Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ял Совечӗ умӗнче ларакан пирамида пек тирек йывӑҫҫи чуна кичемлетмеллех ҫӳллӗ те тӗттӗм пӗлӗтелле хура ҫурта евӗр яшт тӳррӗн кармашса ҫӗкленет.Черной свечой тянется к тягостно высокому черному небу раина, растущая возле сельсовета.
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫӳлти ҫил шыв авӑрӗ пек пӗтӗрӗнсе ҫаврӑнать, йывӑррӑн усӑнса тӑракан ялава пӗр самантлӑха вӗлтӗр-вӗлтӗр ҫавӑркаласа илет те, вара ялав каллех варкӑшса ҫӗкленет, хӑйӗн вӗҫӗпе е хӗвеланӑҫнелле, е хӗвелтухӑҫнелле ӑнтӑлса, пӑлхавсен тӗксӗм хӗрлӗ ҫулӑмӗпе ҫунса ялкӑшать, кӗрешӗве чӗнет…
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫил ҫӗкленет.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Хӗвел хаяр сивӗпе шап-шурӑ шуралса ҫӗкленет.
14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Манӑн ҫӳҫ-пуҫ чӑшӑлах вирелле тӑчӗ, ҫӗлӗк ҫӗкленет.
9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Выртатӑн ҫапла нимӗҫ йывӑр снарядсемпе ҫунтарать, тӑпрапа хутӑш хура тӗтӗм пӗлӗтелле сирпӗне-сирпӗне ҫӗкленет.И вот лежишь, бывало, бьет по тебе немец чижелыми снарядами, дым черный с землей к небу летит.
4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Чуна хӗрӳллӗ кӑмӑл ыталаса илет, чӗп-чӗрӗ те хӗп-хӗрлӗ, чечекленекен ҫутта курас кӑмӑл ҫӗкленет; ҫав ҫутӑ ҫынсене хӑлхана ыраттаракан, куҫа йӑмӑхтаракан нумай тӗрлӗ кичемлӗхрен хӑтартӑрччӗ, тетӗн…
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Каҫ пулсан — океан ҫинче юмахри пек хула сасартӑк пӗлӗтелле ҫӗкленет, вӑл ҫап-ҫутах.Когда приходит ночь — на океане вдруг поднимается к небу призрачный город, весь из огней.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Ун тавра кирек ӑҫта та ӗҫ вӗресе тӑрать, йывӑҫсем шӑтӑртатаҫҫӗ, чулсем тӗпренеҫҫӗ, тачкӑсем салхуллӑн чӗриклетеҫҫӗ, сывлӑша пӗлӗт пек тусан ҫӗкленет, ҫӗр ҫине тем кӗмсӗртетсе ӳкет, ҫынсем кӑшкӑрашаҫҫӗ, ятлаҫаҫҫӗ, йынӑшнӑ пек, ухлатса юрласа яраҫҫӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Ҫапах та чунӗ ҫӗкленет унӑн; тата элле, ачасем те ӑна хӗрхенсе пӑхаҫҫӗ, Санькӑпа та ҫирӗп туслашса ҫитнӗ вӗсем.А на душе было радостно, что дети так участливы к ней и так крепко подружились с Санькой.
34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«Эпӗ — ҫураҫнӑ хӗр!» мӑнкӑмӑллӑн савӑнса шутлать хӗр, хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне ҫутатакан саманта кӗтсе илсен, вара ҫӳле ҫӗкленет, ҫав ҫӳлӗ ҫӗртен ӗнерхи паллӑ мар, тӑлӑх, тӗттӗм сукмакӗ ҫине пӑхать.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга именет, унӑн кӑкӑрӗ хӑвӑрт-хӑвӑрт ҫӗкленет, вӑл пуҫне мӑнаҫлӑн та илемлӗн тайса, Обломова алӑ парать те ҫынсем ҫине пӑхма вӑтанса тӑрать.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӳпкеленинчен ытларах, Обломов хӑй ывӑннине пула Ольга та ывӑннине, тирпейсӗрленнине, сивӗннине асӑрхасан, унӑн кӑмӑлӗ вӑйлӑн ҫӗкленет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепӗр чухне вӑл этемлӗхӗн айӑпне, ултава, элеке, тӗнчипе сарӑлнӑ усал-тӗселе курайми пулса ҫитет те — ҫынна унӑн суранне кӑтартса парасшӑн ҫунать, унтан сасартӑк унӑн пуҫӗнче шухӑшсем тинӗсри хумсем пек вылянма тытӑнаҫҫӗ, унтан вӗсем ӗмӗт пулса тӑраҫҫӗ, пӗтӗм юна вӗрилентереҫҫӗ, хул шӑнӑрӗсене хускатаҫҫӗ, юн тымарӗсене хытараҫҫӗ, ӗмӗтсем ӑна мӗнле те пулин ӗҫ тума хистеҫҫӗ; вӑл, шухӑшсемпе хавхаланнӑскер, пӗр минутрах икӗ-виҫӗ хутчен ҫаврӑна-ҫаврӑна выртать е куҫӗсене йӑлкӑштарса вырӑн ҫинчен ҫурри таран ҫӗкленет, аллине тӑсса йӗри-тавра хавхалануллӑн пӑхкалать…
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Партипе правительство чӗннипе пӗтӗм совет халӑхӗ тӑшмана хирӗҫ ҫӗкленет.По призыву партии и правительства, весь советский народ поднялся на защиту Родины.
Вӑтӑр иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Карапсем гавань патне ҫитсе пынӑ чух хӑрушӑ взрыв кӗрлесе каять, «Петропавловск» ҫийӗн ҫулӑмпа тӗтӗм ҫӗкленет.
Ҫирӗм пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
«Аскольд» пӗрре хумпа пӗрре ҫӳлелле ҫӗкленет, тепре тӗпсӗр шӑтӑка ӳкнӗ пек аялалла анать.«Аскольд» то взлетал на гребни волн, то стремительно проваливался в бездну.
Тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Турци броненосецӗ тӑнӑ вырӑнта шыв юпа пек ҫӳлелле ҫӗкленет те, карап путса анма тытӑнать.Огромный столб воды поднимается возле одного из турецких броненосцев, и он начинает тонуть.
Иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Акӑ ҫил-тӑвӑл ҫӗкленет, вара вӑл хаярланса каять.
II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Каллех чӗрем тапса ҫӗкленет.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951