Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтусене (тĕпĕ: ыйту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпа Михаил Игнатьев тивӗҫлӗ тытӑмсене хытарсах каларӗ: «Ыйтусене татса памалли ҫул-йӗрсене шырӑр. Хваттер илеймесен ҫынсем пирӗн пата килӗҫ, вӗсен прависене пӑсма юрамасть. Хамӑр енчен эпир ҫынсене йывӑрлӑхра нихӑҫан та пӑрахман, влаҫ органӗсен вӗсене хӳтлӗхпе тивӗҫтермелле».

Куҫарса пулӑш

Ҫынсем хваттер кӗтеҫҫӗ — кӗтсе илеймеҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2017.11.20

«Хӑй вӑхӑтӗнче пая кӗрсе нумай ҫын улталаннӑччӗ. Ку ыйтусене эпир татса панӑ. Анчах унтанпа яваплӑх условийӗсем улшӑннӑ. Ҫавӑнпа та ҫынсен укҫипе питӗ тирпейлӗ пулмалла».

Куҫарса пулӑш

Ҫынсем хваттер кӗтеҫҫӗ — кӗтсе илеймеҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2017.11.20

Шорово тата Сорӑм ялӗсене ҫитсе халӑхпа калаҫнӑ май кунта ҫӳп-ҫаппа ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе яврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чылай ҫитменлӗх тупса палӑртрӗҫ // А.ОРИНОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.17

Федераллӑ служба управленийӗн ветеринари тата фитосанитари асӑрхавӗ енӗпе тимлекенсем Валентина Никитинӑпа Александр Андреев, Раҫҫей ял хуҫалӑх центрӗн районти уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Вячеслав Алексеев, «Чувашский» агрохими службин тӗп агрохимикӗ Геннадий Михайлов, асӑрхав тата профилактика ӗҫ-хӗлӗн районти уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Алексей Петров, республикӑри ветеринари лабораторийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Андрей Нестеров пӗлтерӗшлӗ ыйтусене сӳтсе яврӗҫ.

Наблюдатели Федеральной службы управления ветеринарией и фитосанитарией Валентина Никитина с Александром Андреевым, глава районного отдела главный агрохимик сельскохозяйственного центра России Вячеслав Алексеев, главный агрохимик службы агрохимии "Чувашский" Геннадий Михайлов, глава районного отдела работы наблюдения и профилактики Алексей Петров, глава республиканской ветеринарной лаборатории Андрей Нестеров обсудили важные вопросы.

Хресчен ыррине кӗтет // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2802-khr ... rine-k-tet

Виҫҫӗмӗшӗсем канма, ӗҫрипе йӑлари ыйтусене самантлӑха та пулин манма пӗлмеҫҫӗ, ялан пӑлхануллӑ, ыйхӑ килменнипе нушаланаҫҫӗ, юлашкинчен ҫакӑ шалти органсен чирӗсем патне илсе ҫитерет.

Третьи не умеют отдыхать, ни на миг не могут забыть рабочие и бытовые вопросы, постоянно страдают от тревоги, бессонницы, в конце концов это приводит к болезни внутренних органов.

Телейлӗ пурнӑҫ никӗсӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/2814-tel ... purn-nik-s

Ҫавра сӗтел ӗҫӗ докладсене сӳтсе явнипе, ыйтусене хуравланипе, пӗтӗмлетӳ туса резолюци хатӗрленипе вӗҫленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кирлех-и завод? // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.03.07

Тулли яваплӑхпа ҫапла пӗлтеретӗп: пур пек йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр, ҫивӗч ыйтусене татса паратпӑрах.

Ответственно заявляю, что, несмотря на существующие сложности, проблемы будут решены.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Ҫак ҫивӗч ыйтусене татса пама Республикӑри професси пӗлӗвӗ паракан специализациленӗ центр туса хума, сусӑр ҫынсене професси илме пулӑшмалли ыйтусене ҫутатма массӑллӑ информаци хатӗрӗсене хастартарах явӑҫтарма палӑртнӑ.

Для решения этих проблем планируется создать специализированный республиканский центр профессионального обучения, активнее привлекать средства массовой информации для освещения вопросов профориентации инвалидов.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Анчах та пурнӑҫ ҫакна кӑтартса парать: ял поселенийӗсен администрацийӗсем тата пуҫлӑхӗсем кулленхи ҫивӗч ыйтусене пур чухне те кирлӗ пек татса пама пултараймаҫҫӗ.

Однако практика показывает, что администрации и главы сельских поселений не всегда справляются с решением насущных проблем.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Анчах кирлӗ чухлӗ вӑй хуман (тӗрӗссипе ман шутпа тивӗҫлӗ шайра пур ыйтусене те шута илмен).

Но нужного количества сил не приложили (по правде по-моему достойные насущные вопросы не продумали).

Транспорт реформи — ырламалла е хурламалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/4736-%D0%A2% ... 0%BC%D0%B0

Ҫакна вуласа пӗлсессӗн паянхи яшсемпе хӗрсем, вӗренекенсем хӑйсене валли ҫак ыйтусене хуравлаччӑр: мӗн канӑҫсӑрлантарать-ха вӗсене, ӑҫта тата мӗнле ирттереҫҫӗ вӗсем хаклӑ вӑхӑта?..

Куҫарса пулӑш

Поэзи, ҫамрӑклӑх, малашлӑх... // Ольга Иванова. «Тантӑш», 2014,09,10

Тӗп ыйтусене пурнӑҫа кӗртес тесен пирӗн вӑйсене пӗрлештермелле, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ тавралла чӑмӑртанмалла.

Чтобы осуществить основные задачи нам нужно объединить наши силы, собраться вокруг Президента Российской Федерации.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Министрсен Кабинечӗн, асӑннӑ хуласен администрацийӗсен ҫивӗч ыйтусене татса пама ӑнӑҫлӑ майсем тупмалла.

Кабинету Министров, администрациям названных городов необходимо найти оптимальные пути решения проблем.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Республика экономикин апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗпе, импорта улӑштарассипе, сывӑ тата пахалӑхлӑ апатланупа тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене татса пама пулӑшакан тӗп пайӗсенчен пӗри вӑл – агропромышленноҫ комплексӗ.

Один из локомотивов экономики республики, позволяющий решать вопросы продовольственной безопасности, импортозамещения, обеспечения здоровым и качественным питанием, — это агропромышленный комплекс.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Малалла каяс тесен пирӗн бизнесшӑн лайӑх майсем туса хума чӑрмантаракан системӑллӑ ҫивӗч ыйтусене татса памалла.

Чтобы идти вперёд, нам необходимо снять системные проблемы, которые серьёзно препятствуют созданию нормальных условий для бизнеса.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Ҫемьери кӑткӑс ыйтусене ҫӑмӑллӑнах уҫӑмлататӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Анчах та ҫакӑн евӗр ҫанталӑк ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисемпе агрономӗсене пӗр-пӗрин ӗҫ опычӗпе паллашма тата кашнинех хумхантаракан ыйтусене сӳтсе явма пачах та чӑрмантармарӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй кунӗ чунсене савӑнтарчӗ // А.Исаева. «Каҫал Ен», 09.06.17

Татьяна Васильевна вӗсемпе ҫыхӑну йӗркелени, йыхравсем яни, ыйтусене сӳтсе явни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен уява хатӗрленет // Юрий ЛИСТОПАД. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Ҫамрӑксем ӑна юратаҫҫӗ, пӗр вӑтанмасӑр хӑйсене хумхантаракан ыйтусене параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейлӗ ҫӑлтӑр айӗнче ҫуралнӑ художник // Илемпи Туркай. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Тутарстанра анлӑ сарӑлнӑ Сингапурти вӗренӳ методики вӗренекенсене шухӑшлама тата тӗрлӗ кӑсӑклӑ ыйтусене татса пама вӗрентет.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе ячӗпе ирттернӗ семинар // А.В.Лукина, Л.Н.Тарасова. http://www.sheraut-komsml.edu21.cap.ru/? ... ews=462675

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех