Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫамрӑксемшӗн (тĕпĕ: ҫамрӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хальхи самантра, коммунизмла пурӑнма вӗреннӗ вӑхӑтра, пурнӑҫа ӗмӗтпе килӗштерсе пырасси ҫамрӑксемшӗн ҫеҫ мар, ар пулнӑ ҫынсемшӗн те питӗ кирлӗ ыйту.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Аслӑ ҫултисем, тен, ӑнлансах каймаҫҫӗ-тӗр кунта мӗн ҫырнине, ҫапах та ҫамрӑксемшӗн ку ансат ыйту.

Люди старшего возраста, пожалуй, не поймут, что здесь написано, однако для молодежи это легкий легкий вопрос.

Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12

Пултаруллӑ та маттур чӑваш хастарӗсем паянхи ҫамрӑксемшӗн тӗслӗх пулма тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи, ҫамрӑклӑх, малашлӑх... // Ольга Иванова. «Тантӑш», 2014,09,10

Уйрӑмах ҫакӑ ҫамрӑксемшӗн хӑрушӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫа кӗскетет // Л.ЯРЫШЕВА. «Каҫал Ен», 09.06.17

Ҫамрӑксемшӗн ырӑ тӗслӗх вӑл, — терӗҫ хуҫалӑх ертӳҫисем.

Это хороший пример для молодых, - сказали руководители хозяйства.

Ҫамрӑк, пултаруллӑ // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09

Ҫак ятпа вӗсене эпир те саламлатпӑр, ҫамрӑксемшӗн тӗслӗх пулса тата нумай-нумай ҫул пурӑнма ҫирӗп сывлӑх, тату пурнӑҫ сунатпӑр.

С этим и мы поздравляем, желаем крепкого здоровья на долгие года, мирной жизни, чтобы быть эталоном для молодых.

Мӑшӑр кӑвакарчӑн тейӗн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

– Чӑваш Енре ҫамрӑксемшӗн нумай ырӑ ӗҫ пурнӑҫланать, сӑмахран ҫӗнӗ спорт центрӗсем хута каяҫҫӗ, шкулсенчи спортзалсене юсаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑклӑхран хакли ҫук // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Анастасия Владимирова ҫамрӑксемшӗн ырӑ тӗслӗх пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Автанран та иртерех тӑрать // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Ҫамрӑксемшӗн паян хӗрӳ тапхӑр — Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Вӗсем ачасемпе ҫамрӑксемшӗн активлӑ кану тата спорт центрӗсем пулса тӑмалла.

Они должны стать центрами активного отдыха и занятий спортом для детей и молодежи.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Ҫав вӑхӑтри - аслӑ ӳсӗмри ҫынсемшӗн, ҫамрӑксемшӗн те кӑсӑклӑ пулчӗ ҫакӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ, ҫамрӑксемшӗн кӑсӑклӑ мар.

Куҫарса пулӑш

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

Апла пулсассӑн районта хоккей вӑййи ҫулран-ҫул аталанса пытӑр, аслисем ҫамрӑксемшӗн тӗслӗх вырӑнӗнче пулччӑр.

Таким образом, в районе хоккейная игра пусть развивается от года в год, взрослые будут примером для молодежи.

Хӑравҫӑ хоккейла вылямасть… // Н.Архипова. «Каҫал Ен», 2016.04.22

31. Ҫапла вилнӗ вӑл, хӑйӗн вилӗмӗпе ҫамрӑксемшӗн анчах мар, нумай-нумай ҫыншӑн хӑюлӑх тӗслӗхӗ тата ырӑ ӗҫ палӑкӗ пулса юлнӑ.

31. И так скончался он, оставив в смерти своей не только юношам, но и весьма многим из народа образец доблести и памятник добродетели.

2 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫамрӑксемшӗн хушма укҫа ӗҫлесе илмелли май пулӗ, - терӗ Михаил Васильевич.

Для молодежи будет способ дополнительного заработка, — сказал Михаил Васильевич.

Студотрядсен юхӑмӗ ҫӗнӗрен йӑл илет // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех