Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫывӑракан (тĕпĕ: ҫывӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Автан пӗрремӗш хут авӑтса ярсан, пӗр пӗчӗк ушкӑн ҫак лӑпкӑн ҫывӑракан ялтан хирелле тухса уттарчӗ.

Пропели первые петухи, и маленький отряд, покинув спящую деревню, вышел в поле.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Дойчин пичче, тӑр-ха эс те, хӑна пур-ҫке пирӗн! — вӑратса та мар, ҫывӑракан ват ҫынна тӗккелесех тӑратрӗ Ненко.

— Дед Дойчин, вставай, у нас гость! — разбудил или, лучше сказать, растолкал Ненко спящего старика.

XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тӗрӗксем ҫывӑракан хӗрача енне аскӑнла пӑхса илчӗҫ.

Турки плотоядно уставились на спящую девочку.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мелник тӳрре тухас майлӑ тем мӑкӑртатрӗ те пуҫне ҫӗрелле усрӗ, арман ҫурчӗн тӗпелне, Марийка ҫывӑракан енне, пӑшӑрханса пӑхса илчӗ.

Мельник невнятно пробормотал что-то в свое оправдание и смиренно поклонился до земли, бросив беспокойный взгляд в глубь мельницы, туда, где спала Марийка.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах вӑл унта вӑрахчен тӑмарӗ: ҫывӑракан хӗрӗ енне пӑхса илме ӗлкӗрчӗ ҫеҫ — паттӑрлӑхӗ таҫта кайса кӗчӗ.

Однако стоило ему бросить взгляд на спящую дочь — и решимости его как но бывало.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Рахметов тӗксӗммӗн кулса алӑк уҫать, — вара Кирсанов тӗлӗнмелле япала курать, ӑна курсан пӗр Агрефена Антоновна ҫеҫ мар аллисене сарса ярать ӗнтӗ: Рахметовӑн аялти кӗпи ҫурӑм ҫинче те, аякӗсенче те юнланса пӗтнӗ (хӑй вӑл пӗр кӗпепе ҫеҫ пулнӑ), кравать айӗнче те юн курӑнать, вӑл ҫывӑракан ашӑк та юнлӑ; ашӑк ҫине шлепкисене аялалла, шӗвӗр вӗҫӗсемпе ҫӳлелле туса темиҫе ҫӗр вӗтӗ пӑта чике-чике тултарнӑ, вӗсем ашӑк ӑшӗнчен ҫур вершук ытла тухса тӑраҫҫӗ.

Рахметов отпер дверь с мрачною широкою улыбкою, и посетитель увидел вещь, от которой и не Аграфена Антоновна могла развести руками: спина и бока всего белья Рахметова (он был в одном белье) были облиты кровью, под кроватью была кровь, войлок, на котором он спал, также в крови; в войлоке были натыканы сотни мелких гвоздей шляпками с-исподи, остриями вверх, они высовывались из войлока чуть не на полвершка.

XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Тепӗр кун ирхине тул ҫутӑличчен нумай малтан Давыдов аслӑк ҫинче ҫывӑракан Ҫӑрттан мучие вӑратрӗ, ӑна ӑйӑрсене кӳлме пулӑшрӗ, вара урапа ҫине хӑпарса ларчӗ те Харламовсен килӗ патне ҫитрӗ.

На следующий день задолго до рассвета Давыдов разбудил спавшего на сеновале деда Щукаря, помог ему запрячь жеребцов и подъехал ко двору Харламовых.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Давыдов сак ҫине ларчӗ, хӑлтӑр-халтӑр кравать ҫинче кӗпӗрленсе ҫывӑракан ачасем ҫине куҫ хывса илсе каларӗ:

Давыдов присел на лавку, мельком оглядел спавших вповалку на убогой кровати детей, сказал:

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Каярахпа вӑл утӑ ҫинче ҫывӑракан Ҫӑрттан мучи кӗлеткине тата ун ҫумне чӑмӑртанса выртнӑ Трофима уйӑрса илчӗ.

А потом различил фигуру спавшего на сене деда Щукаря и рядом с ним — свернувшегося в клубок Трофима.

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл ҫывӑракан Давыдовӑн питне типӗ курӑкпа кӑтӑкланӑ пулнӑ та лешӗ куҫне уҫнӑ чух аллине туртса илме ӗлкӗреймерӗ.

Она водила по лицу спящего Давыдова сухой травинкой и не успела отдернуть руку, когда Давыдов открыл глаза.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӗрле начар ҫывӑракан пулчӗ вӑл, ирхине вӑрансан, ялан пуҫӗ ыратать, апатне те вӑхӑтра мар, мӗн килчӗ ӑна ҫеҫ ҫикелет, каҫченех вара темле халсӑр ҫӳрет — ку уншӑн хӑй те ӑнланман, халиччен пӗлмен туйӑм.

Он стал плохо спать по ночам, утром просыпался с неизменной головной болью, питался кое-как и когда придется, и до вечера не покидало его ощущение незнакомого прежде, непонятного недомогания.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кӑшкӑрашнине пула шалти пӳлӗмре ҫывӑракан Сяо-шуань те вӑранчӗ, каҫса кайсах ӳсӗрме тытӑнчӗ.

От его крика проснулся спавший в другой комнате молодой Хуа, и у него снова начался приступ кашля.

III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Лешӗ ҫавсене асӑрхасшӑн та пулмарӗ, пуҫне тайса илчӗ те, ҫывӑракан ачана йӑтса пынӑ пек, тӑсса хунӑ аллисем ҫинче чӗркевне тытса, сцена ҫинчен анса кайрӗ.

Тот не хотел их замечать и, поклонившись, пошел со сцены, неся сверток на вытянутых руках, как спящее дитя.

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл арча ҫинче ҫывӑрать, арчине кил хуҫисем ҫывӑракан кроватьрен ҫӳллӗ мар ҫитсӑ каркӑчпа карса уйӑрнӑ.

Спал на сундуке, отгороженном от их супружеской кровати невысокой ситцевой занавеской.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эп йӑмӑкпа ҫывӑракан пӳлӗме илсе кӗртет вӑл тӳп-тӳрех.

Она прямо ведет в комнату, где я сплю с сестрою.

IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Унччен ҫак нимӗн те интереслентермен пире; кирек мӗнле ҫанталӑкра та калушпа ҫӳрекен, шӑналӑк айӗнче ҫывӑракан этем юратма пултарассине, тен, пуҫа илмен те пулӗ эпир унччен.

Раньше это не интересовало нас вовсе; быть может, мы не допускали даже и мысли, что человек, который во всякую погоду ходит в калошах и спит под пологом, может любить.

Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

Ман куҫӑм умне, сарлака кӑкӑрӗ ҫине пуҫне хурса, алли ҫинче ҫывӑракан тӑп-тӑпӑл пилӗклӗ хӗрарӑм тухса тӑчӗ, — ҫакӑ питӗ илемлӗ пек туйӑнчӗ те мана, вӑл каласа панинче тӗрӗслӗх пуррине тата ытларах ӗнентерчӗ.

Я представил себе гибкую женщину, спящую у него на руках, прильнув головой к широкой груди, — это было красиво и еще более убедило меня в правде его рассказа.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Вӑл малтан вӑранчӗ, йӗри-тавралла шиклӗн асӑрхаса Илчӗ те, часах лӑпланса, ҫаплах-ха ҫывӑракан Гаврила ҫине пӑхрӗ.

Он проснулся первым, тревожно оглянулся вокруг, сразу успокоился и посмотрел на Гаврилу, еще спавшего.

III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Чавси ҫине таянса ҫывӑракан ямшӑк лашисене чакарма пуҫларӗ, чӑхсем каллех хӑранипе пур еннелле те чупса тарчӗҫ, чӳречерен темиҫе ҫын пуҫӗсене кӑларса пӑхрӗҫ.

Кучер, спавший опершись на локоть, начал пятить лошадей; куры опять, в тревоге, побежали в разные стороны; в окно выглянуло несколько голов.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫывӑракан пӳлӗмри шкапра шыраса пӑхмалла-ха тата.

 — Надо еще в спальне в шкафу поискать.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех