Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ

Автор: Светлана АРХИПОВА

Ҫӑлкуҫ: «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Хушнӑ: 2016.05.14 09:36

Пуплевӗш: 35; Сӑмах: 671

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Истори

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче вут-хӗм юлашки хут ялкӑшнӑранпа, Мускав ҫийӗн Ҫӗнтерӳ салючӗ ҫиҫсе ҫӗкленнӗренпе 71 ҫул ҫитрӗ. Вӑхӑт иртнипе те кивелмен уяв кашни ҫыншӑн ҫывӑх. Пирӗн чун-чӗрере мӑнаҫлӑхпа патриотизм туйӑмӗсене вӑратакан, кашни ҫул чаплӑран та чаплӑн уявлакан черетлӗ Ҫӗнтерӳ кунне районта пурӑнакансем савӑнса тата хумханса кӗтсе илчӗҫ.

...Нихӑҫан та манӑҫми ҫуркуннехи кун, 1945 ҫулхи майӑн 9-мӗшӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернине ял тӑрӑхӗсенче майӑн 8-мӗшӗнче анлӑн паллӑ турӗҫ.

Каҫхине, хӑнӑхнӑ йӑлапа, район центрӗнче ҫамрӑксем факел йӑтса утрӗҫ. Ҫапӑҫу хирӗнче пуҫ хунисене асӑнса, вӑрҫӑран сывӑ таврӑннисене чысласа ирттерекен ҫак мероприятие Елчӗкри шкулта вӗренекенсем, вӗрентекенсем ертсе пынипе, темиҫе ҫултанпа хавхаланса тата пысӑк хастарлӑхпа хутшӑнаҫҫӗ.

Стадионта спорт ӑмӑртӑвӗсем те иртрӗҫ. Ҫамрӑксем факел йӑтса утнин уявне Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Юрий Попов, Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов, ҫавӑн пекех район пуҫлӑхӗ Петр Скворцов тата район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин хутшӑнчӗҫ. Вӗсем ҫак мероприятие килнисене пысӑк уявпа саламларӗҫ.

...Майӑн 9-мӗшӗнче Тӗп лапамра ирхине-ирех Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалланӑ юрӑсем янӑрарӗҫ. Вӑрҫӑра вилнисене асӑнса лартнӑ палӑксен умӗнче шкул ачисем хисеплӗ хурала тӑнӑ. Савӑнӑҫлӑ митинг ирттерекен вырӑна тӗрлӗрен лозунг-плакатсемпе, ялавсемпе тата чечексемпе капӑрлатнӑ. Сӑмах май, Елчӗксем уявсене илемлӗ транспорантсемпе тухнине те республика шайӗнчи хӑнасем палӑртса каланине темиҫе хутчен илтме тӳр килнӗ. Уява кашни ҫын кӑмӑлне тыткӑнламалла тата килӗшмелле ирттерес тӗллевпе йӗркелӳҫӗсем программӑна кашни ҫул ҫӗнӗ сӗм кӗртме тӑрӑшни куҫ умӗнче. Тӗслӗхрен, иртнӗ ҫул ҫӗнӗ йышши техникӑсен парадне кӑтартрӗҫ пулсан, кӑҫал Шупашкарти «Клуб ГАЗ-21» «Ретро» обществӑлла организаци ӗлӗкхи ҫулсене аса илтерекен автомобильсен куравне йӗркелерӗ. Ҫав вӑхӑтри - аслӑ ӳсӗмри ҫынсемшӗн, ҫамрӑксемшӗн те кӑсӑклӑ пулчӗ ҫакӑ.

Шӑп 10 сехетре савӑнӑҫлӑ митинг пуҫланчӗ. Палӑк умӗнчи чи сумлӑ вырӑна йышӑннӑ вӑрҫӑ ветеранӗсемпе тыл ӗҫченӗсене, уява килнӗ йышлӑ халӑха - предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче ӗҫлекенсене, педагогсемпе вӗренекенсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявӗ ячӗпе саламларӗ. Вӑрҫӑ ветеранӗсемпе тыл ӗҫченӗсене пире тӑнӑҫлӑ та ирӗк пурнӑҫ парнеленӗшӗн чун-чӗререн тав турӗ. Хӑватлӑ, аслӑ Ҫӗршывӑмӑр фашизма хирӗҫ ҫӗкленсен пирӗн ентешӗмӗрсем те ятне ҫӗртмен. 1418 кунпа ҫӗре тӑсӑлнӑ Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн пынӑ Аслӑ вӑрҫа пирӗн районтан 8000-е яхӑн ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен ҫурри каялла килӗсене таврӑнайман, ҫӗршыва паттӑррӑн хӳтӗлесе чи хаклӑ пуянлӑха – пурнӑҫне панӑ. Хальхи вӑхӑтра пурӑнакан вӑрҫӑ ветеранӗсен хисепӗ те ҫулсерен сайралсах пырать, шел, 71-мӗш Ҫӗнтерӳ уявне 23 фронтовик анчах кӗтсе илме пултарчӗ. Ку чухне эпир вӗсене, пушшех, пурне те ятран пӗлсе тӑма тивӗҫлӗ. Вӗсем: Петр Дмитриевич Кузьмин /Элекҫей Тимеш/, Мария Деомидовна Абрамова /Елчӗк/, Николай Васильевич Христофоров /Анатри Тимеш/, Петр Михайлович Михайлов /Хӗрлӗҫыр/, Василий Иванович Волков, Илья Степанович Волков /Чӑваш Тӑрӑм/, Александр Иванович Синицын, Василий Алексеевич Сядуков, Виктор Иванович Беляев /Аслӑ Таяпа/, Николай Поликарпович Поликарпов /Кӗҫӗн Шӑхаль/, Аркадий Иванович Пупин /Турхан/, Александр Дмитриевич Пчелов /Исемпел/, Тихон Григорьевич Табаков /Энтепе/, Арсений Алексеевич Лисицын /Кивӗ Арланкасси/, Лидия Владимировна Баринова /Питтӗпел/, Николай Васильевич Евстафьев, Ольга Васильевна Васильева /Тӗмер/, Василий Александрович Кузьмин /Хӑвӑлҫырма/, Иван Алексеевич Алексеев /Кармал/, Петр Алексеевич Печков /Аслӑ Елчӗк/, Василий Петрович Петров /Таяпа Энтри/, Николай Сергеевич Казначеев /Вӑрӑмхӑва/, Лидия Константиновна Сидорова /Шӑмалак/. Салтак арӑмӗсемпе тылра ырми-канми ӗҫленӗ ҫынсен умӗнче те ҫӗре ҫитиччен пуҫ таятпӑр, эпир сирӗн умӑрта ӗмӗр-ӗмӗрех парӑмлӑ пулнине палӑртатпӑр...

Вӑрҫӑра вилнисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Республикин вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Светлана Петрова тата Чӑваш Республикин ҫар комиссариачӗн Комсомольски тата Елчӗк районӗсенчи пай начальникӗ Сергей Данилов подполковник тухса калаҫрӗҫ. Эпир Аслӑ Ҫӗнтерӳшӗн пысӑк хак пани пирки чарӑнса тӑчӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗсен вилӗмсӗр паттӑрлӑхӗ, вӑй-халӗпе тӳсӗмлӗхӗ, тӑван ҫӗре юратни малашнехи ӑрусемшӗн ырӑ тӗслӗх пулмаллине палӑртрӗҫ вӗсем.

Ӑрусен нимпе уйӑрайми ҫыхӑнӑвне Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ «Вилӗмсӗр полк» акцине район ҫыннисем хастар хутшӑнни кӑтартса пачӗ. «Вилӗмсӗр полк» йышӗ ӳссех пырать, мӗншӗн тесен паттӑрсен ячӗсем те вилӗмсӗр. Кӑҫал акцие районӗпе 1000 ытла ҫын хутшӑнчӗ. Ҫӗнтерӳ кунне ҫывхартассишӗн хӑйсен кун-ҫулне шеллемесӗр кӗрешнӗ салтаксен пысӑклатнӑ сӑнӳкерчӗкӗсене йӑтнӑ ҫывӑх ҫыннисем мӑнаҫлӑн акци колоннипе утса иртни, пулас салтаксем - ҫамрӑк армеецсем, кадет класӗнче вӗренекенсем парада хутшӑнни, Николай Петрова асӑнса йӗркелекен ҫӑмӑл атлетсен Елчӗк урамӗнчи чупӑвӗ, концерт программине хатӗрлеме районти культура учрежденийӗсенче ӗҫлекенсем анчах мар, пултарулӑх ушкӑнӗсем те хастар хутшӑнни уяв ят-сумне тата ӳстернӗн туйӑнчӗ.

...Паттӑрсен ырӑ ячӗ пирӗн чӗресенче ӗмӗр-ӗмӗр упранӗ, пире пархатарлӑ ӗҫсем тума, ырӑ чунлӑ пулма, тӳсӗмлӗхе ӳстерме, тӑрӑшса ӗҫлеме хавхалантарӗ. Вӑрҫӑ ветеранӗсемпе тылра ырми-канми ӗҫленӗ ҫынсем вӑрҫӑ ҫулӗсенче те, ун хыҫҫӑн та хӑйсене яланах чӑн-чӑн паттӑр пек тытнӑ, темле йывӑрлӑхра та пуҫ усман - чун илемлӗхне, ӗненӗве ҫухатман. Тавтапуҫ сире Ҫӗнтерӳшӗн!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех