Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лере, инҫетри лутра сӑртсем хыҫӗнче, Кубаньрен пӗр юпӑ юхса тухать те ун хӗррипе пырать, ҫавӑнта вара, чӑнкӑ ҫыран патӗнче шыв ҫӗкленет…
XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ӑсса илет, ҫӗкленет те — хӗрне чул ҫине ӑшши парать.
«Ух!» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Сак ҫинче вӑл йӗнерленӗ утпа пыракан юланутҫӑ пек ҫӗкленет.
Хумханать Ейӗк // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Енчен те паянхи кун Хӗвел Арктика ҫийӗн ҫӗкленсе ытларах пайӗпе Раҫҫее ҫутатать пулсан, улӑштарнӑ проектра вӑл Гренланди ҫийӗн ҫӗкленет, Европӑн тӗп пайне ҫутатать.
Беларуҫ минюсчӗ патшалӑх гербне мирлӗрех тӑвас сӗнӳпе тухнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24386.html
Вӗсем ҫинче, шурӑ кӑпӑк евӗр хӑпартланса, пӗлӗт шӑвӑнать, ҫӗр ҫинчен пӗлӗтелле, куҫпа виҫейми тӳпенелле, ҫилпеле хумханса, ҫип-ҫинҫе эрешмен карти ҫиппи вӗҫсе ҫӗкленет.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Тенор, картлашка ҫине пусса пынӑ пек, ҫӳлерех ҫӗкленет, чуна кайса тивекен сассипе янӑратса ярать:
7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Унӑн ҫуралнӑ чухнехи мамӑкне тӑкма ӗлкӗреймен хӳри ҫилпеле аяккалла варкӑшса пырать, ҫавӑрса тунӑ пек чӗрнисем айӗнчен шупка-кӑвак хӑмпӑсем евӗр хӑмпӑланса тусан ҫӗкленет, унтан таптанчӑк симӗс курӑк ҫине сапаланать.
7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Сывлӑшпа, хӗвелпе ҫӗкленет ҫӗре таптаса лӳчӗркенӗ тырӑ туни; малтан авӑнать, вӑй ҫитейми йывӑр ҫӗклесе лутӑрканнӑ ҫын манерлӗн, унтан тӳрленет, пуҫне ҫӗклет, вара яланхи пекех ӑна кун ҫути ҫутатать, яланхи пекех хумхантарать шухӑ ҫил…
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хуторта чӳрече хупписем шартлатса хупӑнчӗҫ, карчӑксем каҫхи кӗлӗрен тухнӑ та сӑхсӑхкаласа киле васкаҫҫӗ; плац ҫинче тӗссӗр кӑвак тусан мӑкӑрланса ҫӗкленет, унччен те пулмарӗ — ҫурхи шӑрӑхпа йывӑрланнӑ ҫӗр ҫине ҫумӑрӑн малтанхи тумламӗсем ӳкме те пуҫларӗҫ.
4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хуранри ҫӑмахсенчен пӑс ҫӗкленет.
III. Аппӑшӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Анчах тӳпе сывлать, чунхавалӗ ҫӗкленет, чӗрере вӗҫӗ-хӗррисӗр туйӑм, пурте тӗлӗнмелле илемлӗ пек, йӑлтах кӗмӗл ҫутӑпа ялкӑшса та сиссе тӑрать пек.
II. Голова // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Самолет ялкӑшса ҫунать; хура тӗтӗм уйӑх патнелле ҫӗкленет.
III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Усть-Невинскинчи ГЭС вӑйне халӗ куҫпа курма пулать, ҫак вӑй пирӗн ҫӗр ҫинче кашни кунах ытларах та ытларах ҫӗкленет.
XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ун ҫумӗнчен йывӑр тиенӗ машинӑсем лӑтӑртатса иртеҫҫӗ, вара шӑрӑх тӳпене тусан ҫӗкленет…
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Лагерь ҫийӗн, юр шӑлса лартнӑ пӗчӗк ял ҫинчи пек, хуллен те лӑпкӑн ирхи тӗтӗм ҫӗкленет.Над лагерем тихонько, мирно, как над засыпанной снегом деревенькой, курились утренние дымки.
XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Хӗвел айӗнче, пит ҫывӑх, пӗрре шап-шурӑ пӗлӗтсем пӑр пек, тепре кӗрен-кӑвак пӗлӗтсем мрамӑр пек капланса тухаҫҫӗ; вӗсем, пӗр-пӗрин ҫине чупа-чупа пырса сулланаҫҫӗ, ҫӗкленеҫҫӗ, тӗкленсе шыҫаҫҫӗ, — вӗсене такамӑн курӑнман алли ярӑнтарнӑ пек тата вӗсенчен чи илемлӗ япаласем тунӑ пек: е пӗр вырӑнта тӑракан хумсем пулаҫҫӗ те вӗсем тӑрӑх шурӑ юланутҫӑ шурӑ лаша ҫинче сиккипе чуптарса пырать, — акӑ вӑл малалла пӗкӗнет, ӳкет те сапаланса каять; е темӗн пысӑкӑш икӗ упа кайри урисем ҫине тараҫҫӗ те, пӗр-пӗринпе ыталашса ӳкеҫҫӗ; е ҫав тери ҫӳллӗ башня ҫӗкленет те унӑн шӗвӗр вӗҫӗнче хӗвел шевли вылять; е утӑ капанӗсем сиксе тухаҫҫӗ те, шурӑскерсем, тӗклӗскерсем, ҫунат ҫумӗпе хӑвӑрт чупса иртеҫҫӗ; е сӑрт ҫине бурка тӑхӑннӑ, пуҫне ҫӑмламас та сулланса тӑракан ҫӗлӗк тӑхӑннӑ ҫын тухса тӑрать те инҫетелле пӑхать; е юмахри пек илемлӗ кӗпер, вӑрӑм та хӑватлӑ ҫурӑмне авса, пӗр пӗлӗтрен тепӗр пӗлӗте тӑсӑлса выртать те ҫаплах ҫирӗпленсе ларать…
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫиелтен пӑхсан, пурте яланхи пекех: вӗри сывлӑшра иртен пуҫласа каҫченех кайӑк-кӗшӗк ҫуйхашать; инҫете курӑнакан тавракурӑм хӗрринче ҫинҫе пурҫӑн карри пек ӑрша вылянса тӑрать; аякри тӗмесемпе сӑвӑр тӗмисем силлене-силлене таҫта шунӑ пек туйӑнаҫҫӗ; тавракурӑм хӗрринче бригада ҫурт-йӗрӗсем е трактористсен пӗчӗк вагонӗ аран-аран курӑнмалла тухса тӑрать; ҫулсем ҫинче тусан юпи ҫӗкленет те, вара унӑн пӗлӗчӗ темиҫе километрах хӳме пек карса илет; таҫта хӑяматра мотор кӗрлет — унӑн сасси хӑлхана ҫӗр ҫине хурса итлесен лайӑх илтӗнет; янк уҫӑ уй-хирте лаша ури тапӑртаттарни янӑраса каять — юланутҫӑн вӑрӑм ҫӳҫлӗ пуҫӗ симӗс ҫулҫӑллӑ кукуруза хушшинче ҫӑмха пек чупса иртсе ҫухалать, — пӗр сӑмахпа каласан, пурте яланхи пекех, пурте шӑп та шай хальчченхи ҫулласенче пулнӑ пекех, анчах ҫакӑн пек кунсенче ҫӗрӗҫлекенӗн ҫивӗч хӑлхи темскер урӑххине — ҫуллахи ӗҫ пуҫланнине туйса илет.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫул сӑрт ҫине чупса тухса, сип-симӗс ларакан кукуруза пуссине икӗ пая касса уйӑрчӗ, машина хыҫӗнчен, пӑрӑм та ҫӑмламас хӳре пек тусан юпи ҫӗкленет.
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Имшек вут ҫулӑмӗ пӗрре ҫӳлелле ҫӗкленет, тепре аялалла усӑнать, юлашкинчен ҫинҫе тӗтӗм пайӑрки тӑрӑх хӑпарса, самантлӑха тӑрринче тытӑнса тӑчӗ те йӑлтах хӑруш тӗттӗмлӗхе путрӗ…»
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пӗчӗк пӳрт мӑрйисенчен тӗтӗм ҫӗкленет.
XXXVIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.