Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 2 Пат 19

Пай: Библи –> Патшасен 2-мӗш кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.04 13:57

Пуплевӗш: 57; Сӑмах: 1000

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Иоава ҫапла каланӑ: акӑ патша Авессаломшӑн йӗрет, татӑлсах макӑрать, тенӗ. 2. Ҫав кунхи ҫӗнтерӳ вара пӗтӗм халӑхшӑн хӳхлев кунӗ пулса тӑнӑ: ҫав кун халӑх патша хӑйӗн ывӑлӗшӗн хурланни ҫинчен илтнӗ те ҫавӑн пирки анчах калаҫнӑ. 3. Халӑх, ҫапӑҫу хирӗнчен тарса кайнӑшӑн намӑсланакан ҫынсем пек, хулана йӑпшӑна-йӑпшӑна кӗнӗ. 4. Патша вара питне хупласа хыттӑн ӗсӗкленӗ: Авессалом ывӑлӑмҫӑм! Авессалом, ывӑлӑмҫӑм, ывӑлӑм! 5. Иоав ӗнтӗ патша патне пӳрте кӗнӗ те каланӑ: паян эсӗ хӑвӑн тарҫусене пурне те намӑслантарса пӗтертӗн, вӗсем вара паян санӑн пурӑнӑҫна та, сан ывӑлусемпе хӗрӳсен пурӑнӑҫне те, арӑмусен пурӑнӑҫне те, ҫум-арӑмусен пурӑнӑҫне те ҫӑлса хӑварчӗҫ; 6. эсӗ хӑвна курайманнисене юрататӑн, хӑвна юратакансене кураймастӑн, ӗнтӗ эсӗ паян ҫарпуҫсемпе тарҫусем саншӑн ниме те тӑманнине кӑтартса патӑн; Авессалом чӗрӗ юлнӑ пулсассӑн, эпир пурте вилсе пӗтнӗ пулсассӑн, саншӑн кӑмӑллӑрах пулатчӗ — паян эпӗ ҫакна пӗлтӗм; 7. ӗнтӗ тӑрса тух та хӑвӑн чурусемпе чӗререн калаҫ, Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа тӑватӑп, тухмастӑн пулсассӑн, кӗҫӗр санӑн пӗр ҫын та юлмӗ; ку вара саншӑн ҫамрӑклӑхунтан пуҫласа паян кунччен тӳснӗ мӗнпур инкекрен чи йывӑртараххи пулӗ, тенӗ. 8. Вара патша хапха умне тухса ларнӑ, мӗнпур халӑха «патша хапха умӗнче ларать» тесе пӗлтернӗ. Пӗтӗм халӑх патша патне [хапха умне] пынӑ; 9. израильсем вара хӑйсен чатӑрӗсене тара-тара пытаннӑ. Кашни Израиль йӑхӗнчех халӑх ҫапла тавлашса калаҫнӑ: [Давид] патша пире хамӑр тӑшмансен аллинчен хӑтарчӗ, филистимсен аллинчен ирӗке кӑларчӗ, халӗ хӑй вара ҫак ҫӗртен, [хӑйӗн патшалӑхӗнчен,] Авессаломран тарчӗ. 10. Анчах эпир патша пулма ҫу сӗрнӗ Авессалом вӑрҫӑра вилчӗ; халӗ мӗншӗн-ха патшана каялла тавӑрма тӑхтатӑр? [Пӗтӗм Израиль ҫапла калаҫни патша патне ҫитнӗ.] 11. Вара Давид патша Садокпа Авиафар священниксем патне ҫапла калама ҫын янӑ: Иудӑн аслӑ ҫыннисене калӑр: пӗтӗм Израиль калаҫакан сӑмах патша патне, патша килне ҫитрӗ ӗнтӗ. Мӗншӗн эсир ку тӗлӗшрен юлашки ҫынсем пулса юласшӑн, мӗншӗн эсир патшана хӑйӗн ҫуртне тавӑрма васкамастӑр? 12. Эсир — манӑн тӑвансем, эсир — манӑн шӑммӑм, манӑн ӳтӗм; мӗншӗн-ха эсир патшана хӑйӗн ҫуртне тавӑрнӑ чухне юлашки ҫынсем пуласшӑн? тесе калӑр, тенӗ. 13. Амессая та калӑр: эсӗ — манӑн шӑммӑм, манӑн ӳтӗм мар-и? Эхер те эсӗ Иоав вырӑнне ман ҫумра яланлӑхах ҫарпуҫ пулмасассӑн, Турӑ мана ӑна та, кӑна та кӑтарттӑр, тата ытларах та кӑтарттӑр! 14. Ҫапла вӑл пӗтӗм иудейсен чӗрисене, пӗр ҫын чӗри пек туса, хӑйӗн майлӑ ҫавӑрнӑ; вӗсем вара патша патне ҫапла калама ҫын янӑ: таврӑнсам эсӗ, мӗнпур чуру та таврӑнтӑр. 15. Патша вара каялла килме тухнӑ, Иордан хӗррине ҫитнӗ, иудейсем ӗнтӗ патшана кӗтсе илме, ӑна Иордан урлӑ каҫарма Галгала пынӑ. 16. Семей те — Гера ывӑлӗ, Бахуримри Вениамин ҫынни — хыпалансах ӳкнӗ, иудейсемпе пӗрле Давид патшана кӗтсе илме кайнӑ, 17. унпа пӗрле Вениаминсен пин ҫынни пулнӑ, Саул килӗн тарҫи Сива та хӑйӗн вунпилӗк ывӑлӗпе тата ҫирӗм чурипе пӗрле тухнӑ; вӗсем патша патне Иордан урлӑ каҫнӑ [та патшана Иордан урлӑ каҫарма кимӗ хатӗрленӗ]. 18. Патша кил-йышне шыв урлӑ каҫарма тата ӑна пулӑшма кимӗ ярса парсан, патша Иордан урлӑ каҫнӑ-каҫманах Гера ывӑлӗ Семей ун умне [ӳпне ӳксе] пуҫҫапнӑ, 19. вара патшана ҫапла каланӑ: усал ӗҫ тӑвакансен шутне ан кӗртсемччӗ мана, хуҫамӑм; ҫав кун, патша хуҫамӑм Иерусалимран кайнӑ чухне, санӑн чуру ҫылӑх турӗ, ан асӑн ҫакна, патшамӑм, ҫавна хӑвӑн чӗрӳнте ан тытсамччӗ; 20. ӗнтӗ санӑн чуру хӑй ҫылӑха кӗнине пӗлет, акӑ паян эпӗ патша хуҫамӑма кӗтсе илме Иосиф килӗнчен чи малтан килтӗм, тенӗ. 21. Саруия ывӑлӗ Авесса ҫапла хуравласа каланӑ: Ҫӳлхуҫанӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннине усал сӑмахсемпе хӑртнӑшӑн Семей халӗ те вилмен-и-ха? тенӗ. 22. Давид каланӑ: мана мӗне кирлӗ ку? Саруия ывӑлӗсем, сире мӗне кирлӗ, мӗншӗн мана вӗскӗртетӗр? Паян Израильре вӗлермелле-ши вара? Эпӗ паян Израиль патши пулса тӑнине курмастӑп-им? 23. Вара патша Семее: эсӗ вилмӗн, тенӗ. Патша ӑна тупа тунӑ. 24. Мемфивосфей те — Саул [ывӑлӗн Ионафанӑн] ывӑлӗ — патшана кӗтсе илме тухнӑ. Вӑл патша тухса кайса каялла тӑнӑҫлӑн таврӑниччен те урине ҫуман, [чӗрнине касман,] сухалне тураман, тумтирне ҫуман пулнӑ. 25. Вӑл патшапа тӗл пулмашкӑн Иерусалимран тухсассӑн, патша ӑна каланӑ: Мемфивосфей, эсӗ мӗншӗн манпа пӗрле пымарӑн? тенӗ. 26. Лешӗ хуравланӑ: патша хуҫамӑм! мана хамӑн тарҫӑ улталарӗ; эпӗ, сан чуру: «Ашака йӗнерлесе утланам та патшапа пӗрле каям» терӗм, сан чуру уксах-ҫке-ха. 27. Вӑл пур — сан чуру пирки патша хуҫамӑм умӗнче элеклесе панӑ. Анчах патша хуҫамӑм Турӑ Ангелӗ пекех; мӗн тӑвас тетӗн, ҫавна ту; 28. аттемӗн пӗтӗм килӗ патша хуҫамӑм умӗнче вилӗме тивӗҫлӗ пулин те, эсӗ хӑвӑн чуруна сӗтелӳ хушшине хӑвӑнпа пӗрле апатланакансемпе юнашар лартрӑн; патша умӗнче ӳпкелешме манӑн мӗн сӑлтавӗ пултӑр? 29. Патша ӑна: эсӗ ҫакна мӗн тума калатӑн? эпӗ Сивапа иксӗр хушшӑрта хир анисене пӗр тан уйӑрма хушатӑп, тенӗ. 30. Мемфивосфей вара патшана ҫапла хуравланӑ: патша хуҫамӑм хӑй килне ыррӑн-сыввӑн таврӑннӑ май Сива йӑлтах хӑй валли илтӗр, тенӗ. 31. Галаад ҫынни Верзеллий та Роглимран килнӗ те патшана Иордан леш енне ӑсатса ямашкӑн унпа пӗрле Иордан урлӑ каҫнӑ. 32. Верзеллий питӗ ватӑ пулнӑ, сакӑрвунӑ ҫулта. Патша Маханаимра тӑнӑ чухне вӑл ӑна апат-ҫимӗҫ парса тӑнӑ, вӑл пуян ҫын пулнӑ. 33. Патша Верзеллие каланӑ: пыр манпа пӗрле, Иерусалимра эпӗ сана апат-ҫимӗҫ парса тӑрӑп, тенӗ. 34. Анчах Верзеллий патшана ҫапла хуравланӑ: патшапа пӗрле Иерусалима пымашкӑн пурӑнасси нумай юлнӑ-ши манӑн? тенӗ. 35. Эпӗ халӗ сакӑрвуннӑра; лайӑххине начарринчен уйӑрса илейӗп-ши? Санӑн чуру апатланнӑ чухне апат тутине, ӗҫнӗ чухне ӗҫкӗ тутине чухлайӗ-ши? Юрӑҫсен сассине итлеме пултарайӑп-ши? Мӗншӗн ман патша хуҫамӑма кансӗрлесе пурӑнмалла? 36. Иордан леш енче сан чуру патшапа пӗрле кӑштах утса пырӗ; мӗншӗн-ха патшанӑн мана ҫак ырӑлӑха тивӗҫтермелле? 37. Хӑвӑн чуруна каялла таврӑнма, хӑйӗн хулинче, хӑйӗн ашшӗпе амӑшӗн тупӑклӑхӗ ҫывӑхӗнче, вилме ирӗк парсам. Акӑ патша хуҫамӑмпа пӗрле санӑн чуру [ман ывалӑм] Кимгам кайтӑр, ӑна мӗн тӑвас тетӗн, ҫавна ту, тенӗ. 38. Патша каланӑ: Кимгам манпа пӗрле пытӑрах, сан кӑмӑлна мӗнле килӗшет, эпӗ ун валли ҫавна тӑвӑп; манран мӗн ыйтатӑн, эпӗ саншӑн йӑлтах тӑвӑп, тенӗ. 39. Ҫакӑн хыҫҫӑн пӗтӗм халӑх Иордан урлӑ каҫнӑ, патша та каҫнӑ. Патша Верзеллие чуптунӑ, пилленӗ, лешӗ вара хӑй пурӑнакан ҫӗре таврӑннӑ. 40. Патша Галгала кайнӑ, унпа пӗрле Кимгам та пынӑ; патшана Иудӑн мӗнпур халӑхӗ тата Израилӗн ҫур халӑхӗ ӑсатнӑ. 41. Акӑ ӗнтӗ израильсем пурте патша патне пынӑ та каланӑ: мӗншӗн пирӗн тӑвансем, Иуда арӗсем, сана вӑрларӗҫ те патшапа унӑн килне, унпа пӗрле Давидӑн мӗнпур ҫыннине те Иордан урлӑ каҫарса ячӗҫ? тенӗ. 42. Иудӑн мӗнпур арӗ израильсене хуравласа каланӑ: мӗншӗн тесессӗн патша пире ҫывӑхрах; ҫакӑншӑн мӗн тарӑхмалли пур-ха сирӗн? Эпир патшанне мӗн те пулсан ҫисе янӑ-и е унран парнесем илнӗ-и? [е вӑл пире хырҫӑран хӑтарнӑ-и?] тенӗ. 43. Израильсем Иуда арӗсене ҫапла хуравланӑ: эпир патшан вунӑ пайӗ, ҫавӑн пекех эпир Давидшӑн та сиртен йышлӑрах; [эсир мар, эпир малтанхисем;] мӗншӗн эсир пире кӗҫӗнлетрӗр? Патшамӑра каялла тавӑрас тесе, пӗрремӗш сӑмаха эпир каламан-и-ха? тенӗ. Анчах Иуда арӗсен сӑмахӗ израильсен сӑмахӗнчен витӗмлӗрех пулнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех