Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуртне (тĕпĕ: ҫурт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иккӗшӗ те вӗсем «Искра» колхозра строительство бригадинче тӑрӑшнӑ, колхоз фермисене, ялти клуб тата шкул ҫуртне тума хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Нуша курсан та хуҫӑлман // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... %b0%d0%bd/

Лайӑх ӗҫ укҫи ӑна хӑйӗн ҫуртне лартма май панӑ.

Куҫарса пулӑш

Анне ҫул ҫине пӑхать… // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... at-3766576

2020 ҫулта культура ҫуртне шалтан юсанӑ: урайне ҫӗнӗрен сарнӑ, тӳпене юсанӑ, ҫӗнӗ сцена тунӑ, унсӑр пуҫне электричество, хутса ӑшӑтмалли тытӑмсене ҫӗнетнӗ, алӑксемпе чӳречесене улӑштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Клуб хӑтлӑланнӑ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11882-klub-kh-tl-lann

Ольга Емельяновна ФИЛИППОВА, Ямпайӗнче пурӑнакан 72 ҫулти пенсионерка: «Культура ҫуртне уҫнӑ ҫӗре те килтӗмӗр пӗлтӗр. Халӗ те яланах савӑнса ҫӳретӗп кунта, Вова мӑнука илсе ҫӳретӗп. Юмахри пек ӳссе ларчӗ вӑл куҫ умӗнче. Хулари театр пекех пирӗншӗн ку клуб. Тавах пире ҫакӑн пек культура центрне туса панӑшӑн. Илемлӗ, ҫутӑ, ӑшӑ, таса, кунта килес килсе тӑрать. Хамӑн кӳршӗсене те пӗрле пыма чӗнетӗп яланах».

Куҫарса пулӑш

Культура – ҫын пурнӑҫне хавхалану кӳрекенӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11751-kultur ... nu-k-reken

Культура министрӗн пӗрремӗш заместителӗ Татьяна Казакова пӗтӗмӗшле халӑха культура ҫуртне илӗртмелли майсем пирки, малашнехи аталану ҫул-йӗрӗпе паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Культура – ҫын пурнӑҫне хавхалану кӳрекенӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11751-kultur ... nu-k-reken

Районти культура отраслӗн ӗҫченӗсем иртнӗ ҫулхи ӗҫӗ-хӗлне пӗтӗмлетме шӑпах Ямпайӗнчи ҫӗнӗ культура ҫуртне пухӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Культура – ҫын пурнӑҫне хавхалану кӳрекенӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11751-kultur ... nu-k-reken

2023 ҫулта ҫавӑн пекех «Вырӑнти культура ҫурчӗ» программа шайӗнче Чулкасри культура ҫуртне 420,7 пин тенкӗлӗх модернизациленӗ.

Куҫарса пулӑш

Культура – ҫын пурнӑҫне хавхалану кӳрекенӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11751-kultur ... nu-k-reken

Медучрежденисен кивелнӗ нумай ҫуртне юсанӑ, ҫӗннисене тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Курмалӑх пур, тунӑ ӗҫ те — куҫ умӗнче // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/0 ... %87%d0%b5/

Эпӗ ваттисен ҫуртне кайма та пуҫтарӑннӑччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

11 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Пишпӳлек район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов Хушӑлкари Культура ҫуртне юсассипе техсовет ирттернӗ.

Глава Бижбулякского района Артур Зарипов в с. Кош-Елга провел техсовет по ремонту СДК.

Артур Зарипов Хушӑлкари Культура ҫуртне юсассипе техсовет ирттернӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... rn-3752068

Районӑн культура пурнӑҫӗнчи 2013 ҫулхи тӗп пулӑм — Йӑлана кӗнӗ халӑх культурин центрӗн ҫӗнӗ ҫуртне хута яни.

Главным значимым событием в культурной жизни района в 2013 году стал пуск нового здания Центра традиционной народной культуры.

Нюксеница районӗ // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9D%D1%8E%D ... 0%BD%D3%97

Хӑйӗн хальхи ҫуртне, Пиллӗкмӗш авеню, 1000№ ҫурт адреспа вырнаҫнӑ, Калверт Вокспа Джейкоб Моулд америка архитекторӗсем бозар стилӗпе тунӑ ҫурта музей 1880-мӗш ҫулта куҫнӑ.

В своё нынешнее здание по адресу Пятая авеню, дом № 1000, спроектированное в стиле бозар американскими архитекторами Калвертом Воксом и Джейкобом Моулдом, музей переехал в 1880 году.

Метрополитен музейӗ (Нью-Йорк) // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%B5%D ... %80%D0%BA)

Лемез-Тамак ял культура ҫурчӗн кирпӗч ҫуртне мечӗте сӳтнӗ вырӑнта туса лартнӑ.

Кирпичное здание Лемез-Тамакского сельского дома культуры построено на месте разобранной мечети.

Лемез-Тамак // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B5%D ... 0%B0%D0%BA

1967 ҫулта Лемез-Тамак культура ҫурчӗн кирпӗч ҫуртне туса лартнӑ.

В 1967 построено кирпичное здание Лемез-Тамакского сельского дома культуры.

Лемез-Тамак // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B5%D ... 0%B0%D0%BA

Кӗркуннепе усламҫӑ хӑйӗн икӗ хутлӑ чул ҫуртне те, лашисене те сутса ячӗ, урӑх самана ҫывхарнине лайӑх сиснӗ пулас вӑл.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Халь вӑл хӑй ҫине каллех тепӗр хут пӑхса илчӗ, шурӑ чечеклӗ ҫӳхе кепине, ҫӳҫне юсакаласа илчӗ те, савӑнӑҫлӑскер, хӗвел пек ҫиҫсе, общежити ҫуртне кӗрсе кайрӗ…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Унта ҫичӗ ҫул пурӑннӑ хыҫҫӑн 1992 ҫулта Габдрахмановсен ҫемйи Ильдус Биктагирович ашшӗ-амӑшӗн ҫуртне Ҫӗнӗ Биктяш ялне таврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Алӑ ӗҫӗ - питӗ лайӑх эмел // Неля САБАХОВА. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... el-3645896

Патшалӑх наци политикине тытса пырас ӗҫ витӗмлӗхне ӳстерес тӗллевпе, ку чухнехи чӗнӳсене шута илсе, Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртне хӑйӗн штат тытӑмӗллӗ, устав тӗллевӗсене, задачисене тӗпе хурса ӗҫлекен уйрӑм организаци пек йӗркелени вырӑнлӑ тесе шутлатӑп.

С учетом современных вызовов для повышения эффективности реализации государственной национальной политики считаю целесообразным сделать Дом дружбы народов самостоятельной организацией со своей штатной структурой, уставными целями и задачами.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Хальхи вӑхӑтри ҫак объект 2020 ҫулта хупӑннӑ «Спартак» Спорт ҫуртне улӑштарӗ, шывра ӑмӑртакан пирӗн спортсменсен ӑсталӑхне туптама тата пысӑк ӑмӑртусем йӗркелесе ирттерме май парӗ.

Этот современный объект заменит закрытый в 2020 году Дом спорта «Спартак», позволит нашим спортсменам-водникам оттачивать мастерство и проводить масштабные соревнования.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Алена ҫуртра хӑна ҫуртне уҫма палӑртать.

Алена планирует открыть в тереме гостиницу.

«Мӗн те пулин улӑштармаллах» — ялти вӗрентекен юхӑнакан ҫурта юсама пикеннӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6442.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех