Шырав
Шырав ĕçĕ:
21. Ахитофел Авессалома каланӑ: аҫун ҫум-арӑмӗсем патне кӗр, вӑл вӗсене хӑйӗн ҫуртне сыхлама хӑварнӑ; вара израильсем пурте эсӗ хӑвӑн аҫун курайман ҫынни пулнине пӗлӗҫ те, сан майлӑ мӗнпур ҫын алли ҫирӗпленӗ, тенӗ.
2 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эхер те эпӗ Ҫӳлхуҫа куҫӗ умӗнче ырӑлӑх тупайсассӑн, Вӑл мана каялла тавӑрӗ те мана Турӑ халалӗн арчине те, унӑн Ҫуртне те кӑтартӗ.Если я обрету милость пред очами Господа, то Он возвратит меня и даст мне видеть его и жилище его.
2 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫуртне хураллама патша вунӑ арӑмне, [хӑйӗн] ҫум-арӑмӗсене, хӑварнӑ.Оставил же царь десять жен, наложниц [своих], для хранения дома.
2 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ун хыҫҫӑн Давид ҫӗр ҫинчен тӑнӑ, ҫӑвӑннӑ, ҫупа сӗрӗннӗ, тумтирне улӑштарнӑ, вара Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кайнӑ, кӗлтунӑ.
2 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ ҫапла калать: Эпӗ сана Израиль патши пулма ҫу сӗртӗм, Эпӗ сана Саул аллинчен хӑтартӑм, 8. сана хуҫун ҫуртне тата хуҫун арӑмӗсене патӑм, сана Израильпе Иуда килне патӑм, [саншӑн] ҫакӑ та сахал пулсассӑн, сана тата та хушса панӑ пулӑттӑм; 9. мӗншӗн эсӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахне уямарӑн, Унӑн куҫӗ умӗнче усал ӗҫ турӑн?
2 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑнпа ӗнтӗ суккӑрпа уксах [Ҫӳлхуҫа] ҫуртне кӗреймӗ, теҫҫӗ.Посему и говорится: слепой и хромой не войдет в дом [Господень].
2 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вара [ӑна ҫавӑрса пӑрахнӑ та] пуҫне касса татнӑ, кӑралне хывса илнӗ, унтан хӑйсем ҫӗнтерни ҫинчен хӑйсен йӗрӗхӗсен ҫурчӗсенче тата халӑха пӗлтермешкӗн пӗтӗм Филисти ҫӗрӗ тӑрӑх кӑтартса ҫӳреме кӑларса янӑ; 10. унӑн кӑралне Астарта ҫуртне хунӑ, ӳтне Беф-Сан хӳми ҫине ҫакнӑ.
1 Пат 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Кириаф-Иаримра пурӑнакансем килнӗ те Ҫӳлхуҫа арчине илсе кайнӑ, ӑна Аминадав ҫуртне, сӑрт ҫине, йӑтса ҫитернӗ, Елеазара, унӑн ывӑлне, Ҫӳлхуҫа арчине сыхлама хушнӑ.
1 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫавӑнпа Дагон апӑсӗсем те, Азот хулине Дагон кӗлетки ҫуртне ҫӳрекенсем те паян кунчченех Дагон алӑкӗн урати ҫине ура пусмаҫҫӗ, [ун урлӑ ярса пусаҫҫӗ].
1 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ачине кӑкӑр ӗмӗртме пӑрахтарсассӑн, вӑл ӑна Силома илсе кайнӑ, хӑйпе пӗрле виҫӗ пӑру, [ҫӑкӑрсем,] пӗр ефа ҫӑнӑх тата пӗр такмак эрех илсе вӗсем Силома Турӑ Ҫуртне ҫитнӗ, [ача та пӗрлех пулнӑ]; ачи пӗчӗк пулнӑ-ха.
1 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Турӑ Ҫуртне кайса килмессерен, кашни ҫулах, ҫапла пулнӑ: лешӗ хурлантарнӑ, ку вара йӗнӗ [те ӳпкелешнӗ], апат та ҫимен.
1 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Халӑх Турӑ ҫуртне пухӑннӑ та каҫ пуличчен Турӑ умӗнче ларнӑ, темӗн тӗрлӗ кӑшкӑрса макӑрнӑ, татӑлса йӗнӗ, 3. каланӑ вӗсем: эй Ҫӳлхуҫамӑр, Израиль Турри! мӗншӗн Израильре ҫакӑн пек пулса тухрӗ-ши, Израилӗн мӗншӗн пӗр йӑхӗ пӗтрӗ-ши? тенӗ.
Тӳре 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ӗнтӗ пӗтӗм Израиль ывӑлӗ, пӗтӗм халӑх Турӑ ҫуртне кайнӑ та ҫӗре ларса Ҫӳлхуҫа умӗнче макӑрнӑ, ҫав кун вӗсем мӗн каҫ пуличченех типӗ тытнӑ, Ҫӳлхуҫана пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Израиль ывӑлӗсем Турӑ ҫуртне кайнӑ та Турӑран ыйтса ҫапла каланӑ: Вениамин ывӑлӗсемпе ҫапӑҫма пирӗн хушшӑмӑртан малтан кам тапӑнса тухать? тенӗ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Миха ҫуртне кӗрсе кӗлеткене, ефодпа терафима тата шӑратса тунӑ йӗрӗхе илсен, священник вӗсене: мӗн тӑватӑр эсир? тенӗ.
Тӳре 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Вӗсем хире тухнӑ, иҫӗм ҫырли татнӑ, ӑна юхтаркӑчра таптаса, сӗткенне юхтарнӑ, уяв тунӑ, хӑйсен турри ҫуртне ҫӳренӗ, ӗҫнӗ-ҫинӗ, Авимелехе ылханнӑ.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Нимӗнле йӗркепе те хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун ҫуртне аскӑн арӑм тӳлевне е йытӑ# хакне ан хыв, мӗншӗн тесессӗн ку та, лешӗ те санӑн Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче йӗрӗнчӗк.
Аст 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Халӑха пӑхса тӑракансем вара ҫапла каласа пӗлтерччӗр: кам та кам ҫӗнӗ ҫурт лартса ӑна хӑтлама ӗлкӗреймен, ҫавӑ кайтӑр, килне таврӑнтӑр: унӑн ҫапӑҫура вилмелле ан пултӑр, ҫуртне урӑххин хӑтламалла ан пултӑр; 6. кам та кам иҫӗм пахчи лартса ӳстерсе унпа усӑ курма ӗлкӗреймен, ҫавӑ та кайтӑр, килне таврӑнтӑр: унӑн ҫапӑҫура вилмелле ан пултӑр, иҫӗм пахчипе урӑххин усӑ курмалла ан пултӑр; 7. кам та кам ҫураҫса хунӑ хӗрне качча илме ӗлкӗреймен, ҫавӑ та кайтӑр, килне таврӑнтӑр: унӑн ҫапӑҫура вилмелле ан пултӑр, ҫураҫнӑ хӗрне урӑххин качча илмелле ан пултӑр, теччӗр.
Аст 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Кам та кам пӗр-пӗр вилнӗ ҫынна сӗртӗнет, ҫавӑ ҫичӗ кун хушши таса мар пулӗ; 12. виҫҫӗмӗш кунне тата ҫиччӗмӗш кунне унӑн ҫав [шывпа] ҫӑвӑнса тасалмалла, вара таса пулать; виҫҫӗмӗш тата ҫиччӗмӗш кунне ҫӑвӑнса тасалмасассӑн, таса мар пулать; 13. кирек кам та, пӗр-пӗр вилнӗ ҫынна сӗртӗннӗ пулсассӑн, кайран тасалман пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа ҫуртне ирсӗрлетет: ун пек ҫынна Израиль хушшинчен пӗтермелле, мӗншӗн тесессӗн вӑл тасатакан шывпа ҫӑвӑнман, вӑл таса мар, унӑн тасамарлӑхӗ хӑйӗн ҫинчех.
Йыш 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Кам та пулин хӑй ҫуртне Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑ япали тума халаллать пулсассӑн, ҫак ҫурта священник хак хутӑр: аван-и вӑл, начар-и — священник ӑна мӗнле хак хурӗ, ҫаплах пулӗ; 15. ҫуртне Турра халалласа панӑ ҫын ӑна каялла тӳлесе илес тесессӗн, вӑл эсӗ хунӑ кӗмӗл хакӗ ҫумне тата унӑн пиллӗкмӗш пайне хуштӑр, вара ҫурчӗ унӑнах пулӗ.
Лев 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.