх, ҫӑл пекех йӑлтӑртатса, куҫҫулӗсем юхса анчӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех