Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 3 Пат 15

Пай: Библи –> Патшасен 3-мӗш кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.04 14:27

Пуплевӗш: 35; Сӑмах: 633

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Нават ывӑлӗ Иеровоам вунсаккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Авия иудейсен патши пулса тӑнӑ. 2. Вӑл Иерусалимра виҫӗ ҫул патшара ларнӑ; унӑн амӑшӗ, Авессалом хӗрӗ, Мааха ятлӑ пулнӑ. 3. Авия унччен хӑй ашшӗ туса тултарнӑ ҫылӑхсенех туса пурӑннӑ, вӑл пӗтӗм чӗререн Ҫӳлхуҫа Турра парӑннӑ ашшӗ пек, Давид пек, пулман. 4. Анчах Давидшӑн ӑна Ҫӳлхуҫа Турӑ Иерусалимра ҫутӑ ҫутса панӑ: хӑй хыҫҫӑн ун ывӑлне патшана лармалла тунӑ, Иерусалима тӗреклӗлетнӗ, 5. мӗншӗн тесессӗн Давид Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхлӑ ӗҫсем туса пурӑннӑ, ӗмӗрӗ тӑршшӗнче те, хет ҫыннипе Урияпа ҫыхӑннӑ ӗҫсӗр пуҫне, хӑйне Турӑ хушса каланинчен пӗр нимӗнрен те иртмен. 6. Ровоампа Иеровоам хушшинче хӑйсен ӗмӗрӗ тӑршшӗпех вӑрҫӑ пынӑ.

7. Авиян ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине, Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ. Авияпа Иеровоам хушшинче вӑрҫӑ пулнӑ. 8. Ӗнтӗ Авия канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна Давид хулинче пытарнӑ. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ Аса ларнӑ.

9. Иеровоам, Израиль патши, ҫирӗммӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Аса иудейсен патши пулса тӑнӑ та 10. Иерусалимра хӗрӗх пӗр ҫул патшара ларнӑ; унӑн амӑшӗ, Авессалом хӗрӗ, Ана ятлӑ пулнӑ. 11. Аса, хӑйӗн ашшӗ Давид пекех, Турра юрӑхлӑ ӗҫсем тунӑ. 12. Вӑл аскӑнчӑксене хӑй ҫӗрӗнчен хӑваласа янӑ, ашшӗсем тунӑ йӗрӗхсене пӑрахӑҫланӑ, 13. Астарта кӗлеткине тунӑшӑн хӑйӗн амӑшне Анана та патша амӑшӗн тивӗҫӗсӗр хӑварнӑ. Аса ҫав кӗлеткене касса вакланӑ та Кедрон юхӑмӗ патӗнче ҫунтарса янӑ. 14. Тӳпем вырӑнсене вара пӗтермен, ҫавах Аса мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Ҫӳлхуҫана чӗререн парӑнса пурӑннӑ. 15. Ҫӳлхуҫа Ҫуртне вӑл ашшӗ халалланӑ япаласемпе хӑй халалланӑ япаласем — ылтӑн-кӗмӗл, савӑт-сапа — хывнӑ. 16. Асапа Израиль патши Вааса хушшинче хӑйсен ӗмӗрӗ тӑршшӗпех вӑрҫӑ пынӑ. 17. Ҫапла Израиль патши Вааса Иудейӑна хирӗҫ тапранса тухнӑ та, Иудея патши Аса патӗнчен никам та ан каяйтӑр, ун патне никам та ан килейтӗр тесе, Рама хулине тума тытӑннӑ. 18. Аса патша Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн мул управӑшӗнче тата патша керменӗн мул управӑшӗнче юлнӑ пӗтӗм ылтӑн-кӗмӗле илнӗ те ҫакна хӑйӗн тарҫисен аллине панӑ, вара вӗсене Дамаскра пурӑнакан Сири патши Венадад патне — Хезион ывӑлӗн Тавримонӑн ывӑлӗ патне — янӑ, ӑна ҫапла калама хушнӑ: 19. ман аттемпе сан аҫу килӗштерсе пурӑннӑ пек, санпа ман хушшӑмӑрта та килӗшӳ пултӑр; акӑ эпӗ сана парне, ылтӑнпа кӗмӗл, ярса паратӑп; Израиль патшипе Ваасапа тунӑ килӗшӗве пӑрахӑҫла, ҫапла вӑл манран хӑптӑр, тенӗ. 20. Венадад ӗнтӗ Аса патшана итленӗ, хӑйӗн ҫарпуҫӗсене Израиль хулисене хирӗҫ кӑларса янӑ: Аин, Дан, Авел-Беф-Мааха хулисене, пӗтӗм Киннерофа, пӗтӗм Неффалим ҫӗрне ҫӗмӗрсе тухнӑ. 21. Ҫавӑн ҫинчен илтсессӗн, Вааса ӗнтӗ Рама хулине тума чарӑннӑ та Фирца хулине таврӑннӑ. 22. Аса патша вара иудейсене пӗр ҫын юлмиччен чӗнсе пуҫтарнӑ та, лешӗсем Вааса ҫурт-йӗр лартма хатӗрленӗ чулпа йывӑҫа Рамӑран илсе тухнӑ. Ҫакӑнтан Аса патша Вениамин ҫӗрӗнчи Гива хулипе Мицпа хулине туса лартнӑ.

23. Асан ытти ӗҫӗсем ҫинчен, паттӑрла ӗҫӗсем ҫинчен, вӑл мӗн-мӗн туни ҫинчен, вӑл лартнӑ хуласем ҫинчен Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ, ҫав кӗнекере вӑл ватлӑхӗнче ури ыратнипе асапланни ҫинчен ҫеҫ асӑнман. 24. Ӗнтӗ Аса канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна хӑйӗн ашшӗн Давидӑн хулинче пытарнӑ. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ Иосафат ларнӑ.

25. Иеровоам ывӑлӗ Нават вара Аса Иудея патшалӑхне тытса тӑра пуҫланӑранпа иккӗмӗш ҫулхине Израиль патшине ларнӑ, Израиле икӗ ҫул тытса тӑнӑ. 26. Вӑл Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ, хӑйӗн ҫылӑхӗсемпе Израиле ҫылӑха кӗртнӗ ашшӗн ҫылӑхлӑ ҫулӗпе кайнӑ. 27. Ӑна хирӗҫ Иссахар йӑхӗнчен тухнӑ Ахия ывӑлӗ Вааса кавар тунӑ, вара Филисти ҫӗрӗнчи Гавафон хули патӗнче, Наватпа пӗтӗм Израиль халӑхӗ Гавафона хупӑрласа тӑнӑ чухне, Вааса Навата вӗлернӗ. 28. Вааса ӑна Аса виҫҫӗмӗш ҫул Иудея патшинче ларнӑ чухне вӗлернӗ, Нават вырӑнне патшана хӑй ларнӑ. 29. Патшана ларсассӑн, Вааса Иеровоам килне пӗтӗмпе ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, ӑна тӗппипех пӗтернӗ, Иеровоам ӑрӑвӗнче пӗр чӗрӗ чун та хӑварман. Ҫакӑ пӗтӗмпе Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ тӑрӑх — Вӑл Хӑйӗн чурине Силом ҫыннине Ахияна каланӑ сӑмахӗ тӑрӑх — пулнӑ, 30. Иеровоам ҫылӑхӗсемшӗн тата вӑл хӑйӗн ҫылӑхӗсемпе Израиле ҫылӑха кӗртнӗшӗн, Израилӗн Туррине ҫиллентерсе кӳрентернӗшӗн пулнӑ.

31. Наватӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ. 32. Асапа Израиль патши Вааса хушшинче хӑйсен ӗмӗрӗ тӑршшӗпех вӑрҫӑ пынӑ.

33. Иудея патши Аса виҫҫӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Вааса, Ахия ывӑлӗ, Фирца хулинче пӗтӗм Израилӗн патши пулса тӑнӑ, патшалӑха вӑл ҫирӗм тӑватӑ ҫул тытса тӑнӑ. 34. Вааса Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ, Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн ҫылӑхлӑ ҫулӗпе ҫӳренӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех