Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юлташсем (тĕпĕ: юлташ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫул ҫинчи юлташсем

Попутчики

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ачасем макӑрни тата ӗшенчӗк саслӑ хӗрарӑмсем ҫуйӑхни: «Женька! Ӑҫта ҫӳретӗн эс, Женька?»… «Анне, пар-ха ҫав рюкзака…», «Юлташсем, ҫавӑнта пӗр кӑвак ҫыхӑ курман-и эсир, паллӑ тунӑскер?»

Детский плач и голоса, уставшие от волнения: «Женька! Ну где ты, Женька?..», «Мама, дай, прошу, сюда рюкзак…», «Товарищи, вы не видели там синий узел с меткой?..»

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Юлташсем! — терӗ вӑл пусӑрнарах янӑракан ҫирӗп сасӑпа.

— Товарищи! — сказал он осевшим, но властным голосом.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Эх, тӑвансем, юлташсем, эсир чухлаймастӑр та пуль — епле фронтра пире Мускав хыпарӗ хаклине!

— Эх, товарищи родные, вы даже не представляете себе, как мы там, на фронте, каждую весточку о Москве ловим!

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Юлташсем, — терӗ вӑл шӑппӑн, анчах пире илтӗнмелле, — комсомолецсен васкавлӑ митингне уҫатӑп…

— Товарищи, — сказал он негромко, но все его услышали и затихли, — будем считать наш комсомольский летучий митинг открытым…

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Юлташсем!

Куҫарса пулӑш

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Юлташсем!

— Товарищи!

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Юлташсем, пӗлетӗр-и мӗнне, — терӗм эпе кӑралӑхӑм ҫӗкленнипе хам хаваслана пуҫланӑ май, — тинех эпӗ пӗчӗк хӗрача мар ӗнтӗ — эпӗ ҫирӗм тӑватӑ ҫулта, хама мӗн килӗшнине пурне те тума пултаратӑп пулӗ.

— Товарищи, знаете что, — сказала я, чувствуя, что мне становится даже как-то весело от злости, — в конца концов, я уже не маленькая — мне двадцать четыре года, и я могу, кажется, делать всё, что мне нравится.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Чӑнах, ытла та сайра хутра курнӑҫатпӑр-ҫке, мӗн тесен те тахҫанхи юлташсем ӗнтӗ.

— В самом деле, жаль, что мы так редко встречаемся. Все-таки старые товарищи.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Чипер юлӑр юлташсем!

— До свиданья, товарищи!

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Тасалӑр-ха, юлташсем! — тарӑхса кайрӑм эпӗ, — эсир мана ухмаха тухнӑ тесе шутлатӑр-и?

— Товарищи, идите вы к чёрту! — сказал я с досадой, — вы думаете, я сошёл с ума?

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ан тив, пирӗн юлташсем экспедици ӗҫӗпе Россия ҫумне пысӑк ҫӗр хутшӑннине пӗлтерччӗр.

Пускай же наши друзья передадут, что трудами экспедиции к России присоединена обширная земля.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ан тив, пирӗн юлташсем экспедици ӗҫӗпе Россия ҫумне пысӑк ҫӗр хутшӑннине пӗлтерччӗр, эпир ӑна «Мария Ҫӗрӗ» тесе ят патӑмӑр.

Пускай же наши друзья передадут, что трудами экспедиции к России присоединена обширная земля, которую мы назвали «Землёй Марии».

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Юлташсем, чи малтанах эпӗ сире хӗр сывлӑхӗшӗн ӗҫме сӗнетӗп, — терӗм эпӗ, — вӑл манӑн пӗр тӑван йӑмӑкӑм пулать, анчах ҫапах та хӑнасен пуҫне уншӑн ӗҫес шухӑш пырса кӗменнине кура, ҫак куркана хамӑнах ҫӗклеме тӳрӗ килет.

— Товарищи, во-первых, предлагаю выпить за молодую, — сказал я. — Хотя она мне сестра, но так как никому из гостей не приходит в голову, что нужно всё-таки за неё выпить, приходится этот тост предложить мне.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Учлет юлташсем!

Товарищи учлёты!

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Итлӗр, учлет юлташсем!

— Вниманье, товарищи учлёты!

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫапла, юлташсем!

— Виноват, товарищи!

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Тӑхтӑр-ха, юлташсем, — терӗм эпӗ, хам кӑштах кӑвакарса кайрӑм пулас, мӗншӗн тесен Даша инке ман ҫине хӑраса пӑхрӗ.

— Виноват, товарищи, — сказал я и, должно быть, немного побледнел, потому что тетя Даша посмотрела на меня с испугом.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Юлташсем, ҫакӑ самантра эпир Расщепейпе, пирӗн Расщепейпе, ӗмӗрлӗхе уйрӑлатпӑр.

— Товарищи, мы расстаемся сейчас с Расщепеем, нашим Расщепеем.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Юрать, юлташсем, — терӗм эпӗ.

— Ладно, товарищи, — сказал я мрачно.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех