Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Студотрядсен юхăмĕ çĕнĕрен йăл илет

Автор: Ирина Пушкина

Ҫӑлкуҫ: «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Хушнӑ: 2016.02.21 23:39

Пуплевӗш: 33; Сӑмах: 417

Текст тӗсӗ: Статья

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Совет Союзӗнче вӑйлӑ аталаннӑ ССО ун чухнехи студентсен асӗнче пурнӑҫри чи ырӑ самант пек ҫырӑнса юлнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Раҫҫей студотрячӗсен кунне кӑҫал пуҫласа паллӑ турӗҫ. Уява халалласа ЧР Правительство ҫуртӗнче иртнӗ «ҫавра сӗтеле» Чӑваш Енри студотрядсен хастарӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Унта республика Пуҫлӑхӗпе Михаил Игнатьевпа вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ Владимир Иванов хутшӑнчӗҫ.

Чӑн та, Совет Союзӗ арканнӑ хыҫҫӑн асӑннӑ юхӑм хӑйӗн малтанхи мӑнаҫлӑхне ҫухатнӑ. Апла пулин те халӗ вӑл Раҫҫейӗн чылай регионӗнче ҫӗнӗрен хӑват илсе пырать. Чӑваш Енре юхӑма темиҫе ҫул каяллах чӗртсе тӑратнӑ, чӑвашсен отрячӗсем курӑмлӑ ҫитӗнӳсемпе палӑрма та ӗлкӗрнӗ. Пуринчен ытла - вожатӑйсен ушкӑнӗсем. Ҫапла 2011 ҫулта Чӑваш Ен студенчӗсен вӑйӗпе йӗркеленнӗ «Волгари» отряд Раҫҫейре чи лайӑххин ятне илнӗ. Хальхи вӑхӑтра педотрядсен ҫумне проводниксен, строительсен, аграри ӗҫченӗсен, сервис ыйтӑвӗсемпе тивӗҫтерекенсен ушкӑнӗсем хушӑннӑ. Ҫуллахи кану вӑхӑчӗ ҫитсенех вӗсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче вӑй хурӗҫ.

- Чӑваш Енре йӗркеленнӗ отрядсем пуҫаруллӑ пулни вӗсем хута яракан проектсенчен те аван курӑнать. Акӑ нумаях пулмасть Интернет уҫлӑхӗнче «Эпӗ - вожатӑй» сайт ӗҫлеме пуҫларӗ. Округри студотрядсен пӗрремӗш квесчӗ те Чӑваш Енрех йӗркеленчӗ. Штаб хастарӗсем общество пурнӑҫӗнче яланах малта, вӗсем патриот воспитанийӗпе ҫыхӑннӑ акцисенче - чи малти ретре. Хӑйсем вӗренекен заведенисенче - тӗслӗх вырӑнӗнче, - кӗскен паллаштарчӗ Чӑваш Енри юхӑм ӗҫ-хӗлӗпе «Раҫҫей студотрячӗсем» /малалла - РСО/ ҫамрӑксен общество организацийӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи уйрӑмӗн комиссарӗ Елена Наумова.

Паян асӑннӑ юхӑмӑн вырӑнти хастарӗсене мӗнле ыйтусем канӑҫсӑрлантараҫҫӗ-ха? РСОн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи Дмитрий Ефимов палӑртнӑ ыйту, ахӑртнех, чи ҫивӗччисенчен пӗри пулчӗ: студентсем ку е вӑл квалификаци ҫуккипе лайӑх ӗҫлесе илме май паракан сӗнӳсенех йышӑнаймаҫҫӗ. Эппин, тӗп специальноҫпа вӗреннӗ хушӑрах хушма профессие те алла илни ытлашши пулмӗччӗ.

Кун пирки Владимир Иванов министр ҫапла палӑртрӗ: «Паян республикӑри техникумсенче хальхи йышши оборудовани самай. Професси пӗлӗвӗ паракан ҫав заведенисемпе кӗске вӑхӑтлӑх курссем йӗркелемешкӗн килӗшӳсем тума май пур».

Ҫамрӑксен пуҫарӑвӗсен центрӗн ертӳҫи Юлия Аланова студотрядсене республикӑри ҫул-йӗр ҫинче пыракан строительство ӗҫне явӑҫтар­ма сӗнет. Михаил Игнатьев ҫамрӑксен пуҫарулӑхне ырласа йышӑнчӗ.

- Акӑ кӗҫех пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ транспорт валли магистраль хывас ӗҫ пуҫланӗ. Пӗтӗм Раҫҫейшӗн пӗлтерӗшлӗ пысӑк стройка пулма тивӗҫ вӑл. Паллах, ӗҫлекен чылай кирлӗ пулӗ. Ӗҫрен хӑраман маттур студентсен вӑйӗпе мӗншӗн усӑ курас мар? Ҫамрӑксемшӗн хушма укҫа ӗҫлесе илмелли май пулӗ, - терӗ Михаил Васильевич.

Укҫа тенӗрен, «ҫавра сӗтелре» пӗрремӗш шалу ӗҫлесе илесси ҫинчен сӑмах пуҫарсан вӗренӳ министрӗ студотрядри ӗҫ-хӗлне ӑшшӑн аса илмесӗр чӑтаймарӗ:
- Ҫӗмӗрле хулипе Кӑмаша ялне ҫыхӑнтаркан ҫула сарма хутшӑннӑччӗ эпир.
Ҫав тӑрӑхра пулмассерен чунра мӑнаҫлӑх туйӑмӗ хуҫаланать: халӑхшӑн пӗлтерӗшлӗ ӗҫе пире шанса панӑ-ҫке. Ҫавӑн чухне ӗҫлесе илнӗ шалупа атте валли парнелӗх костюм туяннӑччӗ.

РСО пайташӗсенчен хӑшӗ-пӗри кӑҫал Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн стипендиачӗ пулса тӑнӑ. Ӑна тивӗҫнисемшӗн «ҫавра сӗтел» усӑллӑ та кӑмӑллӑ калаҫупа кӑна мар, республика Пуҫлӑхӗн аллинчен Свидетельство илнипе те асра юлӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех