Шырав
Шырав ĕçĕ:
Уншӑн кунта пурте — япаласем те, ҫынсем те тӑван пек ҫывӑх пулнӑ: кивӗ, куштӑрканӑ, вӑрҫӑ пуҫланнӑранпа тӗссӗрленнӗ сӑран реглансем, йытӑ тирӗнчен ҫӗленӗ унтӑсем тӑхӑннӑ, хӗвелпе пиҫнӗ; сассисем ҫӗтнӗ савӑнӑҫлӑ ҫынсем — тӑван; авиаци базин сӑмсана ҫуракан вичкӗн те тутлӑрах шӑрши ҫапнӑ сывлӑш, ӑшӑтакан моторсен кӗрлевӗпе тата вӗҫсе каякан самолётсем тикӗссӗн кӗрленӗ сасӑсемпе тулнӑ сывлӑш — тӑван; ҫулланса пӗтнӗ комбинезонсем тӑхӑннӑ, ураран ӳкес пек ывӑнса ҫитнӗ техниксем; хӗвелпе бронза тӗслӗ пуличченех пиҫсе ларнӑ хаяр инструкторсем; метеорологи будкинчи хӗрлӗ питлӗ хӗрсем; команднӑй пункт ҫуртӗнчи кӑмакаран йӑсӑрланса тухакан кӑвак тӗтӗм; зуммерсем нӑйлатни тата телефонсем хыттӑн шӑнкӑртатни; фронта тухса каякансем «асӑнмалӑх» чиксе кайнипе столовӑйсенче кашӑксем ҫитменни; тӗрлӗ тӗслӗ карандашсемпе ҫырнӑ «боевой листоксем», сывлӑшра хӗрсем ҫинчен шухӑшлакан ҫамрӑк лётчиксенчен тӑрӑхласа тунӑ карикатурӑсем; вӗҫмелли уйри самолёт кустӑрмисемпе урлӑ та пирлӗ чӗркелесе пӗтернӗ, шӑнса ларнӑ хӑмӑр тӗслӗ пылчӑк; тӑварлӑрах сӑмахсемпе тата авиаци терминӗсемпе хутӑштарнӑ хаваслӑ калаҫу — ҫаксем пурте уншӑн ҫывӑх, хӑнӑхнӑ япаласем пулнӑ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Манӑн уншӑн хӑрамалла мар, манӑн йӗпенмелли те, шӑнса пӑсӑлмалли те ҫук, — кулса илчӗ Алексей.— У меня перед вами преимущество, мне нечего промачивать и простужать, — усмехнулся Алексей.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Урасене йӗпететпӗр те, ҫула тухса каяс умӑн шӑнса пӑсӑлатпӑр! — кӑмӑлсӑр мӑкӑртатса илчӗ Стручков, хӑйӗн темле савӑнӑҫсӑр шухӑшсем ӑшне путнӑскер.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей хӑй ҫине пысӑк инкек капланса килнине туйса асапланать, анчах урисем юр ӑшӗнче шӑнса ларнӑ, вӗсене туртса кӑларма вӑй ҫитмест.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
1828-мӗш ҫулта, кӗркунне, Иван Петрович шӑнса сивӗ тытнипе чирлерӗ, сивӗ тытни тар чирне куҫрӗ; вара вӑл, ӑна сыватас тӗлӗшпе пирӗн уесри тем тӗрлӗ ӑста, пуринчен ытла шӗпӗн йышши тымарланнӑ чирсенчен сыватма пултаракан лекарь тӑрӑшрӗ пулсан та, вилчӗ.
Издательрен // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Пурнӑҫласа ҫитереймен заданисене ҫӗршер ҫӗнӗ юлташсем туса ҫитерме тытӑнчӗҫ, вӗлернӗ руководительсем вырӑнне урӑххисем тӑчӗҫ, вӗсем вырӑнти организацисене арканса кайма тата пассивлӑн «шӑнса ларма» памарӗҫ.
VIII сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Амӑшӗн пӗчӗкҫеҫ виҫӗ кӗтеслӗ ҫырӑвӗ, ытти салтаксем хӑйсен амӑшӗсенчен илекен ҫырусем пекех, кӗске пулнӑ, вӑл ҫыру ҫурри таран тӑванӗсен саламӗсемпе тулнӑ, — килте, тав турра, пурте йӗркеллӗ пулнӑ ҫинчен, унӑн, Алёшӑн, амӑшӗ пирки пӑшӑрханма кирлӗ марри ҫинчен каланисемпе тулса тӑнӑ, ҫурри — хӑйне упрама, шӑнса пӑсӑласран сыхланма, нимӗҫсен тискер чеелӗхӗнчен асӑрханма (ун ҫинчен амӑшӗ кӳршӗ хӗрарӑмӗсенчен нумай илтнӗ), тата урасене йӗпетме кирлӗ марри ҫинчен ыйтса ҫырнисемпе тулнӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Алексейӑн пӗтӗм кӗлетки шӑнса кайнӑ, вӑл темле пӑчӑртанса ларнӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Йывӑҫ тӑррисем шӑнса хытнӑ, кӑвакрах тӗслӗ тӗтӗмпе тӗтре витӗр шурӑ вулӑллӑ хурӑнсемпе юнашарах ылтӑн хыр вуллисем палӑраҫҫӗ, унта та кунта тӗксӗм чӑрӑш тӑррисем виҫкӗтеслӗн шӗвӗрӗлсе курӑнаҫҫӗ.
18 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей сасартӑк хӑранипе шӑнса кайрӗ: зажигалкӑра бензин пӗтнӗ иккен!Алексей вдруг похолодел от страха: в зажигалке кончился бензин.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей ҫав самантрах ӑшчикӗ темле шӑнса кайнине туйрӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей хӗвел тухсанах, сивӗрен шӑнса чӗтренипе тата ӑшран вӗрилентерсе килнипе, вӑранса кайрӗ.Алексей проснулся с первыми лучами солнца, дрожа от холода и внутреннего озноба.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Шӑнса хытнӑ, ним тутисӗр сало катӑкне ҫӑвара хыпрӗ, ӑна ҫӑтса ярасшӑн пулчӗ, анчах та сало ҫӑварта ирӗлсе кайрӗ; Алексей тинех хӑй хытӑ выҫӑхнине туйса илчӗ те аран ҫеҫ банкӑран хӑпрӗ, анчах та мӗн те пулин хыпса ҫӑтас килнӗрен юр ҫиме пуҫларӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫак туласа пӗтернӗ уй варринче темиҫе танк, ҫӑрттан тирӗ пек улалатса сӑрланӑскерсем, юр кӗрчӗсем хушшине шӑнса ларнӑ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Бензин шӑршиллӗ хускалман ҫын кӗлеткине шӑршласа пӑхсан, упа уҫланкӑ еннелле юлхавлӑн утса кайрӗ, унта ҫакнашкалах хускалман этем кӗлеткисем, юрпа шӑнса хытнӑскерсем, выртнӑ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ваньӑн чӗри тапма чарӑннӑ пекех пулса ҫитрӗ, шӑнса ларнӑ пекех пулса тӑчӗ.
26 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Пӑр пек нӳрлӗ сывлӑшра унӑн ӑшчикки витерех шӑнса кайнӑ.
16 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
— Ну, мӗн шуйттанӗшӗн ҫӗрле ҫапкаланса ҫӳретӗн эсӗ, путсӗр, — тесе кӑшкӑрнӑ нимӗҫӗн хаяр, шӑнса пӑсӑлнӑ сасси.– Ну, какого чёрта ты здесь шляешься ночью, мерзавец! – крикнул немецкий грубый, простуженный голос.
13 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Вӗтлӗхре ҫӗр каҫнӑ, шӑнса кӳтнӗ кураксем вӑраннӑ та выҫҫӑн кранклатса пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна вӗҫе-вӗҫе куҫнӑ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Сигарет тӗтӗмӗпе киленсе ларса, тула аялти тумӗ вӗҫҫӗн анчах тухнӑскер, шӑнса кайнине сисе пуҫларӗ.
Ҫурла уйӑхӗ, ҫӗрле // Николай Андреев. Килти архив