Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Тӳре 9

Пай: Библи –> Израиль тӳрисен кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.03.31 16:16

Пуплевӗш: 61; Сӑмах: 1091

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Авимелех, Иероваал ывӑлӗ, Сихем хулине амӑшӗн тӑванӗсем патне кайнӑ та вӗсене тата кукашшӗн пӗтӗм йӑхне ҫапла каланӑ: 2. Сихем ҫыннисене ӑс парӑр: сирӗншӗн Иероваалӑн ҫитмӗл ывӑлӗ пуҫ пулни лайӑхрах-и е пӗр ҫын пуҫ пулни аванрах-и? аса илӗр-ха, эпӗ сире юнпа та, ӳтпе те тӑван, тенӗ. 3. Амӑшӗн тӑванӗсем вара Сихем халӑхне ҫапла каласа ӳкӗте килтернӗ; ҫынсен чӗри Авимелех майлӑ ҫаврӑннӑ, вӗсем: вӑл пирӗн тӑван, тенӗ. 4. Ӑна Ваалвериф ҫуртӗнчен ҫитмӗл сикль кӗмӗл панӑ; ҫав укҫапа Авимелех ҫапкаланчӑксемпе куштансене тара тытнӑ, лешӗсем ун хыҫҫӑн кайнӑ. 5. Вӑл Офра хулине ашшӗ килне пынӑ та хӑйӗн тӑванӗсене, Иероваалӑн ҫитмӗл ывӑлне, пӗр чул ҫинче вӗлернӗ. Иероваалӑн кӗҫӗн ывӑлӗ Иофам ҫеҫ чӗрӗ юлнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл тарса пытаннӑ. 6. Кайран Сихем халӑхӗпе пӗтӗм Милло килӗ пӗрле пуҫтарӑнса Сихем ҫывӑхӗнчи юман патне кайнӑ та Авимелехе патшана лартнӑ.

7. Ҫакӑн ҫинчен Иофама каласа панӑ, вӑл вара Гаризим тӑвӗ ҫине хӑпарнӑ та ун тӑррине тӑрса хыттӑн кӑшкӑрса каланӑ: эй Сихем ҫыннисем, итлӗр мана, вара сире Турӑ та итлӗ! 8. Пӗррехинче йывӑҫсем хӑйсене тытса тӑма патша лартасшӑн пулнӑ, вӗсем ҫу йывӑҫҫине каланӑ: пирӗн патша пулсамччӗ, тенӗ. 9. Ҫу йывӑҫҫи каланӑ вӗсене: ара, ман ҫӑвӑмпа турӑсемпе ҫынсене чыслаҫҫӗ те, ӑна пӑрахса хӑварса йывӑҫсем хушшинче сулланса ҫӳрӗп-и? тенӗ. 10. Йывӑҫсем смоква йывӑҫҫине каланӑ: эсӗ килӗшсем, пирӗн патша пулсам, тенӗ. 11. Смоква йывӑҫҫи каланӑ: пылакӑма, тутлӑ ҫимӗҫӗме пӑрахса хӑварса йывӑҫсем хушшинче сулланса ҫӳрӗп-и? тенӗ. 12. Йывӑҫсем иҫӗм йывӑҫне каланӑ: эсӗ килӗшсем, пирӗн патша пулсам, тенӗ. 13. Иҫӗм йывӑҫӗ каланӑ вӗсене: турӑсемпе ҫынсене хаваслантаракан сӗткеме пӑрахса хӑварса йывӑҫсем хушшинче сулланса ҫӳрӗп-и? тенӗ. 14. Юлашкинчен пӗтӗм йывӑҫ кӳкене каланӑ: эсӗ килӗшсем, пирӗн патша пулсам, тенӗ. 15. Кӳкен йывӑҫсене ҫапла каланӑ: эсир мана хӑвӑра тытса тӑма патшана лартса тӗрӗс тӑватӑр пулсан — килӗр, ман сулхӑнӑмра канӑр; апла мар пулсан, кӳкенрен вут тухӗ те Ливан кедрӗсене ҫунтарса ярӗ, тенӗ. 16. Ҫапла ӗнтӗ шутласа пӑхӑр-ха, Авимелехе патшана лартса тӗрӗс турӑр-и эсир, тӳррине турӑр-и? Иероваалпа ун кил-йышне мӗн кӑтартрӑр, аван турӑр-и, вӑл ырӑ тунине мӗнпе тавӑртӑр эсир? 17. Манӑн аттем сирӗншӗн ҫапӑҫрӗ, хӑй пурӑнӑҫне хӗрхенмерӗ, сире мадиансен аллинчен хӑтарчӗ; 18. халӗ вара эсир ман аттемӗн килне хирӗҫ тӑратӑр, аттемӗн ҫитмӗл ывӑлне пӗр чул ҫинче вӗлертӗр те Авимелехе, хӑрхӑм ывӑлне, вӑл сире тӑван тивнипе Сихем патшине лартрӑр, тенӗ. 19. Эхер те эсир халӗ Иероваалпа ун килне ҫакна кӑтартса тӗрӗс турӑр пулсан, тӳррине турӑр пулсан, [сире пиллӗх ҫиттӗр,] Авимелехшӗн савӑнӑр, вӑл вара сирӗншӗн савӑнтӑр; 20. апла мар пулсан, Авимелехрен вут тухтӑр та Сихем халӑхӗпе пӗтӗм Милло килне ҫунтарса ятӑр, Сихем халӑхӗпе пӗтӗм Милло килӗнчен те вут тухтӑр, Авимелехе ҫунтарса ятӑр, тенӗ. 21. Ҫапла каланӑ та Иофам чупсах тарнӑ, вӑл Беэр хулине кайнӑ, унта хӑйӗн тӑванӗнчен Авимелехрен пытанса пурӑннӑ.

22. Авимелех виҫӗ ҫул хушши Израиль патшинче ларнӑ. 23-24. Иероваалӑн ҫитмӗл ывӑлӗшӗн тавӑрма, вӗсен юнӗ вӗлерекене — хӑйсен тӑванне, хӑйӗн тӑванӗсене вӗлернӗ Авимелехе — тата унӑн аллине хӑйӗн тӑванӗсене вӗлерме тӗрек хушнӑ Сихем ҫыннисене ҫиттӗр тесе, Турӑ Авимелехпе Сихем халӑхӗ хушшине усал сывлӑш янӑ, вара Сихем халӑхӗ Авимелехе пӑхӑнми пулнӑ. 25. Авимелехе вӑрттӑн тапӑнса тытас шутпа Сихем ҫыннисем ту тӑррисене пытанса ларнӑ, ҫавсем хӑйсен тӗлӗпе иртсе ҫӳрекенсене пурне те ҫаратнӑ. Ҫакӑн ҫинчен Авимелехе хыпар ҫитернӗ. 26. Евед ывӑлӗ Гаал та хӑйӗн тӑванӗсемпе Сихем хулине пынӑ, вӗсем хула тӑрӑх ҫӳренӗ, Сихем ҫыннисем ҫав Гаала шанса пӑрахнӑ. 27. Вӗсем хире тухнӑ, иҫӗм ҫырли татнӑ, ӑна юхтаркӑчра таптаса, сӗткенне юхтарнӑ, уяв тунӑ, хӑйсен турри ҫуртне ҫӳренӗ, ӗҫнӗ-ҫинӗ, Авимелехе ылханнӑ. 28. Гаал, Евед ывӑлӗ, каланӑ: Авимелех кам вара вӑл, Сихемӗ мӗнех тата, мӗншӗн вӗсене пӑхӑнмалла пирӗн? Ара, вӑл Иероваал ывӑлӗ мар-и, ун аслӑ пуҫлӑхӗ Зевул мар-и? Ӑна пӑхӑниччен Сихем ашшӗн, Емморӑн, йӑхне пӑхӑнни лайӑхрах мар-и? Авимелехе мӗне кура ӗҫлесе тӑмалла пирӗн? 29. Эхер те кам та пулин ҫак халӑха ман аллӑма парас пулсан, эпӗ Авимелехе хӑваласа янӑ пулӑттӑм, тенӗ. Вара Авимелехе каланӑ пулнӑ: ҫарна йышлӑлат та хирӗҫ тух, тенӗ. 30. Зевул, хула пуҫлӑхӗ, Евед ывӑлӗ Гаал мӗн каланине илтсен питӗ хытӑ ҫилленнӗ. 31. Вара вӑл, чее мел тупса, Авимелех патне элчӗсем ярать, вӗсене ҫапла калама хушать: акӑ Гаал, Евед ывӑлӗ, тата унӑн тӑванӗсем Сихеме килчӗҫ, акӑ халӑха сана хирӗҫ пӑлхатаҫҫӗ; 32. эсӗ ӗнтӗ хӑвӑн халӑхупа пӗрле ҫӗрле тӑрса тух та хирте пытанса лар; 33. ирхине вара, ир-ирех тӑрса, хӗвел тухнӑ чухнех, хулана тапӑн; вӑл хӑйӗн халӑхӗпе сана хирӗҫ тухӗ, эсӗ вара аллу мӗн тӑваять, вӗсене ҫавна кӑтарт тейӗр, тет. 34. Авимелехпе унӑн пӗтӗм халӑхӗ вара ҫӗрле тӑрса тухнӑ та Сихем ҫывӑхӗнче тӑватӑ ушкӑнпа пытанса ларнӑ. 35. [Ирхине] Гаал, Евед ывӑлӗ, хула хапхи умне тухса тӑнӑ; Авимелехпе унӑн халӑхӗ те хӑйсем пытанса ларнӑ ҫӗртен тухнӑ. 36. Гаал, ҫав халӑха курсан, Зевула калать: авӑ ту тӑрринчен халӑх анать, тет. Зевул ӑна каланӑ: ту мӗлки сана халӑх пек курӑнать, тенӗ. 37. Гаал каллех каланӑ: авӑ тӳпемрен халӑх анать, пӗр ушкӑнӗ Меонним юманӗ енчен килет, тенӗ. 38. Зевул ӑна каланӑ: эсӗ «Авимелехе пӑхӑнса тӑма камах вара вӑл?» теменччӗ-и-ха? Эсӗ ҫак халӑха нимӗн вырӑнне те хумарӑн, халӗ тух та ҫапӑҫ унпа, тенӗ. 39. Гаал ӗнтӗ ҫапӑҫма тухнӑ, Сихем ҫыннисене ертсе малта пынӑ, Авимелехпе тытӑҫса ӳкнӗ. 40. Авимелех ӑна хыҫран хӑваланӑ, Гаал унран тарнӑ, хула хапхине ҫитиччен темӗн чухлӗ ҫын виле-виле выртса юлнӑ. 41. Авимелех Арума теекен вырӑнта юлнӑ, Гаалпа ун тӑванӗсене Зевул текех Сихем хулинче пурӑнма паман, унтан хӑваласа янӑ. 42. Тепӗр кунне халӑх хире тухнӑ, ҫакӑн ҫинчен Авимелехе хыпар ҫитернӗ. 43. Вӑл хӑйӗн халӑхне виҫӗ ушкӑна уйӑрнӑ та вӗсене хирте пытанса ларма хушнӑ. Хуларан халӑх тухнине курсан, ӑна тапӑнса, пӗтӗмпе аркатса тӑкнӑ. 44. Авимелех хӑй ертсе пынӑ ушкӑнӗпе хула хапхине хупӑрласа илнӗ хушӑра ытти икӗ ушкӑнӗ хирти ҫынсене тапӑннӑ, вӗсене вӗлерсе тухнӑ. 45. Ҫав кун Авимелех кунӗпех хулапа ҫапӑҫнӑ, хулана ярса илнӗ, унти халӑха пӗтернӗ, хулине вара тӗппипе аркатса, ун вырӑнне тӑвар сапса тухнӑ. 46. Ҫакӑн ҫинчен илтсен, Сихем пашнинче пулнӑ пӗтӗм ҫын Ваал-Вериф ҫурчӗн пашнине тарса пытаннӑ. 47. Унччен Сихем пашнине пытаннӑ пӗтӗм ҫын халь ҫавӑнта пуҫтарӑнни ҫинчен Авимелехе хыпар ҫитернӗ. 48. Авимелех тата унпа пӗрле пулнӑ пӗтӗм халӑх Селмон тӑвӗ ҫине кайнӑ, Авимелех хӑйпе пӗрле пуртӑсем илнӗ пулнӑ, йывӑҫ турачӗсем касса хулпуҫҫийӗ ҫине хунӑ та вӑл каланӑ халӑха: эсир эпӗ мӗн тунине куртӑр; часрах эсир те эпӗ тунине тӑвӑр, тенӗ. 49. Вара пӗтӗм халӑх, кашнийӗ, турат касса, ӑна Авимелех хыҫҫӑн йӑтса кайса, пашне ҫумне ҫитерсе пӑрахнӑ, унтан вут тивертнӗ, ҫапла пашнене ҫунтарса янӑ, Сихем пашнинче пулнисем — арҫынӗ, хӗрарӑмӗ, пине яхӑн ҫын — ҫакӑнта пӗтнӗ. 50. Ун хыҫҫӑн Авимелех Тевец хули ҫине кайнӑ, ӑна хупӑрласа туртсах илнӗ. 51. Хула варринче тӗреклӗ пашне пулнӑ, арҫынӗ, хӗрарӑмӗ, пӗтӗм хула халӑхӗ ҫавӑнта тарса пытаннӑ, питӗрӗнсе илсе пашне тӑррине хӑпарнӑ. 52. Авимелех пашне патне ҫитсе ӑна хупӑрласа илнӗ, вут тивертес шутпа ун алӑкӗ патне пынӑ. 53. Ҫавӑн чухне пӗр хӗрарӑм Авимелех ҫине арман чул катӑкӗ пӑрахса ӑна пуҫӗнчен шӑтарнӑ. 54. [Авимелех] тӳрех хӑйӗн вӑрҫӑ кӑралне йӑтса ҫӳрекен ҫамрӑк ачана чӗнсе илнӗ те каланӑ: ман ҫинчен «ӑна хӗрарӑм вӗлернӗ» тесе ан калаччӑр, ҫавӑнпа хӗҫне кӑлар та вӗлер мана, тенӗ. Вара ӑна ҫавӑ чиксе пӑрахнӑ, Авимелех вилнӗ. 55. Израиль ҫыннисем, Авимелех вилнине курсассӑн, кашнийӗ хӑйӗн килне таврӑннӑ. 56. Хӑйӗн ҫитмӗл тӑванне вӗлерсе ашшӗне усал тунӑшӑн Авимелехе Турӑ ҫапла тавӑрнӑ. 57. Сихем ҫыннисен усал ӗҫне те Турӑ хӑйсен пуҫӗ ҫинех ҫавӑрнӑ; вӗсене Иофамӑн, Иероваал ывӑлӗн, ылханӗ ҫитнӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех