Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн куҫӗ тӗксӗммӗн ялкӑшса тӑнине те тӳсме пулмарӗ, вӑл чӗрене ыраттарса хӑратрӗ.Темный блеск глаз был невыносим, он будил ноющий страх в сердце.
XI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Анчах ҫакӑнта мӗн курни унӑн чӗрине ҫав тери ыраттарса янӑ.
XIX // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
«Кам асаплантарнӑ ӑна ҫапла?» — шухӑшларӗ Таня, чунне ыраттарса тата амӑшӗ ҫине тимлӗн пӑхса.«Кто это сделал?» — подумала Таня с болью, внимательно вглядываясь в лицо матери.
XIX // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Вара майор нимӗн те пулман пекех тухса кайрӗ, иккӗленекен шухӑшӗсем пирки чӗрине ыраттарса пӑшӑрханакан Паганеле вӑл пӗчченех хӑварчӗ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӑл ӗмӗрте пӗрре пӗрре ҫеҫ килет, ӑна пӗлсе пурӑнса ирттермелле, — нимӗн тӗлсӗр иртнӗ ҫулсемшӗн чӗрене ыраттарса ӳкӗнмелле ан пултӑр, иртнӗ кунсенчи йӗрӗнчӗк те вак ӗҫсем сана намӑслантарса ан ҫунтарччӑр, вилес умӗн санӑн: пӗтӗм пурӑнӑҫупа пӗтӗм вӑйна тӗнчери чи ырӑ ӗҫе — этемлӗхе ирӗке кӑларассишӗн кӗрешес ӗҫе патӑм — тесе калама тивӗҫ пултӑр.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Пӑртак каннӑ хыҫҫӑн ҫулҫӳревҫӗсем татах йӗнер ҫине утланчӗҫ те, шпорсемпе ыраттарса тата саламатсемпе ҫаптарса мӗскӗн выльӑхсене малалла уттарчӗҫ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Мӗн ларатӑн чуна ыраттарса?
Тӑваттӑмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив
Сасартӑк темӗн чӗркуҫҫирен аяларах пит хытӑ ыраттарса чӗрсе илчӗ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Тек чунне ыраттарса ан пурӑнтӑр.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Питӗ йывӑр шухӑшсемпе чӗрине ыраттарса тухса кайнӑ вӑл отрядран.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Унӑн «лайӑх» тенӗ сӑмахӗ Катя чӗрине ӑшӑтрӗ, ҫав вӑхӑтрах ыраттарса та илчӗ: ҫакӑн пек ӗҫе хӑйӗн каймалла, ун пек тусан ҫӑмӑлтарах пулнӑ пулӗччӗ, ыттисене, уйрӑмӑнах мӗнпур чунтан юратакансене ярсан…
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Акӑ темле кукӑр чӗрнесем ыраттарса ҫаклатрӗҫ те.
Юр тӑрӑх та пӑр ҫийӗн // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.
Сасартӑк ӑна темӗн ыраттарса чикрӗ.
Ҫул ҫӳресси пӗтни // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.
Василиса Прокофьевна вырӑнӗ патнелле утрӗ, пуҫне минтер ҫине чиксе, малтан шӑппӑн, унтан кӑшкӑрса, чӗрине ыраттарса макӑра пуҫларӗ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Гришатка, ҫаплах-ха кӳренчӗклӗн нӗшӗкле-нӗшӗкле, пӗчӗкҫӗ шӑлӗсемпе чӗчӗ вӗҫне ыраттарса ӗмет.Гришатка, все еще обиженно всхлипывая, сосет и больно прихватывает зубенками сосок.
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ним палли те ҫук: ҫамку сивех, тен — тиф та мар, — лӑплантарчӗ ӑна Григорий, анчах ӑшӗнче Аксинья шатраллӑ тифпа чирлине ӗненчӗ, ӑна чир ураран ӳкерес пулсан, унпа мӗн тӑвасси ҫинчен чунне ыраттарса шухӑшларӗ.
XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫак шӑплӑх, чарлансем чуна ыраттарса кӑшкӑрни ӑна куҫҫуль тухиччен хурлантарчӗ, хӑй ҫине сасартӑк йӑтӑнса аннӑ инкек вара кунтан та йывӑртарах та тертлӗрех пулчӗ.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫав ҫын, ун чунне ыраттарса хӑварса, шанми туман пулсан, халӗ вӑл ҫул ҫинче иккӗленсе тӑман пулӗччӗ, кӗтмен кӳренӳпе асапланман пулӗччӗ.
26 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Унӑн пит ҫӑмартисем тӑрӑх куҫҫуль юхнӑ, вӑл ӑна ҫӑта-ҫӑта, ҫула уямасӑр, мӗнле май килнӗ ҫапла утнӑ, чунне ыраттарса, темле сӑмахсем каланӑ, унтан такӑнса йӗпе курӑк ҫине ӳкнӗ те хӗрарӑмла ӗсӗклесе йӗрсе янӑ…
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
«Пӗтерет ку мана!» — йӗппе чикнӗ пек ыраттарса кайрӗ шухӑш.
XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.