Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шырама (тĕпĕ: шыра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗр вӑл ӑҫта пурӑннине шырама утрӗ.

Девушка пошла искать его дом.

Старикпе хӗр тата хӗвел // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 59–64 стр.

Пӗчӗк ачине астӑвакан никам ҫуккине пӑхмасӑр тухса чупӗччӗ кӑсӑяна шырама, анчах ӑҫта шырамалла-ха ӑна?

Несмотря на то, что за маленькой дочкой некому присмотреть, выбежала бы она сейчас искать птичку, но где её искать?

Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив

Пур ҫын та хускалса кайнӑ, ӑна шырама тусем ҫинелле те, лапамсенелле те чупнӑ, унӑн виллине тупма хӑтланса, шыв ӑшӗнче те шыраса ҫӳренӗ.

Все приняли участие в поисках; Гека искали решительно везде, даже закидывали сети в реку, думая выловить мертвое тело.

35-мӗш сыпӑк. Хисепе тивӗҫлӗ Гек вӑрӑ-хурахсен шайккине кӗрет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӗсем каллех шырама тытӑнчӗҫ.

Они снова начали искать.

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Шыраканӗсем нумайӑшӗ шырама пӑрахнӑ та хӑйсен яланхи ӗҫӗсем патне таврӑннӑ, паллах, ачасем тупӑнас ҫук ӗнтӗ, тесе шутланӑ вӗсем.

Многие из горожан бросили поиски и вернулись к своим обычным делам, говоря, что детей, видно, уж не найти.

32-мӗш сыпӑк. «Тухӑр! Тупӑнчӗҫ!» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Вӗсем пирӗн ҫинчен астуса илсе шырама тухаҫҫӗ-ши?

— Нас хватятся и будут искать!

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Эпӗ эсӗ ҫывӑрнӑшӑн хӗпӗртетӗп, Бекки: халӗ ӗнтӗ эсӗ канса илтӗн, эпир каллех ҫул шырама каятпӑр.

— Я рад, что тебе удалось уснуть, Бекки; теперь ты отдохнула, и мы с тобой найдем дорогу к выходу.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Санӑн Том Сойерна шырама вӑй-хал ҫитекен ҫынсем сахалланса кайрӗҫ ӗнтӗ.

Ах, уж немного осталось таких, кто еще надеется его найти и у кого хватает сил искать дальше!

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Кӑнтӑр тӗлнелле шутсӑр ывӑнса ҫитнӗ ҫынсен ушкӑнӗсем хуланалла таврӑнма пуҫларӗҫ, анчах ҫине тӑрсах тӑрӑшакан граждансем ҫапах шырама пӑрахмарӗҫ-ха.

Еще до полудня отдельные группы измученных людей начали стекаться в городок, но те, у кого остались силы, продолжали поиски.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл васкаса ирхи апат ҫирӗ те Гека шырама тухса утрӗ.

Он наскоро позавтракал, а потом пошел разыскивать Гека.

27-мӗш сыпӑк. Чӗтре-чӗтре хыҫран сыхласа ҫӳрени // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Утравра, пирӗн Джексон утравӗнче, шырама хӑтланса пӑхкалӑпӑр ӗнтӗ.

Мы уж пробовали копать на острове Джексона.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унтан вӑл Бен Роджерса шырама тытӑнчӗ, анчах лешӗ пулӑ тытма тухса кайнӑ.

Он побежал к Вену Роджерсу, но тот ушел ловить рыбу.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл Джо Гарпера шырама тухса утрӗ, анчах ӑнӑҫу пулмарӗ.

Он отправился разыскивать Джо Гарпера, но безуспешно.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Бен Роджерса шырама утрӗ вӑл, Бен чухӑнсем патне кайса ҫӳрет иккен, тӗн кӗнекисемпе тулли карҫинкка сӗтӗрет.

Он разыскал Бена Роджерса, и оказалось, что тот навещает бедных с корзиночкой душеспасительных брошюр.

22-мӗш сыпӑк. Гек Финн Библи вӗренет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Татах та Бекки чӗрине вӗчӗлтеттерес тесе, вӑл ӑна юри шырама утрӗ.

Однако он все время старался разыскать Бекки и нанести ей удар в самое сердце своим поведением.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Юлашкинчен вӗсем индеецсем пулнӑшӑн хӗпӗртесе те кайрӗҫ: халӗ ӗнтӗ вӗсем «ҫухалнӑ ҫӗҫҫе шырама» кайса ҫӳремесӗрех пӑртак турткалама пултараҫҫӗ.

В конце концов они даже порадовались, что стали индейцами, потому что это их кое-чему научило: оказалось, что теперь они могут курить понемножку, не уходя искать потерянный ножик.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унтан ӑна кичем пек пулчӗ те, вӑл юлташӗсене шырама утрӗ.

Потом соскучился и пошел разыскивать своих друзей.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл хӑй кирлӗ мар ӗҫ тунине астуса илчӗ те ҫырнине хуратрӗ, хӑй ҫемҫешке пулнӑшӑн хӑй ҫине ҫилленсе кайрӗ, анчах тӳсеймесӗр ҫав ята тата ҫырчӗ, унтан каллех хуратрӗ, хӑйне илӗртнинчен хӑтӑлас тесе, юлташӗсене шырама танккарӗ.

Он стер написанное и рассердился на себя за такую слабость, но он не в силах был удержаться и снова написал то же самое; потом опять затер это слово ногой и ушел подальше от искушения, собирать остальных пиратов.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн вӑрӑ-хурахсен пӗтӗм шайкки хӑйӑрлӑ ӑшӑх вырӑн патнелле тимӗршапа ҫӑмартисене шырама утрӗ.

После обеда вся шайка отправилась на отмель за черепашьими яйцами.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах киммине пур ҫӗрте те шырама пуҫлассине вӑл пӗлсе тӑчӗ, шырама пуҫласан вара, таркӑнсен йӗрне те тупма пултараҫҫӗ.

Однако он знал, что искать его будут везде и, пожалуй, могут наткнуться на самих пиратов.

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех