Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫиҫрӗ (тĕпĕ: ҫиҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шултра ҫумӑр та ӳккелеме пуҫларӗ, Елена ҫакна та асӑрхамарӗ; анчах ҫумӑр вӑйланнӑҫемӗн вӑйланса пычӗ, ҫиҫӗм ялтӑртатса ҫиҫрӗ, аслати кӗмсӗртетрӗ.

Крупный дождик закапал, она и его не замечала; но он пошел всё чаще, всё сильнее, сверкнула молния, гром ударил.

XVIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Амӑшне курса йӑл ҫиҫрӗ ҫамрӑкскер, анчах тем пулчӗ ӑна, тӑп чарӑнчӗ, пичӗ те тӗксӗмленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив

«Эх!.. Лайӑх та!..» — хӑй ӑшӗнче шухӑшларӗ Света, ӳт-пӳне темле ҫӑмӑллӑх кӗнине туйса илчӗ, ним пулмасӑрах йӑл ҫиҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив

Хулӑн тутали патне утмӑлсенчи арҫын пырсан хӗрарӑм хӗвел пекех ҫиҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

«Пырас-и вӗсем патне?.. Ҫук, тем парсан та пымастӑп!» — ҫиҫрӗ шухӑш ман пуҫра.

«Подойти к ним?.. Ни за что!» — сверкнуло у меня в голове.

VI // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.

Вӑл тата темӗн каласшӑнччӗ, анчах ҫак самантра ҫӑра пӗлӗте тӗрлесе икӗ енчен те ҫиҫӗм ялтӑртатса ҫиҫрӗ.

 — Она хотела еще что-то сказать, но в это мгновение по набухшей черноте неба с двух сторон сразу расчеркнулись молнии.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Йӑлтӑр-ялтӑр ҫиҫрӗ ҫиҫӗм.

Ярко блеснула молния.

Ылтӑн пан улми // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 84–97 с.

Кӳлленчӗк ӑна курсан йӑлтӑр-р ҫиҫрӗ тӗкӗр пек.

Лужа поймала его лучи и засверкала, словно зеркало.

Мӑнкун // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 19–22 с.

Ҫиҫӗм ялкӑшса ҫиҫрӗ.

Блеснула молния.

XI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Сарлака картишне, йӗпе вӗрлӗке, садри йывӑҫсен йӑлтӑркка ҫулҫисене ялкӑштарса, ҫиҫӗм ялтлатса ҫиҫрӗ.

Вспышка молнии озарила широкий двор, мокрое прясло, глянцево блестящую листву деревьев в саду.

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тӳпере тул ҫути ӳкичченех тип ҫиҫӗм ялтлатса ҫиҫрӗ, чие пахчинче мӗн шурӑ шуҫӑмччен шӑпчӑксем авӑтрӗҫ.

До рассвета полыхали на небе зарницы, до белой зорьки гремели в вишневом саду соловьи.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кӑнтӑр ҫутинче, шуррӑн курӑнса, ҫиҫӗм ялтлатса ҫиҫрӗ.

Жиганула белая при дневном свете молния.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унӑн куҫӗсенче йӑмӑх хӗрлӗ ҫиҫӗм ялтлатса ҫиҫрӗ, ҫӗр тайӑлса кайрӗ, унтан тата Донӑн сулахай ҫыранӗнчи хӑйӑр ярӑмӗсене хуплакан ем-ешӗл вӑрман та темле пӗшкӗннӗ пекрех хутланса илчӗ.

В глазах его багряные сверкнули зарницы, качнулась земля и словно бы наклонился зеленый лес, опушиной покрывавший противоположное песчаное левобережье.

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хура тӑпра тӗслӗ мӑкӑрӑлчӑк ҫумӑр пӗлӗчӗсене чалӑш-чӗлӗшшӗн ҫуркаласа, ҫиҫӗм ҫиҫрӗ.

Молния наискось распахала взбугренную черноземно-черную тучу.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Таҫта лере, Дон леш енче, аякри сӑрт-тусен шӗвӗр тӳписем хыҫӗнче, ҫутӑ кӑвак ҫиҫӗм йӑлтӑртатса ҫиҫрӗ.

Где-то за Доном, за дальними гребнями бугров, лазоревая крошилась молния.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫав кун, майӑн 16-мӗшӗнче, иртен пуҫласа каҫченех вӑйлӑ тӑвӑл кӗрлерӗ, пӗр вӗҫӗмсӗр аслати кӗмсӗртетсе тӑчӗ, ҫиҫӗм ҫиҫрӗ, аҫа ҫапрӗ.

Весь этот день, 16 мая, с утра и до вечера гремел гром, сверкали молнии, гроза не умолкала ни на миг.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Анчах пӗрмаях вӑйлӑ аслати кӗмсӗртеттерсе тӑчӗ, ҫиҫӗм ҫиҫрӗ.

Но все время гремел страшный гром и сверкала молния.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Тӳпери тӗттӗмлӗх ҫӑварне уҫрӗ те шурӑ вутпа сывларӗ; ҫавӑнтах аслати тепӗр хут шатӑртатрӗ; вӑл шӑпланчӗ кӑна, чӑтма ҫук хыттӑн ялтӑртаттарса ҫиҫӗм ҫиҫрӗ, ҫавна май Егорушка чӑпта ҫурӑкӗ витӗр пӗтӗм аслӑ ҫула мӗн вӗҫне ҫити, пӗтӗм лавҫӑсене, Кирюхӑн жилетне те курса юлма ӗлкӗрчӗ.

Чернота на небе раскрыла рот и дыхнула белым огнем; тотчас же опять загремел гром; едва он умолк, как молния блеснула так широко, что Егорушка сквозь щели рогожи увидел вдруг всю большую дорогу до самой дали, всех подводчиков и даже Кирюхину жилетку.

VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Егорушка ун ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ; ҫав вӑхӑтра ҫиҫӗм ҫиҫрӗ.

Егорушка с удивлением посмотрел на него; в это время сверкнула молния.

VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Ҫак самантра пӗлӗте ҫурса, ҫиҫӗм ҫиҫрӗ, пуҫ тӑрринчен аслати шатӑртатрӗ, Манефа карчӑк хӑраса ӳкнипе питне тутӑрпа хупларӗ.

В этот миг молния, похожая на огненный крест, разорвала небо, и над головой так загремело, что бабка Манефа в ужасе закрылась платком.

36-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех