Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапнине (тĕпĕ: ҫап) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нимӗн тума аптранӑ Кандов чан ҫапнине итлесе тӑчӗ.

Кандов слушал колокольный звон, точно в забытьи.

XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мӗншӗн чан ҫапнине, тӳррипе каласан, пӗлесси те килмерӗ унӑн.

Впрочем, он, в сущности, и не хотел узнать, в чем дело.

XIX. Ирхи курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

«Параппан ҫапнине илтсенех чӗрем ҫӗкленет. Тӑрсамӑр тӗрӗксемпе ҫапӑҫма!» тесе е ҫавӑн йышши ытти юрӑсене юрлаҫҫӗ.

«Как грянут барабаны, так взыграет мое сердце. Вставайте с турками драться!» Ну и прочие безумные песни.

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Юлашки кунсенче эпӗ хӑш чухне унӑн хуть те мӗнле вӑрттӑнлӑха та пытарма пултаракан питне салху сӑн ҫапнине асӑрхама пуҫларӑм.

Я в последние дни замечала иногда грусть на его лице, этом лице, которое довольно умеет не выдавать тайн.

II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

 — Епле ҫӑмӑлланчӗ! — чир йӑлтах иртрӗ, — Верочка тӑчӗ, утать, чупать, каллех уйра, каллех вылять, каллех сикет вӑл: «шалкӑм ҫапнине епле чӑтса ирттертӗм-ха эпӗ? — ку вӑл эпӗ шалкӑм чирӗпех ҫуралнӑран, мӗнле ҫӳренине, мӗнле чупнине пӗлменрен ӗнтӗ; пӗлнӗ пулсассӑн, чӑтса ирттерес ҫукчӗ», — чупать те вылять вӑл.

— А как стало легко! — вся болезнь прошла, — и Верочка встала, идет, бежит, и опять на поле, и опять резвится, бегает, и опять думает: «Как же это я могла переносить паралич? — это потому, что я родилась в параличе, не знала, как ходят и бегают; а если б знала, не перенесла бы», — и бегает, резвится.

XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ирхи апат-ҫимӗҫ пӗҫернӗ хыҫҫӑн хутор ҫинче ҫаплах кизекӗн йӳҫӗкрех тӗтӗмӗ ҫакӑнса тӑрать, вӑшӑл-вӑшӑл вӗрекен ҫил ҫул ҫинчи чечеке ларнӑ мӑянӑн тутлӑ шӑршине хумхатать, выльӑх картисем тӗлӗпе иртсе пыракан мучи хӑй ачаранпах пӗлекен ӗне тислӗкӗпе сӗт шӑрши ҫапнине туять.

Над хутором после утренней стряпни все еще стлался горьковатый кизячный дымок, легкий ветер шевелил над дорогой пресный запах цветущей лебеды, а от скотиньих базов, мимо которых проезжал дед Щукарь, тянуло знакомым с детства запахом коровьего навоза и парного молока.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Авӑн ҫапма тытӑнатӑн, тырри лайӑх пекех курӑнатчӗ, ҫапнине виҫсе пӑхатӑн та — теҫеттинран хӗрӗх пӑт е унтан та сахалтарах тухатчӗ.

Зачнешь молотить, хлеб будто и добрый, но взважишь умолот — с десятины и выйдет сорок пудов либо ишо меньше.

38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нагульнов, пухӑва пуринчен кайран пынӑскер, ура ҫине тӑчӗ, куҫҫулӗпе йӗпрекен, юнпа пӑвӑннӑ куҫӗсемпе Давыдов ҫине шӑтарас пек пӑхса, калаҫма тытӑнчӗ, ҫав хушӑрах Давыдов Макартан шурӑ эрех шӑрши ытла та хытӑ ҫапнине туйса илчӗ.

Нагульнов, пришедший на собрание последним, встал, в упор глядя на Давыдова слезящимися, налитыми кровью глазами, заговорил, и Давыдов почувствовал, как от Макара резко нанесло запахом водочного перегара.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫак йӗкӗт вӗсем патне пырса тӑрсанах унран сасартӑк вӑйлӑн та тутлӑн хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗн шӑрши мӗншӗн ҫапнине Давыдов каччӑ ҫапла каласан тин ӑнланса илчӗ: йӗкӗтӗн ҫуланса пӗтнӗ сӑран курткине ҫав сирсе сирӗлми тутлӑ шӑршӑ витӗрех витсе илнӗ-мӗн.

И только тут Давыдов понял, почему, когда подошел к ним парень, вдруг пахуче и сладко дохнуло от него подсолнечным маслом: его промасленная кожаная куртка была насквозь пропитана этим невыветривающимся вкусным запахом.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл вӗҫерӗнме хӑтланса тапаланакан хӗрарӑмӑн вӑйлӑ ӳт-пӗвӗнчен ӑшӑ ҫапнине, унӑн, алла лекнӗ кайӑкӑнни евӗр чӗри сиксе тухасла хӑвӑрт-хӑвӑрт тапнине туять.

Его локти скользят по зыбким, податливо мягким грудям женщины, под ним упруго вгибается ее грудная клетка, он ощущает тепло ее сильного, бьющегося в попытках освободиться тела, стремительный, как у пойманной птицы, стук сердца.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах ачасем айккинелле пӑрӑнчӗҫ, мӑн ҫынсен хыҫне пытанчӗҫ, старик вара хӑй ӑҫталла ҫапнине те пӗлмерӗ.

Но мальчишки увиливали в стороны, прятались за спины взрослых, и удары сыпались куда попало.

26-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫырупа пӗрлех тепӗр хут татӑкӗ ҫине тырпул мӗн чухлӗ пуҫтарса кӗнине, мӗн чухлӗ ҫапнине, магазейсене мӗн чухлӗ хывнине, мӗн чухлӗ сутма уйӑрса хунине тата хуҫалӑхри ытти вак-тӗвек ӗҫсене пӗтӗмпех ҫырса пӗлтернӗ.

При письме приложена была записка, сколько четвертей хлеба снято, умолочено, сколько ссыпано в магазины, сколько назначено в продажу и тому подобные хозяйственные подробности.

XVIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эпир вӗренепе танлашрӑмӑр, эпӗ, пӑлханнипе шурса кайнӑскер, калаҫма пуҫлас тесе, сывлӑш ҫавӑрсах янӑччӗ ӗнтӗ, анчах ман хӑюлӑх, чӗре турткалашуллӑн, чирлӗн тапнине тата ҫӑвара сивӗ ҫапнине пула, кӗтмен ҫӗртенех чакса, арканса кайрӗ.

Мы равнялись с кленом, и я, бледнея от волнения, уже переводил дыхание, чтобы начать говорить, но внезапно моя смелость ослабевала, разрешаясь нервным, болезненным биением сердца и холодом во рту.

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Сунарҫӑ хавалӗ ҫавӑрса илнӗрен, эпӗ, йӑвӑ вӗтлӗх хушшипе, туратсене ватса та вӗсем хама вирлӗн ҫапнине пӑхмасӑр, пӑшала умра тытса, чупма пикентӗм.

Охваченный охотничьим волнением, я побежал, держа ружье наперевес, сквозь густой кустарник, ломая ветви и не обращая внимания на их жестокие удары.

III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Аттесӗр ачалӑх тивлечӗ Синкер хумӗпе ҫапнине Сисетчӗ ҫав чунӑм, пӗлетчӗ Ун пӑр пек шӑнтан сиввине.

Куҫарса пулӑш

Виличчен ма ыйтса юлмарӑн? // Римма Прокопьева. Хыпар, 2014.12.27

Тӗрӗссипе каласан, ача мӗскӗн патшана кӑшт хӗрхенсе те илнӗ, тата, ӑна пуҫӗнчен бамбук туяпа ҫапнине аса илсен, вӑл ӑна пушшех хӗрхеннӗ.

Признаться, мальчику в глубине души даже стало немножко жаль бедного царя, особенно когда Петя вспомнил, что царя стукнули по голове бамбуковой палкой.

XXXIII. Ушкисем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Анчах ача миҫе ҫапнине шутласа ӗлкӗреймерӗ.

Но мальчик не успел сосчитать сколько.

XX. Ирхине // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫак чухӑн хресчен йӗтемӗнче ӗҫлени Петяшӑн, вӑл пуян помещик экономинче нумайӑн та шавлӑн кӗрлесе авӑн ҫапнине курса хӑнӑхнӑ хыҫҫӑн, урӑхларах туйӑннӑ.

Эта бедная кропотливая молотьба была совсем не похожа на шумную, богатую, многолюдную молотьбу, к которой привык Петя в экономии.

IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

«Св. Мария» тухса кайиччен виҫӗ кун маларах фортрюмра, ун боргаучӗн икӗ енӗпе чылай аяларах шхунӑна тултан питӗлесе ҫапнине ҫитичченех унӑн шалти стенисене шпангоучӗ-мӗнӗпе каскаласа та шултӑркатса шӑтарнисене тупнӑ пулнӑ, унта пилапа пуртӑ йӗрӗсем те палӑрсах тӑнӑ, ишсе пынӑ чух ҫав шӑтӑксенчен питӗ хӑрамалла пулнӑ».

За три дня до выхода «Св. Марии» в фор-трюме, в обеих сторонах его баргоута, под второй палубой, значительно ниже ватерлинии, обнаружены опасные для плавания вырезы борта вместе со шпангоутами, вплоть до наружной обшивки, со следами топора и пилы.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак кӗрнеклӗ те ҫирӗп ҫынна суран пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна киле-киле ҫапнине пӑхса тӑма ҫав тери йывӑр!

Страшно было видеть, как боль швыряла это большое, сильное тело!

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех