Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтусене (тĕпĕ: ыйту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Иртнӗ ҫул шкул автобусӗсен водителӗсене экзамен тыттартӑмӑр та Упири В. Иванов ҫеҫ ыйтусене тӗрӗс хуравлама пултарчӗ, ыттисен — 5—6 йӑнӑш», — пӗлтерчӗ Виталий Петрович.

«В прошлом году проводили экзамен для водителей школьных автобусов, только житель деревни Убеево В. Иванов сумел ответить на вопросы правильно, у остальных по 5-6 ошибок», — сообщил Виталий Петрович.

Ҫула тухсан тимлӗхе ӳстермелле // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.13

Вӗсене хумхантаракан ыйтусене татса пама тӑрӑшать Елена Порфирьевна.

Куҫарса пулӑш

Нимӗчкасси старости // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.08

Ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсен, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен депутачӗсен тата ял старостисен кунпа пӗрлех ҫывӑх вӑхӑтрах граждансен пухӑвӗсенче ҫуркуннехи-ҫуллахи тапӑхрта пушар тухасран асӑрхаттарас, кӑнтӑрла та, каҫпа та ял ҫыннисенчен хурал тӑрассине йӗркелес, пӗвесем патне пыракан ҫулсене тирпейлӗ пӑхса тӑрас ыйтусене пӑхса тухмалла, пушара хирӗҫ кӗрешекен служба ӗҫченӗсемпе пӗрле ӗҫ коллективӗсенче, граждансем хушшинче типӗ курӑкпа ҫӳп-ҫапа ҫунтарма, кӑвайтсем чӗртме юраманни пирки калаҫусем ирттермелле, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине пӑхӑнманнисенчен ҫирӗп ыйтмалла, халӑха ялсене санитарипе экологи тӗлӗшӗнчен тасатса тирпей-илем кӗртмелли мероприятисене активлӑ явӑҫтармалла, апрелӗн 26-мӗшӗнчен тытӑнса майӑн 6-мӗшӗччен урамсемпе картишсене, парксене, масарсене, ҫул хӗррисене ҫӳп-ҫапран тасатас, чечексемпе йывӑҫ-тӗм лартас, Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑксене, обелисксемпе стеллӑсене йӗркене кӗртес тӗллевпе вунӑ кунлӑх йӗркелемелле, ял тӑрӑхӗсен гербӗсемпе ялавӗсене хатӗрлесе йышӑнассине вӗҫлемелле.

Куҫарса пулӑш

Ялти пурнӑҫ старостӑран нумай килет // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.30

Шупуҫ тата Пайсупин ялӗсен старостисем Р. Д. Репинпа П. Н. Яковлев вара ялта пурӑнакансене куллен хумхантаракан ыйтусене ҫӗклерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ялти пурнӑҫ старостӑран нумай килет // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.30

Тухса калаҫнӑ ҫынсен сӑмахӗсенчи тӗп шухӑш ҫапла пулчӗ: вӗсем общественноҫпа кирек мӗнле ыйтусене те, ҫав тери ҫивӗчленсе ҫитнисене те, сӳтсе явма хатӗр.

Куҫарса пулӑш

"Единая Россия" аталанӑвӑн тӗп ҫул-йӗрсене палӑртрӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Конференци пынӑ вӑхӑтра та вӗсем умра тӑракан ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явассинчен пӑрӑнмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

"Единая Россия" аталанӑвӑн тӗп ҫул-йӗрсене палӑртрӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Тӗрлӗ ыйтусене сӳтсе яврӗҫ.

Обсудили разные вопросы.

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

КСМО вара чиновниксемпе ҫыхӑну йӗркеленӗ ҫӗрте те, власть органӗсемпе ыйтусене татса панӑ чух та витӗм кӳме пултарать.

Куҫарса пулӑш

Уявпа сире, яш-кӗрӗм! // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Тӗслӗхрен, хӑш-пӗр ыйтусене мӗнле татса памаллине пӗр организаци лайӑх пӗлет, теприне те пулӑшма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Уявпа сире, яш-кӗрӗм! // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Пӗр-пӗринчен вӗренесси, терминсемпе тӗрӗс усӑ курасси, ӗҫри ҫӗнӗлӗхсемпе паллашасси, компьютерсене «чӑвашлатасси», хаҫатсен ҫумӗнчи литпӗрлешӳсен ӗҫне вӑйлатасси, ҫӗнӗрен йӗркеленнӗ редакцисене методика пулӑшӑвӗ парасси тата ытти ыйтусене сӳтсе яврӗҫ журналистсем.

Перенимание опыта друг у друга, правильное пользование терминами, ознакомление новшествами работы, "очувашивание" компьютеров, активизация работы литературных объединений при газетах, оказание методической помощи вновь организованным редакциям и другие вопросы обсуждались журналистами.

Пушкӑртстанри тӗлпулу // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Тӑлӑх туратсемпе инвалидсем тата ватӑ ҫынсем умӗнче тӑракан мӗнпур ҫивӗч ыйтусене татса парассипе ҫыхӑннӑ мероприятисен планне хатӗрленӗ кунта.

Куҫарса пулӑш

Пысӑк та туслӑ ҫемье // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Лешӗ министрпа калаҫнӑ хыҫҫӑн, тепӗр кунне 11 сехете, канашлӑва энергетика министрӗн заместителӗ ҫитнӗ, 2-мӗш ТЭЦ строительствине хӑвӑртлатма чӑрмантаракан ыйтусене татса пама шантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Строительсем сӳрӗкленсен вырӑнта канашлу ирттерсе, обкомпа Министрсен Совечӗ шайӗнчи ыйтусене хӑй татса парса хӑвӑртлатма пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Мӗн хавхалантарнӑ? Ҫӗнтерӳҫӗсемпе хӑйсемпе тӗл пулса ҫак ыйтусене уҫӑмлатма тӑрӑшрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Парламент ӗҫӗнче социаллӑ блока, чи малтан — ачаллӑ ҫемьесене патшалӑх пулӑшассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене саккун тӗлӗшӗнчен йӗркелесе тӑрассине, пӗлтерӗшлӗ вырӑн уйӑрнӑ.

В парламентской работе отдельным блоком стояли социальные вопросы, а главным — законодательная организация вопросов, связанных с государственной помощью семьям, имеющим детей.

Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Ҫак ыйтусене республика Правительствипе те сӳтсе явнӑ.

Эти вопросы обсуждали и с Правительством Республики.

Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

«Тумла чула шӑтарать, - терӗ Александр Евгеньевич. - Иккӗмӗшӗнче тинех вӑл ыйтусене хуравлама килӗшнӗ».

Куҫарса пулӑш

Тумла чула шӑтарать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Ҫырав пӗтнӗ тӗле ыйтусене хуравлама килӗшменнисен хисепӗ паллӑ пулӗ, - терӗ пресс-конференцие хутшӑннӑ Чӑвашстат ертӳҫи Эльвира Максимова.

Куҫарса пулӑш

Тумла чула шӑтарать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Ҫав хушӑрах унччен пулман ыйтусене те кӗртнӗ: ҫӑмӑллатнӑ кредитпа усӑ курни тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Тумла чула шӑтарать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Росстат ертӳҫи пирӗн республикӑна килнин тӗллевӗ - ял хуҫалӑх ҫыравӗпе кӑсӑкланасси, халӑх шухӑш-кӑмӑлне, ыйтусене мӗнлерех йышӑннине пӗлесси.

Куҫарса пулӑш

Тумла чула шӑтарать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех