Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫунма (тĕпĕ: ҫун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юрлакансен сӑнӗсем пӗрре шуралаҫҫӗ, тепре ҫунма тытӑнаҫҫӗ, юррисен янӑравлӑ сӑмахӗсенче пысӑк вӑй пурри сисӗнсе тӑрать.

Лица певцов бледнели, разгорались, и в звучных словах чувствовалась большая сила.

VII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Хыпса ҫунма пуҫланӑ Итали юнне хӑй пурнӑҫӗнче вӑл пуҫласа тӗл пулчӗ.

Ему в первый раз в жизни приходилось иметь дело с загоревшейся итальянскою кровью.

XXIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Филька кӑвайт тавра тӑпра купаларӗ те хӑрӑк туратсем ҫунма пуҫласса кӗтрӗ.

Филька же окопал его и подождал, пока не займутся сучья.

I // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Кӑшт шухӑшларӑм, сывлӑш та пӳлӗнчӗ пулас манӑн, унтан хама хам ҫапла калатӑп: «Ну, мӗн тӑвӑн тамӑкра ҫунма лекет».

Я подумал с минутку, даже как будто дышать перестал, и говорю себе: «Ну что ж делать, придется гореть в аду».

Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Унӑн чӗри ҫунма тытӑнчӗ; вӑл чирӗ ҫинчен шухӑшламасть те ӗнтӗ.

Душа его загорелась; он уже не думал о болезни.

XXX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Тепӗр кунне пуҫ ыратать, тесе ӳпкелешнӗ, йынӑшнӑ, вырӑн ҫинчен тӑман, тепӗр уйӑхран вара каллех «кулленхинчен урӑхла» пурнӑҫа тутанса пӑхассишӗн ҫунма пуҫланӑ.

На другой день она жаловалась на головную боль, кряхтела и не вставала с постели, а месяца через два в ней опять загоралась жажда «необыкновенного».

XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Подлесье ҫунма тытӑнчӗ.

Подлесье горело.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Тахӑшӗ чартакран пӗр витре хӑйӑрпа тепӗр кастрюль шыв илсе килчӗ те, ҫавсене сапсан тин пӳрт тӑрри ҫунма чарӑнчӗ.

Кто-то успел притащить с чердака ведро песку и кастрюлю с водой, мы посыпали и полили уже потухшую краску.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Пӳрт тӑррин тепӗр вӗҫне те ҫакӑн пекки лекнӗ иккен, эп ӑна асӑрхаман, ун тавра пӳрт тӑрри ҫунма та тытӑннӑ.

На другом конце крыши бесновалась такая же зажигалка, которую я не заметил раньше, и возле нее дымилась крыша.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Мӗн хистенӗ пулать-ха сире, мӗнле калас, хӑвӑр ирӗккӗн ҫапла цехра тасалӑх тытассишӗн ҫунма?

Чем объяснить такое, как это выразиться, добровольное стремление к чистоте в цехе?

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вӑл хут санӑн хӗррисенчен кӑшт ҫунма та ӗлкӗрнӗ.

Он даже подгорел на краях.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Шнур вӗҫӗ, шӑрпӑк ҫулӑмӗнчен тивсе, йӑсӑрланса ҫунма пуҫларӗ.

От спички конец шнура вспыхнул фосфорическим огоньком.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Йывӑҫра квасцӑллӑ япаласем нумай пулни ӑна ҫунма памаҫҫӗ.

Значительное содержание квасцовых веществ в дереве мешали костру гореть.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Материк нӳрӗ мӗн иккенне пӗлмест; кунти йывӑҫсем ҫулсерен хуппине тӑкаҫҫӗ, ҫулҫине мар; кунта хӗвеле хӑяккӑн ӳсекен ҫӳлҫӑсем нимӗнле сулхӑн та памасҫӗ; кунта нумай йывӑҫсен ҫунма та пултараймаҫҫӗ; кунта темӗн пысӑкӑш чулсем ҫумӑрпа ирӗлсе ванаҫҫӗ; кунта вӑрмансем лутра, курӑксем темӗн ҫӳллӗш; кунта, халапри пек, тӑват ураллӑ чӗрчунсем те хурчӑка пек сӑмсаллӑ, ҫавӑнпа та натуралистсен вӗсен валли ятарласа клоачнӑйсен класне, е тепӗр майлӑ каласан, пӗччен ҫӳрекенсен класне шухӑшласа кӑлармалла пулнӑ.

Материк, не знающий, что такое сырость; где деревья ежегодно теряют свою кору, а не листья; где листья растут ребром к солнцу и не дают тени, где дерево часто несгораемо, где массивные камни растворяются, тают под дождём; где леса низкорослые, а трава достигает гигантской высоты; где, как в сказке, четвероногие имеют клюв, что заставило натуралистов придумать для них специальный класс клоачных, или однопроходных.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

«Ха, эпӗ вут тӗртмесӗрех ҫав ҫурт ҫунма тытӑннӑ иккен», — савӑнать ӑшӗнче Яхруҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Атте пирки ҫаплах ҫунма та кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Часах керосинка ҫунма тытӑнчӗ, примус чашлама пуҫларӗ.

Вскоре запыхтела керосинка и загудел примус.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Анчах тивсе кайсан питӗ хытӑ ҫунма пуҫларӗ, кӑмакана хирӗҫле кантӑк ҫинчи хулӑн пӑр та часах ирӗлсе пӗтрӗ.

Но зато когда разгорелись, то пламя запылало так жарко, что толстый лед на окне у противоположной стенки быстро растаял.

Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.

Кӑмрӑкӗсем, ҫунма тытӑнса, унӑн ҫамрӑк сӑнне хытах ҫутатаҫҫӗ.

Уголья, вспыхивая, ярко освещали его молодое лицо.

Ермолайпа мелник арӑмӗ // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 132–142 с.

Ун умӗнче эпӗ вутра ҫунаттӑм, анчах ҫав вут мӗнлескер иккенне пӗлме пултараймастӑм — мана ҫунма та ирӗлме кӑна ырӑччӗ.

Меня жгло как огнем в ее присутствии… но к чему мне было знать, что это был за огонь, на котором я горел и таял, — благо мне было сладко таять и гореть.

XIX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех