Шырав
Шырав ĕçĕ:
27. Ваал кӗлеткине ҫапса салатнӑ, Ваал ҫуртне тӗппипе аркатнӑ, ҫав тӗлте тула тухмалли вырӑн туса хунӑ, паян кунчченех ҫапла.
4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑвӑрт ҫӳрекенсемпе пуҫлӑхсем вара вӗсене хӗҫпе чике-чике вӗлернӗ, виллисене пӑрахса хӑварса хулана Ваал ҫуртне кайнӑ.
4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ииуй вара Ионадавпа, Рихав ывӑлӗпе, Ваал ҫуртне кӗнӗ те Ваал апӑсӗсене каланӑ: лайӑх, тимлӗ пӑхса ҫаврӑнӑр-ха, сирӗн хушшӑрта Ҫӳлхуҫана, Израиль Туррине, пуҫҫапакансенчен кам та пулин ҫук-и — кунта Ваала ӗненекенсем ҫеҫ пулма тивӗҫ, тенӗ.
4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ииуй пӗтӗм Израиле пӗлтерсе тухма йыхравҫӑсем янӑ, Ваал апӑсӗсем пурте пуҫтарӑннӑ; килмесӗр юлни пӗр ҫын та пулман; пухӑннисем Ваал ҫуртне кӗнӗ, Ваал ҫуртне лӑках халӑх тулса ларнӑ.
4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Нееман каланӑ вара: апла пулсассӑн хӑвӑн чуруна икӗ ашакла лашапа илсе каймалӑх ҫӗр парса яччӑрччӗ, мӗншӗн тесессӗн санӑн чуру малашне Ҫӳлхуҫасӑр пуҫне никама та пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳмӗ; 18. Ҫӳлхуҫа мана, санӑн чуруна, акӑ мӗншӗн каҫартӑрччӗ: патша хуҫамӑм Риммон ҫуртне пуҫҫапма кайсассӑн, вӑл мана аллӑмран тытса тӗревленсессӗн, Риммон ҫуртӗнче эпӗ те пуҫҫапӑп; ҫавӑншӑн, Риммон ҫуртӗнче пуҫҫапнӑшӑн, Ҫӳлхуҫа санӑн чуруна каҫартӑрччӗ, тенӗ.
4 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Нават ывӑлӗ Иеровоам пек пурӑнни, унӑн ҫылӑхӗсене туса тӑни сахал пулнӑ-ха уншӑн, вӑл тата Иезавеле — Сидон патшийӗн Ефваалӑн хӗрне — качча илнӗ, вара Ваала ӗҫлесе тӑма, ӑна пуҫҫапма тытӑннӑ; 32. Вӑл Самари хулинче Ваал кӗлеткин ҫуртне тутарнӑ, унта Ваала чӳк вырӑнӗ лартса панӑ.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫӳлхуҫа Ҫуртне вӑл ашшӗ халалланӑ япаласемпе хӑй халалланӑ япаласем — ылтӑн-кӗмӗл, савӑт-сапа — хывнӑ.
3 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Патша Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кайма тухнӑ чухне вӗсене сыхлавҫӑсем йӑтса пынӑ, кайран каллех сыхлавҫӑсен пӳлӗмне леҫсе хунӑ.
3 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫакӑ ӗнтӗ ҫылӑх енне сулӑнтарнӑ, мӗншӗн тесессӗн халӑх ҫав кӗлеткесене пуҫҫапма Вефиль хулипе Дан хулине ҫӳренӗ [Ҫӳлхуҫа Ҫуртне пӑрахнӑ].
3 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Иеровоам хӑй ӑшӗнче ҫапла шухӑшланӑ: патшалӑх каллех Давид килне куҫма пултарать; 27. ҫак халӑх Ҫӳлхуҫа Ҫуртне парне кӳме Иерусалима ҫӳреме тытӑнсассӑн, унӑн чӗри хӑйӗн патши, Иудея патши Ровоам, еннелле ҫаврӑнӗ, вара вӗсем мана вӗлерӗҫ те Иудея патши Ровоам патне таврӑнӗҫ, тенӗ.
3 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Соломон ӗнтӗ Иерусалим умӗнчи сӑрт ҫине Хамос кӗлеткин, Моав йӗрӗнчӗкӗн, ҫуртне туса лартнӑ, аммонсен йӗрӗнчӗкӗ Молох валли те ҫурт тунӑ.
3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патшапа Израилӗн пӗтӗм ывӑлӗ Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ҫапла тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Священниксем Сӑваплӑ пӳлӗмрен тухсассӑн, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне пӗлӗт кӗрсе тулнӑ; 11. ҫав пӗлӗте пула, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ тулнӑран, священниксем кӗлӗре тӑма пултарайман.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Израиль ывӑлӗсем Египет ҫӗрӗнчен тухнӑранпа тӑватҫӗр сакӑрвуннӑмӗш ҫулхине, Соломон Израиль патшалӑхне тытса тӑра пуҫланӑранпа тӑваттӑмӗш ҫулхине иккӗмӗш уйӑхра, зиф уйӑхӗнче, Соломон Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тума пуҫланӑ.
3 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ун ҫумӗнче пулнӑ пуҫлӑхсем ҫаксем: Садок священник ывӑлӗ Азария; 3. Сива ывӑлӗсем Елихорефпа Ахия, ҫыруҫӑсем; Ахилуд ывӑлӗ Иоасафат, самана ҫыруҫи; 4. Иодай ывӑлӗ Ванея, ҫарпуҫ; Садокпа Авиафар — священниксем; 5. Нафан ывӑлӗ Азария, халӑха пӑхса тӑракансенӗн пуҫлӑхӗ; Нафан священник ывӑлӗ Завуф — патша тусӗ; 6. Ахисар — патша ҫуртне пӑхса тӑракан пуҫлӑх; Авда ывӑлӗ Адонирам — аслӑ алманчӑ.
3 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. [Патшалӑх Соломон аллинче тӗреклӗленсе ҫитсессӗн,] Соломон фараонпа — Египет патшипе — хурӑнташланнӑ: фараон хӗрне качча илнӗ, ӑна Давид хулине илсе килнӗ, Соломон хӑйӗн керменӗпе Ҫӳлхуҫа Ҫуртне лартса пӗтериччен, Иерусалим йӗри-тавра хӳме хӳсе ҫавӑриччен ӑна ҫавӑнта пурӑнтарнӑ.
3 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Соломон ҫапла Ассур, Магдон, Газер, Тури Вефорон тата Валалаф хулисене туса лартнӑ; анчах ку хуласене вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртне туса лартнӑ хыҫҫӑн, Иерусалим йӗри-тавра хӳме хӳсе ҫавӑрнӑ хыҫҫӑн тунӑ.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Соломон ӗнтӗ фараон хӗрне качча илнӗ, ӑна Давид хулине илсе килнӗ, Соломон хӑйӗн керменне, пуринчен малтан Турӑ Ҫуртне лартса пӗтериччен, Иерусалим йӗри-тавра хӳме хӳсе ҫавӑриччен ӑна ҫавӑнта пурӑнтарнӑ, ҫурт-йӗр ӗҫӗсене вӑл ҫичӗ ҫулта вӗҫленӗ.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эсир — манӑн тӑвансем, эсир — манӑн шӑммӑм, манӑн ӳтӗм; мӗншӗн-ха эсир патшана хӑйӗн ҫуртне тавӑрнӑ чухне юлашки ҫынсем пуласшӑн? тесе калӑр, тенӗ.
2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мӗншӗн эсир ку тӗлӗшрен юлашки ҫынсем пулса юласшӑн, мӗншӗн эсир патшана хӑйӗн ҫуртне тавӑрма васкамастӑр?
2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.