Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Тӑххӑрмӗш сыпӑк

Пай: Грант капитан ачисем –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Иван Митта

Ҫӑлкуҫ: Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫул: 1941; Хушнӑ: 2020.06.10 21:13

Пуплевӗш: 181; Сӑмах: 2276

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Виктори провинцийӗ

1864 ҫулхи декабрӗн 23-мӗшӗ ҫитрӗ. Декабрь ҫурҫӗр полушаринчи сивӗ, йӗпе тӑракан, кичемлӗ уйӑх, кунта ӑна июнь уйӑхӗ теме те пулать. Астрономи тӗлӗшӗнчен илсен, кӑнтӑр полушарӗнчи ҫулла икӗ кун маларах пуҫланнӑ: декабрӗн 21-мӗшӗнче хӗвел Козерога тропикне ҫитнӗ, ҫав самантран кунсем кӗскелме тытӑннӑ.

Ҫапла вара Гленарван экспедицин ҫулталӑкри чи шӑрӑх вӑхӑтпа калас пулать, тропикӑри хӗвел пайӑркисем айӗнчех ҫӳремелле.

Лӑпкӑ океанӑн ҫакӑнти ҫӗрӗсенчен Англи аллинче тӑраканнисене пӗр ҫӗре пӗрлештерсе Австралиази теҫҫӗ. Унта Ҫӗнӗ Голланди, Тасмани, Ҫӗнӗ Зеланди тата ытти нумай утравсем кӗреҫҫӗ. Администраци тӗлӗшӗнчен Австрали континенчӗ хӑй темиҫе колонине пайланса тӑрать. Вӑл колонисен пысӑккӑшӗсем те пӗр пек мар, ҫавӑн пекех пурӑнӑҫра йышӑнакан вырӑнӗсем те пӗр мая килмеҫҫҫӗ. Австралин хальхи карттисем ҫине, Петермане Прешел ӳкернисем ҫине пӑхсан, хуть те кам пулсан та, чи малтанах ҫав пайланусен чиккисем тӳрӗ линипе пынине сӑнаса илет. Пӗр провинцинчен тепӗрне уйӑрса тӑнине палӑртакан йӗрсене Англин географӗсем линейкӑпах туртса тухнӑ. Ӑна тунӑ чухне вара шыв системине, тӗрлӗ вырӑнсен тӗрлӗ рельефне, уйрӑмлӑхсене, рассӑсен уйрӑмлӑхӗсене пӗрне те пӑхса тӑман. Колонисем, паркет татӑкӗсем пек, пӗр-пӗрин ҫумне тӳрӗ кӗтессемпе ҫыпӑҫса тӑраҫҫӗ. Географӑн алли мар геометрӑн алли курӑнса тӑрать ҫав тӳрӗ кӗтессемпе линисем ҫинче. Материкӗн ҫыранӗсем анчах, мӗнпур бухтисемпе, заливӗсемпе, сӑмсахӗсемпе, тинӗселле тухса тӑракан ҫӗрӗсемпе, никамӑн мӑшкӑлне курмасӑр, ҫанталӑкран килекен ирӗклӗхсемпе капӑрланса тӑраҫҫӗ.

Ҫак шахмат хӑми ҫинчи питлӗхсем Паганеле пӗрмаях куҫҫуль юхтариччен култараҫҫӗ. «Францин аллинче пулнӑ пулсан, Австрали, — тет вӑл, — унӑн географӗсем линейкӑпа рейсфедера ҫавӑн пекех ытлашши шала кайма памӗччӗҫ».

Ҫапла вара Австрали ултӑ провинцине пайланса тӑрать. Вӗсенчен: Кӑнтӑрти Ҫӗнӗ Уэльс — столици Сидней; Квинсленд — столици Брисвэн; Виктори — столици Мельбурн; Кантӑрти Австрали — столици Аделаида; Хӗвеланӑҫ Австрали — столици Петр; юлашкинчен, Ҫурҫӗрти Австрали — ун столицине туман-ха. Колонисем ҫыран хӗррисемпе анчах сапаланса пӗтнӗ. Иксӗр миль шаларах кӗрсе ларнӑ ялсене, пысӑкраххисене е пӗчӗкреххисене, питӗ сайра тӗл пулма пулать. Материкӑн вӑтаҫӗр пайне, урӑхла каласан, Европӑн виҫӗ пайӗнчен икӗ пайӗпе танлашакан пайне, никам та ҫитсе тӗрӗслесе курман.

Ҫав темӗн анлӑш пушхирсем ҫине пырса кӗмешкӗн йывӑр, вӗсем ҫинче сахал мар ученӑйсем ҫухалнӑ. Юрать-ха, вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель вӗсен айӑккипе иртет. Ҫавӑнпа та пирӗн ҫулҫӳревҫӗсен умӗнче нумай ҫӑмӑлтарах задачӑсем тӑраҫҫӗ: вӗсен Кӑнтӑрти Австралин провинцийӗн хӗсӗк вырӑнӗпе, Виктори провинцине сарлакӑшпех, юлашкинчен, Кӑнтӑрти Ҫӗнӗ Уэльс провинцийӗн тӑсӑлса тухнӑ виҫкӗтеслӗхӗн тӑррипе каймалла пулать.

Бернуили сӑмсахӗсенчен Викторин чиккисене ҫитиччен мӗн пурӗ те утмӑл икӗ миль кӑна пулать. Унта ҫитме икӗ кунран ытла каймалла мар. Ҫавӑнпа та Айртон тепӗр каҫӗнче Виктори провинцийӗн чи хӗвеланӑҫӗнче ларакан Эппли хулинче ҫӗр каҫма шутларӗ.

Ҫул ҫине тухас чухне яланах юланутҫӑсен ҫӗкленнӗ кӑмӑл сисӗнет, лашасем те хӗрсех каяҫҫӗ. Малтанхипе килӗшме пулать, иккӗмӗшпе тытӑнса тӑма тивет: инҫе каяс текенӗн хӑйӗн лашине упрасарах тыткаламалла. Ҫавӑнпа та иртен пуҫласа каҫчен ҫирӗм пилӗк, вӑтӑр миль кайсан ҫитет тесе шутларӗҫ.

Кунсӑр пуҫне лашасен чупнин хӑвӑртлӑхне вӑкӑрсен уттипеле виҫсе пырас пулать. Вӑкӑрсем, чӑн-чӑн чӗрӗ механизм пек, мӗн чухлӗ вӑй илсе пыраҫҫӗ, ҫавӑнтан ытла нимӗн чухлӗ те мала каймаҫҫӗ. Фургон-экспедицин куҫса ҫӳрекен центрӗпе крепоҫӗ. Унта пассажирсем, ӗҫме-ҫиме хатӗрӗсем тата хӗҫпӑшал таврашӗсем пыраҫҫӗ. Юланутҫӑсем хӑйсен маттур лашисем ҫинче кӑмӑл тулнӑ таранах сиктерсе пыма пултараҫҫӗ, анчах епле пулсан та вӗсен фургонран аякка каймалла мар.

Экспедицин кашни ҫынни хӑйне кирлӗ таран ирӗкре тесе шутлать, мӗншӗн тесен мӗнле те пулсан поход йӗркисене пӑхӑнса пыма нуши те ҫук. Сунарҫӑсем ҫывӑхри хирсенче кайӑк шыраса пыраҫҫӗ, хыткӑмӑллӑрах ҫынсем фургон ӑшӗнчисемпе сӑмахлаҫҫӗ, философсем — философипе аташаҫҫӗ. Пӗр вӑхӑтрах сунарҫӑ, кавалер тата философ вырӑнӗнчи Паганель ҫурӑлас патнех ҫитет, анчах хӑй пур ҫӗрте те ӗлкӗрет.

Кӑнтӑрти Австралинчен каҫса пынӑ чухне ытлашши нимӗн тӗлӗнмелли те пулмарӗ. Лутра кӑна тусанлӑ сӑртсен ӗречӗсем, таҫтан-таҫтан сарӑлакан ҫара тӳремлӗхсем, кунтисен чӗлхипеле «буша» текенскерсем, юлашкинчен, питӗ сайра тӗл пулакан улӑхсем темиҫе миль тӑрӑшшӗнче пӗрин хыҫҫӑн тепри ылмашӑнса пыраҫҫӗ. Улӑхсенче лутра йывӑҫ тӗмисем ӳсеҫҫӗ, вӗсен йӗплӗ те тӑварлӑ ҫулҫисем сурӑхсемшӗн питӗ аван апат вырӑнӗнче шутланаҫҫӗ. Час-часах pig'faces кӗтӗвӗсем — Австралинче ҫеҫ пурӑнма пултаракан сысна сӑмсилле сурӑхсен кӗтӗвӗсем тӗл пулаҫҫӗ.

Кӑнтӑрти Австралине океанӑн ҫыран хӗррисемпе тин ҫеҫ ҫыхӑнтарнӑ телеграфӑн юписем ҫулӑн тӑрӑшшӗпех тӑсӑлса пыраҫҫӗ.

Аргентинӑн пампасӗсенчи пӗр евӗрлӗ тӳрем ҫӗрсенчен халлӗхе кунти ҫӗрсем сахал уйӑрӑлса тӑраҫҫӗ-ха. Тӑпри унти пекех курӑклӑ та тикӗс, горизонт унти пекех таҫта аякра уҫҫӑнах палӑрса тӑрать. Мак-Набс Австралине, икӗ шыв тумлакӗ евӗрлех Америке мая килет тет, анчах Паганель часах ҫӗрӗн пичӗ улшӑнать, тесе пурне те шантарать, вара эсир чӑн-чӑн тӗлӗнмелле япаласем куратпӑр тет. Ученӑя ӗненсе ҫул ҫӳревҫӗсем тӗлӗнтермелли япаласем пуласса ҫав тери кӗтсе пыраҫҫӗ.

Кӑнтӑрла иртсен виҫӗ сехет ҫитерехпе отряд пӗр сарлака тӳремлӗх урлӑ каҫрӗ, мӗнпур тӳремлӗх ҫийӗпе пӗр пӗчӗкҫӗ тӗм те курӑнмасть. Ку айлӑма «Москитсен варӗ» тенӗ. Чӑнах та ку вара ҫак вырӑна ҫыпӑҫуллӑ ят. Ҫав икҫунатлӑ москитсем хытӑ ҫыртнипе ҫулҫӳревҫӗсемпе вӗсен выльӑхӗсем питӗ асапланчӗҫ. Вӗсенчен ниҫта тарса хӑтӑлма та ҫук; сӑхнӑ вырӑнсем ыратнине ҫемҫетес тесе, ҫулҫӳревҫӗсем походри аптекӑран нашатырлӑ спирт илсе ӳчӗсене сӑтӑрса пычӗҫ.

Паганель хирӗлет, ҫав усал шӑнасене мӗнпур шуйттансен ячӗсене асӑнса ылханать; вӗсем унӑн вӑрӑм та тикӗс мар ӳтне-тирне нимӗне пӑхмасӑр тӑрӑнтарса илеҫҫӗ.

Каҫпаларах тӳрем ҫӗр сӑн-сӑпачӗ чӗрӗлчӗ; акацисем тӗл пула пуҫларӗҫ, темиҫе ушкӑн шурӑ камед йывӑҫҫисем тата Европӑран илсе килнӗ хӑш-пӗр йывӑҫсен: ҫу йывӑҫҫисем, лимонсем тата ем-ешӗл юманлӑхсем тӗл пулма пуҫларӗҫ. Тата пӑртак кайсан, ҫӳллӗ хӳмесем курӑнчӗҫ. Каҫпа сакӑр сехетре отряд Рэд Гум станцине ҫитсе кӗчӗ.

Станци тесе Австралинче ҫамрӑк выльӑхсене пӑхса ӳстерекен хуҫалӑха калаҫҫӗ. Пурне те паллӑ, Австралин мӗнпур пуянлӑхӗ выльӑх пулса тӑрать. Выльӑх ӗрчетекенсене кунта «скваттерам» — «кукленсе лараканнисем» теҫҫӗ, вӑл англилле глаголран fa sduaf кукленсе ларас тенинчен пулса тӑнӑ. Чӑнах та ӗнтӗ, вӗҫӗ-хӗррисӗр ирӗк ҫӗршывра сӗтӗрӗнсе ҫӳренӗ колонист, хуть те кам пулсан та, ывӑннӑ хыҫҫӑн ҫапла ларма пултарать.

Рэд Гум станцийӗ пӗчӗккӗ, ҫӗршыв хуҫалӑхӗнче те вӑл пысӑк вырӑн йышӑнса тӑмасть. Ҫапах та Гленарван отрядне унта калама ҫук савӑнӑҫлӑн тухса илчӗҫ. Ҫак пӗччен ларакан станцисенче ҫулҫӳревҫӗсене яланах тараватлӑ йышӑннӑ; ҫул ҫинчи ҫынна, вӑл хуть те кам пулсан та, колонист-австралиец чаплӑ хӑна вырӑнне кӗтсе илнӗ.

Тепӗр кунхине кӑшт ҫута килсенех Айртон вӑкӑрӗсене кӳлсе тӑратрӗ. Каҫчен вӑл Викторин чиккисене ҫитесшӗн. Халиччен вӗсем пӗрмай тикӗс ҫӗрсемпех пыратчӗҫ, анчах ҫав кунхине иртнӗ вырӑнсем ун пекех пулмарӗҫ. Сӑртсем тӗрлӗ хӑйӑрпа витӗнсе выртаҫҫӗ, вӗсемпе юнашар ҫӗр курпунланса тухнӑ. Аякран пӑхсан, ҫӗр ҫине темӗн сарлакӑш хӗрлӗ ялав ӳкнӗ пек курӑнаҫҫӗ, унӑн хутламӗсем ҫилпе хӑмпӑланса тухнӑ темелле. Темиҫе маллей, ҫакӑнти ҫурта пек яштака хырсем, улӑхри ҫыранӑн ҫийӗпе хӑйсен ешӗл тураттисене саркаласа янӑ, вӗсен ҫупӑрланӑвӗнче хутаҫлӑ каюрасен хаваслӑ кӗтӗвӗсем выляса ҫӳреҫҫӗ. Каярахпа лутра тӗмесемпе ҫамрӑк камед йывӑҫҫисем тӗл пулма пуҫларӗҫ, вӗсем темӗн анлӑш вырӑнсене хупӑрласа илнӗ. Юлашкинчен, уйрӑм-уйрӑм ешӗл вырӑнсем пӗр ҫӗре пӗрлешрӗҫ, тӗмӗсем вырӑнӗнче йывӑҫсем пуҫланчӗҫ, вара ҫулҫӳревҫӗсене Австралин пирвайхи вӑрманӗпе паллашма тӳр килчӗ.

Виктори провинцийӗн чиккисене ҫывхарнӑ май ҫӗр пичӗ ытларах та ытларах ылмашӑнать. Хальхинче ҫулҫӳревҫӗсем нихӑҫан та ҫын алли пырса тӗкӗнмен ҫӗрсемпе пыраҫҫӗ. Сӑртсем умӗнче те, вӑрмансем умӗнче те чарӑнса тӑмасӑр, геометрин пирвайхи аксиомине — икӗ пӑнчӑ хушшинчи ҫывӑххи тӳрӗ лини тенине хытӑ астуса тӑрса, вӗсем ниҫта пӑрӑнса кӗмесӗр тӳрӗ линипе пыраҫҫӗ. Ывӑнни те, ҫул йывӑр пулни те вӗсене тытса тӑма пултараймасть.

Хӑйсен утӑмне вӑкӑрсен лӳппер утӑмӗсемпе виҫсе, караван малалла шӑвать. Вӑкӑрсем хӑвӑрт кайма пултараймаҫҫӗ, анчах ун вырӑнне пӗр хускалса кайсан, нихӑҫан та чарӑнса тӑмаҫҫӗ.

Ҫапла майпа икӗ кун кайса утмӑл миль тусан, декабрӗн 23-мӗшӗнче, каҫпа караван Эппли хулине ҫитсе кӗчӗ. Ку хула, Виктори провинцийӗн пирвайхи хули, Виммере округӗнче шӑп кӑна ҫӗр хӗрӗх пӗр градуслӑ долготара вырнаҫнӑ.

Хулара питӗ илемлӗ ятлӑ «Отель короны» текен трактир пур. Фургона ҫав трактирӑн картишне кӗртсе лартрӗҫ.

Каҫхи апат тума ҫулҫӳревҫӗсем валли така ашне анчах кӑларчӗҫ, анчах ӑна темиҫе тӗрлӗ те хатӗрлесе пӗтернӗ. Меню ытлашши мар пулсан та, ҫулҫӳревҫӗсем ӗмӗрне курман пек ҫиеҫҫӗ, ҫининчен те ытларах пӗр-пӗринпе калаҫаҫҫӗ. Ҫулҫӳревҫӗсем пурте Австрали ҫӗрӗн уйрӑмлӑхӗсене ытларах пӗлесшӗн, ҫавӑнпа вӗсем географа ыйту ҫине ыйту параҫҫӗ.

Паганель хӑйне икшер хут ыйттарса тӑмасть. Ҫавӑнпа та Виктори провинцийӗ ҫинчен хӑй мӗн пӗлнине вӑл хаваслансах каласа кӑтартрӗ. Ҫак провинцине те «Телейлӗ Австрали» тенӗ-мӗн.

— Ӑна тӗрӗс мар каланӑ, — тесе хучӗ географ. — Ку провинцине «Пуян Австрали» тесен тӗрӗсрех пулать, мӗншӗн тесен ҫынсемпе мӗскер пулать, ҫӗршывсемпе те ҫавах пулса пырать: пуянлӑх вӗсене телей кӳмест. Австралин ылтӑнран пуян хӑйӑрӗсем усал та ылтӑнран пиҫнӗ ниме те хисепе хуман авантюристсен кӑмӑлӗсене астарнӑ. Ылтӑн районӗсем патне ҫитсен, кӑна эсир куратӑр акӑ.

— Виктори провинцине тахҫанах тунӑ-и? — тесе ыйтрӗ Элен.

— Ҫук, нумаях пулмасть, вӑтӑр ҫултан та ытла мар ӑна туни. Вӑл 1835 ҫулхи июнӗн 6-мӗшӗнче пуҫланнӑ, ытларикун…

— Каҫпа ҫичӗ сехетре те хӗрӗх пилӗк минут ҫурӑра, — тесе сиксе ӳкрӗ Мак-Набс, вӑл калакан датӑсене ӗненмен пек кӑтартса, Паганеле пӗр май вӑрҫтаракан майор.

— Ҫук, ҫичӗ сехет те вунӑ минутра, — терӗ хыттӑнах ученый.

— Лӑпах ҫак минутра Бэтман тата Фалькнер пӗр бухтӑн хӗрринче Порт-Филипп ялне туса хӑварнӑ. Халӗ унта темӗн пысӑкӑш хула Мельбурн ларать. Тепӗр вунпиллӗк ҫул хушши ҫав колони Кӑнтӑрти Ҫӗнӗ Уэльс провинцин пулнӑ, вара 1851 ҫул ҫитсен, ӑна уйӑрса Виктори провинцийӗ тесе ят панӑ.

— Ҫавӑнтан пуҫласа вӑл аталанма пуҫланӑ-ши? — тесе ыйтрӗ Гленарван.

— Хаклӑ ҫыннӑм, ун ҫинчен эсир хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр, — терӗ Паганель. — Эпӗ халех сире вӑл ыйту ҫинчен статистика юлашкинчен кӑтартса панисене илсе паратӑп, вара хуть те мӗн супӗлтеттӗр унта Мак-Набс, — эпӗ ку цифрсенчен те авантарах кӑтартса панисенчен урӑх нимӗн те пӗлместӗп.

— Айта, яра пар, Паганель, — терӗ ӑна хавхалантарас шутпа майор.

— Итлӗр. 1836 ҫулта Порт-Филипп колонинче пурӑнакансем икҫӗр хӗрӗх тӑватӑ ҫын пулнӑ. Паян Виктори провинцинче пилӗкҫӗр аллӑ пин ҫын шутланать. Ҫичӗ миллион тӑваткал фут йышӑнакан виноградниксем кашни ҫул ҫӗр те ҫирӗм пӗр пин галлон эрех параҫҫӗ. Ултҫӗр ҫитмӗл пилӗк пин те икҫӗр ҫирӗм икӗ пуҫ мӑйракаллӑ выльӑхсемпе пӗрле провинцин куҫпа виҫсе илмелле мар ҫаранӗсем ҫинче ҫӗрте виҫӗ пин лаша ҫӳрет.

— Кунта ҫавӑн пекех сыснасем ӗрчетесси те вӑйлӑ пырать тенине илтнӗччӗ эпӗ, — терӗ майор.

— Ҫапла, майор, пӗлессӳ килсен, кунта ҫитмӗл тӑхӑр пин те ултҫӗр ҫирӗм пилӗк пуҫ сысна шутланать.

— А такасем мӗн чухлӗ, Паганель?

— Ҫичӗ миллион та ҫӗр вунпилӗк пин те тӑхӑрҫӗр хӗрӗх виҫҫӗ, хаклӑ Мак-Набс.

— Вӗсенчен пӗри ҫакӑ-и. Паганель, эпир халь ҫиекенни-и?

— Ҫук. Ку такана шутлама юрамасть, мӗншӗн тесен эпир унӑн виҫӗ пайне ҫирӗмӗр те ӗнтӗ.

— Маттур, Паганель! — тесе аллине ҫупрӗ Элен, Паганель лайӑх ҫавӑрттарса хунинчен кулса. — Тӳрех калас пулать, эсир географине питӗ нумай пӗлеттӗр. Ҫавӑнпа Мак-Набс темӗн тусан та сире такӑнтараймӗ.

— Ну, пурне те пӗлесси — вӑл ман професси, хаклӑ миссис Элен. Ҫавӑнпа та сирӗн мана ӗненмелле, эпӗ тӳрех калатӑп, ҫак ҫӗршыв пире сахал мар кучченеҫсем хатӗрлесе тӑрать.

— Ҫапах та халиччен… — тесе пуҫларӗ майор, малалла татах калаҫтарас тесе, географа вӑрҫтарма пӑрахмасӑр.

— Чимӗр-ха ӗнтӗ, чӑтма пултарайман этем! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ Паганель. — Ку ҫӗр ҫинче иккӗмӗш кун кӑна пурӑнатпӑр, ҫапах пур ҫӗрте те пулса ӗлкӗресшӗн. Ӗненӗр мана, — эпӗ хам сӑмахсемшӗн ответлӑ пулса калатӑп, — пӗтӗм ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче кун пек ытармалли ҫӗршыв ниҫта та ҫук. Вӑл пуҫланса кайни, вӑл кӑларса тӑракан таварсем, климат, — ҫаксем пурте тӗлӗнтернӗ, халь те тӗлӗнтереҫҫӗ, пӗтӗм тӗнчери ученӑйсене малашне татах та тӗлӗнтерӗҫ. Хӑвӑрах шутласа илӗр тусӑмсем, материк вӑл тинӗс тӗпӗнчен ҫӗкленнӗ, хӗррисемпе ҫӳллӗ вырӑнсем тӑсӑлса пырса ӑна темӗн пысӑкӑш ункӑпала ҫавӑрнӑ. Хӗррисемпе, ҫакна астӑвӑр, варринче мар! Материк, тен унӑн варринче ҫурри типнӗ тинӗс пулнӑ пуль. Материк, унӑн юханшывӗсем кунран-кун ытларах та ытларах типсе пыраҫҫӗ. Материк нӳрӗ мӗн иккенне пӗлмест; кунти йывӑҫсем ҫулсерен хуппине тӑкаҫҫӗ, ҫулҫине мар; кунта хӗвеле хӑяккӑн ӳсекен ҫӳлҫӑсем нимӗнле сулхӑн та памасҫӗ; кунта нумай йывӑҫсен ҫунма та пултараймаҫҫӗ; кунта темӗн пысӑкӑш чулсем ҫумӑрпа ирӗлсе ванаҫҫӗ; кунта вӑрмансем лутра, курӑксем темӗн ҫӳллӗш; кунта, халапри пек, тӑват ураллӑ чӗрчунсем те хурчӑка пек сӑмсаллӑ, ҫавӑнпа та натуралистсен вӗсен валли ятарласа клоачнӑйсен класне, е тепӗр майлӑ каласан, пӗччен ҫӳрекенсен класне шухӑшласа кӑлармалла пулнӑ. Кунта кенгурусен малтипе кайри урисем тан мар, кунта сурӑхсем сысна пек сӑмсаллӑ; кунта тилӗсем пӗр йывӑҫ ҫинчен тепӗр йывӑҫ ҫине сиксе ҫӳреҫҫӗ; кунта акӑшсем хура; кунта йӗкехӳресем йӑва ҫавӑраҫҫӗ. Кунти кайӑксен тӗкӗсем мӗнле те, сассисем епле тата: пӗр кайӑкӗ почта ямшӑкӗн пушши пек шартлатать, тепри стена ҫинчи сехет пек ҫекундсене ҫапса таклаттарать, виҫҫӗмӗш хӗвел тухнӑ вӑхӑтра ирсерен ахӑлтатса кулать, тӑваттӑмӗш хӗвел аннӑ вӑхӑтра каҫсерен ӗсӗклесе йӗрет. О, ку чӑнах та юратмалла ҫӗршыв, кунта пурте урӑхла ҫуралнӑ, кунта ҫӗршыв хӑйне хирӗҫ хӑех тавлашнӑ пек туйӑнать. Ахаль мар ученый Гримар хӑйӗн «Ӳсентӑрансем ҫинчен калакан чаплӑ кӗнекинче ун ҫинчен ҫапла каланӑ: «Австрали, — тенӗ вӑл, — пӗтӗм ҫӗр ҫинчи законсене улӑштарса мӑшкӑлакан ҫӗршыв, вӑл ҫӗршыв — ытти пӗтӗм тӗнчене тавлашӑва чӗнет!..»

Паганель ҫаксене пӗр тормозсӑр пыракан курьерски поезд пекех хӑвӑрт каласа пачӗ. Географилле обществӑн маттур калаҫакан секретаре чарӑна пӗлмесӗр калаҫать. Вӑл пуплев хыҫҫӑн тепӗр пуплев каласа парать, вилка тытнӑ аллисемпе ниҫта кайса кӗреймесӗр хӑлаҫланать, ҫавӑнпа та унпа юнашар ларакансен, куҫсӑр юлас мар тесе, пӑртак куҫса ларма тӗл килчӗ. Анчах кайран-кайран унӑн сасси «маттур» тесе хавхаланса кӑшкӑрнисемпе хупланчӗ те унӑн ирӗксӗрех чарӑнмалла пулчӗ.

Австрали ҫӗрӗн уйрӑмлӑхӗсем ҫинчен ҫакӑн чул каласа кӑтартнӑ хыҫҫӑн Паганельрен урӑх ним ыйтмалли те юлмарӗ темелле. Ҫапах та майор чӑтса тӑраймарӗ, хӑйӗн канлӗ кӑна сассипе ҫак ыйтӑва пачӗ:

— Пӗтрӗ-и, Паганель? Урӑх нимӗн те хушмастӑр-и?

— Ҫук пӗтмен-ха! — терӗ ученый, тепӗр хут хӗрсе кайса.

— Епле? — тесе тӗлӗнсе кайрӗ Элен. — Австралин тӗлӗнтермелли япалисем татах та нумай-и вара?

— Ҫук. Тата климат пур, унӑн тӗлӗнтермӗшӗсем эпӗ сире каласа панисенчен нумай иртсе каяҫҫӗ.

— Пулма пултараймасть, — тесе кӑшкӑрчӗҫ Паганеле пур енчен те.

— Австрали сывлӑшӗ гигиена тӗлӗшӗпе мӗнле вырӑн йышӑнса тӑни ҫинчен калаҫмастӑп эпӗ. Кунти сывлӑшра кислород нумай, азот сахал. Анчах кунта нӳрлӗ ҫилсем пулаҫҫӗ, мӗншӗн тесен муссонсем ҫыран тӑрӑхӗпе вӗреҫҫӗ, ҫавӑнпа та кунта тӗнчен ытти пайӗсенчи ҫынсене хӗн кӑтартакан нумай чирсем, тифран пуҫласа чеччене ҫитичченех, кунта пӗри те паллӑ мар.

— Охо, ку ӗнтӗ паллах, хӑйне кура пӗр пысӑк уйрӑмлӑх ку, — терӗ Гленарван.

— Ҫапла пулмасӑр, — терӗ Паганель. — Анчах вӑл мар-ха. Кунти ҫанталӑкӑн… пӗр… ӗнтӗ ӗненме те йывӑр ӑна.

— Мӗн вӑл? — тесе ыйтрӗ Джон Мангельс.

— Эсир мана тем тесен те ӗненместӗр.

— Ӗненетпӗр, ӗненетпӗр! — кӑшкӑрса ячӗҫ пурте, интересленсе кайса.

— Акӑ мӗн. Кунти ҫанталӑк… — тесе ученый чарӑнчӗ.

— Мӗскер!

— Кунти ҫанталӑкӑн… ҫын кӑмӑлне улӑштарас йӑли пур.

— Кӑмӑла улӑштарас йӑла?..

— Ҫапла, — терӗ ученый. — Кунти сывлӑшра тимӗр таврашӗ тутӑхмасть, ҫавӑн пекех ҫын кӑмӑлӗ те улшӑнмасть. Кунти таса та типӗ сывлӑш кӗпе-йӗме ҫеҫ мар, чуна та пит хӑвӑрт тасатать. Ахальрен мар Англи кӑмӑл тӗлӗшӗнчен пӑсӑлнӑ ҫынсене ҫакӑнта килсе ярать. Кунти ҫанталӑкӑн ҫавӑн пек уйрӑмлӑхне акӑлчансем асӑрханӑ.

— Эсир пиртен кулатӑр, Паганель? — терӗ майор.

— Нимӗн чухлӗ те. Кунти ҫанталӑк йӑлисем чӗрчунсем ҫине те, ҫавӑн пекех ҫынсем ҫине те, пӗр пек вӑйпах пырса тивеҫҫӗ. Эсир ҫакна астӑвӑр, кунти лашасем мӗнчул йӑваш та ҫынна епле итлеҫҫӗ.

— Пулма пултараймасть.

— Хӑвӑрах куратӑр ак. Усал ӗҫ тӑвакансем, каторкӑна ямалла тунисем, кунта темиҫе ҫул хушшинче ҫӗнӗрен ҫуралса тухаҫҫӗ, тӳрӗ ҫынсем пулса тӑраҫҫӗ. Филантропсем ӑна пурте пӗлеҫҫӗ. Австралинче темӗнле кӑмӑл та лайӑхланать.

— Апла сирӗн ырӑ кӑмӑл, Паганель, — тесе пуҫларӗ Элен, — кунти пурне те тума пултаракан ҫӗр ҫинче…

— Пирӗшти кӑмӑлӗ пек пулать, сударыня, — терӗ ученый, — пирӗшти кӑмӑлӗ пек ҫемҫе кӑмӑл пулать.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех