Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑнса (тĕпĕ: шӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малти урисемпе шӑнса хытнӑ юра чакаласа сирпӗтет.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Шӑнса чирлеме те пулать!

Можно замерзнуть и заболеть!

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Пепке шӑнса вилнӗ.

Младенец замёрз и умер.

Ҫулсем тӗрлӗ еннелле авӑнчӗҫ сасартӑк... // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

«Кӗр пӳрте, шӑнса ан тӑр, кунта йӑлтах хам куҫ умӗнче, урамра тепле унта?» — тетчӗ.

"Войди в дом, не мерзни, тут все ж под моим присмотром, не то, что на улице?" - говорил.

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

варвитти, шӑнса пӑсӑлни — груша;

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхшӑн паха квас // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.07.20. 28№

пуҫ ыратни, вӑй-хал чакни, шӑнса пӑсӑлни — палан, мелисса, упа ҫырли /бузина/, клевер.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхшӑн паха квас // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.07.20. 28№

Вӑл тутӑ тытать кӑна мар, шӑнса таврӑнсан чирлесрен те упрать, — ӑс пачӗ кил хуҫи хӗрарӑмӗ.

Он не только придает сытость, но и не дает заболеть, когда простужаешься, - дает совет хозяйка дома.

Чӗлхесӗр Олешкӑна качча кайма хӑраман // Роза Власова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Кӗҫӗн класра вӗреннӗ чухне хӗл кунӗсенче киле саланас умӗн пире, шӑпӑрлансене, шӑнса ан чирлеччӗр тесе Клара Борисовна тумтирӗн ҫӳлти тӳмисене тӳмелесе яратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ каҫ асра юлӗ // Валентина ИЛЬИНА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Катаран шӑнса килекене, выҫса килекене ӑшӑтса канмалӑхне Турӑ татах патӑр!

Да воздаст Господь, замерзшему путнику, идущего из далека, пришедшему голодным, тепла и покоя.

Кил пуҫӗн кӗлли (16) // халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 17 с.

Шӑнса пӑсӑлсан пӗҫернӗ сухан нимӗрне услам ҫупа ҫурмалла хутӑштармалла.

При простуде пюре из варенного лука наполовину развести сливочным маслом.

Чӗрри кӑна мар // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Шӑнса чирлесен.

От простудных заболеваний.

Пухса типӗтетпӗр // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

– Элекҫей, сан мунчара ҫӑвӑнса илмелле пуль, шӑнса пӑсӑлӑн тата.

— Алексей, тебе нужно в бане умыться, а то простудишься.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Кинора кадра пӗрре ӳкернипе ҫырлахмаҫҫӗ, кашнинчех темиҫе хут, тӗрлӗ енчен ӳкереҫҫӗ. Хам пурнӑҫра унашкал шӑнса кӳтнине урӑх астумастӑп та…»

В кино не ограничиваются с одним кадром, в каждый раз несколько раз, с разных сторон. В своей жизни не помню, чтобы так сильно где-то ещё замёрзла..."

Малтанхи чӑваш фильмӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Пӗр шартлама хӗл юр ҫинче шӑнса кӳтнӗ салакайӑк тупнӑ.

Однажды в зимнюю стужу на снегу нашла закоченевшего воробья.

Ӗҫ тумасӑр хулӑ та хуҫаймӑн // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Выҫӑ та шӑнса кӳтнӗскере хӑйсен ҫумне чӑмӑртанӑ салтаксем.

Голодного и замершего, солдаты прижали к себе.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Черченкӗскер шӑнса пӑсӑласран хӑраҫҫӗ.

Боятся простудить хрупкую.

Ашшӗ сусӑр ачине интерната паман // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Шӑнса кайнӑскере киле кайма ирӗк панӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑм тивичченех окоп чавнӑ // Елена ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Час-часах шӑнса пӑсӑлатӑр.

Куҫарса пулӑш

Мӗнле сӗткен килӗшет? // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.04.20. 15№

Шӑнса пӑсӑлнинчен, вирус инфекцийӗнчен сипленме бальзама кунне 4-10 тумлам ӗҫме тата унпа ингаляци тума сӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗр сухӑрӑн сиплӗ хӑвачӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.04.20. 15№

10. Турӑ вӗрнипе пӑр пулать, шыв ҫиелтен шӑнса ларать.

10. От дуновения Божия происходит лед, и поверхность воды сжимается.

Иов 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех