Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Йыш 19

Пай: Библи –> Йыша шутлани

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.03.29 12:29

Пуплевӗш: 11; Сӑмах: 460

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ: 2. Ҫӳлхуҫа панӑ саккун йӗрки ҫакӑн пек, тенӗ: Израиль ывӑлӗсене кала: вӗсем сан патна айӑпсӑр, пӗр кӑлтӑксӑр [тата] хӑмӑт тивмен хӗрлӗ пушмак пӑру илсе пыччӑр; 3. ӑна Елеазар священника парӑр, вӑл ӑна тапӑр тулашне [таса вырӑна] илсе тухтӑр, пӑрӑва ун умӗнче пусчӑр; 4. Елеазар священник унӑн юнӗпе пӳрнине йӗпеттӗр те пуху чатӑрӗн мал енне ҫичӗ хутчен юн сирпӗттӗр, 5. пӑрӑва унӑн куҫӗ умӗнче ҫунтарччӑр: унӑн тирне, ашне, юнне унӑн тасамарлӑхӗпе пӗрле ҫунтарса яччӑр; 6. священник кедр йывӑҫӗ, иссоп тата йӑм хӗрлӗ ҫӑм ҫиппи илтӗр те ҫакна ҫунакан пӑру ҫине пӑрахтӑр; 7. кайран священник хӑйӗн тумтирне ҫуса тасаттӑр, хӑй те шывпа ҫӑвӑнтӑр, вара тапӑра таврӑнтӑр, священник каҫ пуличчен таса мар пулӗ. 8. Пушмак пӑрӑва ҫунтараканни те хӑйӗн тумтирне шывпа ҫуса тасаттӑр, хӑй те шывпа ҫӑвӑнтӑр, вӑл каҫ пуличчен таса мар пулӗ; 9. кам та пулин, тасаскер, пӑру кӗлне пуҫтарса илтӗр те ӑна тапӑр тулашне таса ҫӗре хутӑр, ҫав кӗл Израиль ывӑлӗсен халӑхӗ валли упрантӑр, вӑл тасатакан шыв тума кирлӗ: ку — ҫылӑх парни; 10. пӑру кӗлне пуҫтарнӑ ҫын та хӑйӗн тумтирне ҫуса тасаттӑр, вӑл каҫ пуличчен таса мар пулӗ. Ҫак йӗрке Израиль ывӑлӗсемшӗн тата ютран килсе вӗсем хушшинче пурӑнакан ҫынсемшӗн ӗмӗрлӗхе пултӑр.

11. Кам та кам пӗр-пӗр вилнӗ ҫынна сӗртӗнет, ҫавӑ ҫичӗ кун хушши таса мар пулӗ; 12. виҫҫӗмӗш кунне тата ҫиччӗмӗш кунне унӑн ҫав [шывпа] ҫӑвӑнса тасалмалла, вара таса пулать; виҫҫӗмӗш тата ҫиччӗмӗш кунне ҫӑвӑнса тасалмасассӑн, таса мар пулать; 13. кирек кам та, пӗр-пӗр вилнӗ ҫынна сӗртӗннӗ пулсассӑн, кайран тасалман пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа ҫуртне ирсӗрлетет: ун пек ҫынна Израиль хушшинчен пӗтермелле, мӗншӗн тесессӗн вӑл тасатакан шывпа ҫӑвӑнман, вӑл таса мар, унӑн тасамарлӑхӗ хӑйӗн ҫинчех.

14. Саккун ҫакӑн пек: чатӑрта ҫын вилес пулсассӑн, кайран чатӑра кам та пулин кӗрес пулсассӑн, ҫавӑ та, чатӑрти пур япала та ҫичӗ кун хушши таса мар пулать; 15. ҫиелтен витсе ҫыхман, хупламан кирек мӗнле уҫӑ савӑт та таса мар. 16. Кам та кам вӑрҫӑ хирӗнче хӗҫрен вилнӗ ҫынна е ахаль вилнӗ ҫынна, е этем шӑммине, е тупӑка сӗртӗнет, ҫавӑ ҫичӗ кун хушши таса мар пулать. 17. Таса мар ҫынна тасатмашкӑн ҫылӑхшӑн ҫунтарнӑ парне кӗлне савӑта хуччӑр та унта чӗрӗ шыв яччӑр; 18. кам та пулин, тасаскер, иссоп илтӗр те ӑна ҫав шывпа йӗпеттӗр, кайран чатӑра, унти пӗтӗм ҫынна, савӑт-сапана сирпӗтсе тухтӑр, [этем] шӑммине е вӗлернӗ ҫынна, е ахаль вилене, е тупӑка сӗртӗннӗ ҫынна та сирпӗттӗр; 19. таса этем таса маррине виҫҫӗмӗш тата ҫиччӗмӗш кунне пӗрӗхтӗр, вара ӑна ҫиччӗмӗш кунӗнче тасатса ҫитерӗ; кайран вӑл хӑйӗн тумтирне ҫуса тасаттӑр, [ӳтне те] шывпа ҫутӑр, вара каҫ тӗлне таса пулӗ.

20. Кам та кам таса мар пулсассӑн, вӑл хӑйне тасатмасть пулсассӑн, ҫав ҫынна халӑх хушшинчен пӗтермелле, мӗншӗн тесессӗн вӑл Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑ вырӑнне ирсӗрлентернӗ; ӑна тасатакан шывпа сирпӗтмен, вӑл таса мар. 21. Ҫак йӑла-йӗрке вӗсене ӗмӗрлӗхе пултӑр. Тасатакан шывпа сирпӗтекенни те хӑйӗн тумтирне ҫуса тасаттӑр; тасатакан шыва тӗкӗннӗ ҫын та каҫчен таса мар пулӗ. 22. Таса мар этем мӗне тӗкӗнет, ҫавӑ пурте таса мар пулать; ӑна тӗкӗннӗ ҫын та каҫчен таса мар пулать, тенӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех