Шырав
Шырав ĕçĕ:
Полозова ҫак вӗҫӗмсӗр ыйтусене пама чарса, Кирсанов ӑна хӑйне мӗнле тыткаламаллине ӑнлантарса пама пуҫланӑ.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Бригадирсем хӑйсен ӗҫӗсене хӑнӑхсах ҫитеймен пирки, чӑнах та, хуҫалӑхри тӗрлӗ вак-тӗвек ыйтусене татма та ун патне пыра-пыра аптӑратса ҫитернӗрен мар, Лушка, Дубков каланӑ тӑрӑх, «пурне те йӑл кулса илӗртнӗшӗн» тарӑхса кӑшкӑрчӗ.
39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Эпӗ естественник мар, ҫавӑнпа ун йышши ыйтусене пырса ҫапӑнасси манӑн ӗҫ мар.Я не естественник, и не мое дело касаться подобных вопросов.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Ун хыҫҫӑн И.Я.Яковлев Енӗш Нӑрвашра шкул ҫурчӗ тӑвассипе ҫыхӑннӑ тӗрлӗ ыйтусене татса пама, шкул проектне тӑвас, укҫа-тенкӗ пуҫтарас, стройматериалсем хатӗрлеме тата шкул ҫуртне епле туса пынине тӗрӗслес шухӑшсемпе темиҫе хутчен те килсе кайнӑ.
И.Я.Яковлев Енӗш Нӑрвашра темиҫе те пулнӑ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18
Эпир титансем мар, — малалла каларӗ вӑл, Ольгӑна ыталаса: — Эпир Манфредсемпе, Фаустсемпе пӗрле пӑлхавлӑ ыйтусене хирӗҫ кӗрешес ҫук, вӗсемпе хирӗҫес те ҫук; йывӑр саманта пуҫа тайса ирттерсе ярар, вара каллех телейлӗ пурнӑҫ пулӗ…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тӳсни кӑна сахал, вӑл тунсӑха юрат, иккӗленӳсемпе ыйтусене хисепле: вӗсем тулли пурнӑҫран килеҫҫӗ, тӳрккес туртӑмсем ҫук чухне, телей тулли чухне пулаҫҫӗ; вӗсем хуйхӑпа нуша чухне пулма пултараймаҫҫӗ; ҫынсен ушкӑнӗсем ҫав иккӗленӳсен тӗтрине, ыйтусен тунсӑхне пӗлмесӗрех пурӑнаҫҫӗ…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Упӑшки чылайччен ыйтса пӗлчӗ, Ольга хӑйӗн тунсӑхӗн сӑлтавӗсене тухтӑра каланӑ пек чылайччен каларӗ, пӗтӗм вӑрттӑн ыйтусене, чунӗ мӗнле пӑшӑрханнине, кайран ҫав ӗмӗтсем ҫухалнине — йӑлтах, йӑлтах, мӗн аса илме пултарнине пӗлтерчӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольц ӑна таблицӑсемпе числосем ӳкерсе кӑтартмасть, анчах пурин ҫинчен те калать, пӗр-пӗр экономика теорине те, социаллӑ е философиллӗ ыйтусене те асӑнмасӑр хӑвармасть, вӑл, хӗрсе кайса, пикенсех калаҫать: вӑл Ольга умӗнче хайӗн пӗлӗвӗсен вӗҫӗмсӗр чӗрӗ картинне ӳкерсе кӑтартать, тейӗн.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга ҫакна ним те ӑнланман, уҫҫӑн шухӑшласа илмен, ҫак ыйтусене хирӗҫ те, хӑйне хирӗҫ те хаяр кӗрешнӗ, пӗртен-пӗр ҫирӗп шут тытма пӗлмен.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
..» Ольгӑна ӑнланса илеймесӗр, вӑл тепӗр кунне каллех ун патне чупать, асӑрханса та шикленсе, ун пит-куҫне сӑнать; Ольгӑн пит-куҫӗнче палӑракан ыйтусене, иккӗленӳсене, хушусене вӑл йӑлтах тертлӗн туйса илет, вӗсене хӑйӗн ӑсӗпе кӑна, пурнӑҫа пӗлнипе кӑна пӗтерсе пырать.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга вара ӑслӑ: акӑ хӑть паянхи ыйтӑва илер, мӗнле ҫӑмӑллӑн та уҫӑмлӑн ӑнлантарса пачӗ вӑл ӑна, ытти ыйтусене те — ҫаплах!Ольга просто умна: вот хоть сегодняшний вопрос, как легко и ясно разрешила она, да и всякий!
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга хӗрарӑмла манӑҫа кайнипе мар, е ӑна, е кӑна пӗлес килнипе те мар, ҫине тӑрса, чӑтӑмсӑррӑн ҫав ыйтусене парать, Обломов хирӗҫ калаймасан, ӑна чылайччен сӑнаса, куҫран пӑхса асаплантарать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Икӗ енӗн те чӗрисем ытларах уҫӑлса пычӗҫ: хирӗҫӳсем, иккӗленӳсем пӗтрӗҫ, е ытларах уҫӑмлӑ та ырӑ ыйтусене вырӑн пӑчӗҫ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах вӑл унашкал ыйтусене ҫав тери ҫӑмӑллӑн та чеен татса парать, ҫавӑнпа та Ольга нихҫан та вӑл хак панине мӗнле те пулин урӑх шухӑшпа танлаштарма тата асра хӑварма май килтереймест.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл хурланмасть те, ӗнерхи пек кӳренмест те, шӳтлет, кулкалать, тӗрлӗрен ыйтусене тӗплӗн ответлет, ӗнер вӑл ним те ответлемен пулӗччӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл куланай, ака-суха пирки, тӗп ыйтусене хускатрӗ, хресченсене юлхавланма, тарма чарасси пирки ҫӗнӗ, ҫирӗп мел шухӑшласа кӑларчӗ, вара хӑйӗн ялти пурнӑҫне мӗнле майлаштармалли ҫинчен шухӑшларӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах пӑхӑнса тӑракансем начальник умӗнче темшӗн шикленнӗ, вӑл йӑвашшӑн ыйтнӑ ыйтусене хирӗҫ хӑйсен сассисемпе мар, темле урӑх сасӑпа тавӑрса каланӑ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепӗр чух, ӑна мӗн те пулин тӑнлантарса пама йывӑртарах вӑхӑтсенче, ман шутпа, унӑн ҫурма ютшӑнчӑк пуҫӗшӗн тавҫӑрса пӗтерме ҫукларах пек туйӑнакан самантсенче (хӑш чух вӗсем хамшӑн та пит паллах марччӗ-ха), вӑл ҫӑткӑнланса паракан ыйтусене хирӗҫлеме пӑхаттӑм эпӗ: «Куратӑн-и мӗнлерех… Каласа параймӑп эпӗ сана куна… Ӑнланса пӗтереймӗн эсӗ мана», — текелеттӗм.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Карап тӑвас ӗҫри пысӑк ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Вӑтӑр иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Акӑлчан наукин чи паллӑ ҫыннисем нумай-нумай ҫул хушши ӗҫлесе те татса парайман ыйтусене ҫамрӑк вырӑс ученӑйӗ уҫса пани унти ученӑйӗсемшӗн пит кӑмӑллӑ япалах пулман ӗнтӗ.
Вӑтӑр иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.