Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутрах (тĕпĕ: шут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пире пурне те, ҫав шутрах аттепе аннене те, тен, мана та, нимӗҫсен аллине тытса пама пуль ӗнтӗ?!

Чтоб выдавать всех, и, значит, отца, и мать, а может, и меня?

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Эсир Игоре пултаруллӑ ача тесе шутлатӑр, маншӑн вӑл пӗтӗм класа, ҫав шутрах старостӑна та, ҫултан пӑракан ашкӑнчӑк кӑна.

 — Вы считаете Игоря способным, а для меня он переросток, дурно влияющий на весь класс, в том числе и на старосту.

1961-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫав вӑхӑтрах вӑл хут листисене — вӑл шутрах эпӗ паттӑр капитан ҫинчен сӑвӑ ҫырма пуҫланисене те — тытса илчӗ, вӗсене хуллен шӑлкаласа якатрӗ те каялла, матрац айӗнчи папка ӑшне хучӗ.

Тут он схватил листки, в том числе и те, где были начаты стихи об отважном капитане, осторожно разгладил их и положил обратно под матрац, в папку.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Эпир пурпӗрех виҫме чарӑнмарӑмӑр, ҫекундсене те сасӑпах шутласа пытӑмӑр, текех ӗнтӗ «лаг» вырӑнне те пурте черетӗн, ҫав шутрах адмирал хӑй те тӑчӗ.

Но мы продолжали измерять скорость, вслух отсчитывая секунды, причем «лагом» теперь служили все по очереди, в том числе и адмирал.

X сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Пӗрремӗш отрядӑн ытти виҫӗ звени (ҫав шутрах пирӗн те ӗнтӗ), тата иккӗмӗш отрядри пур ачасен те линейкӑна хӑйӑр сапмалла.

Три других звена первого отряда (значит, в том числе и наше), а также весь второй отряд должны будут посыпать линейку песком.

Хӑйӑр // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 47–57 с.

Вӗсем нимӗне, нимӗнле йывӑрлӑха пӑхмасӑр, ҫав шутрах чи-чи хӑрушшине те, кӗрешеҫҫӗ, шанӑҫне ҫухатмаҫҫӗ.

Это именно те, кто наперекор всему, даже самому страшному, продолжают бороться!

2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Пурте мана хирӗҫ, ҫав шутрах хам сӑмса та!»

Все против меня, даже собственный нос!»

2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ҫав шутрах, ыратнине те.

Даже боли.

7 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

— Ҫав шутрах секретарь кӑлтӑкӗсем ҫинчен те-и?

— В том числе и промахах секретаря?

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫар тата ҫав шутрах эсир те ку хыпара… ӗ-ӗ-ӗ… лӑпкӑн чӑтса ирттерме тивӗҫлӗ…

Армия и вы в том числе должны спокойно перенести это… э-э-э… известие…

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗр ҫынна та, ҫав шутрах офицерсене те, ухтармасӑр хӑвармалла мар.

Поголовный, не исключая и самих офицеров.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Малта пыракан казаксем, вӑл шутрах Григорий те, окопсем патне сиктерсе ҫитрӗҫ, ыттисем таҫта хыҫалта тӗпӗртеттерсе килеҫҫӗ.

Передние, в том числе Григорий, подскакивали к окопам, остальные топотали где-то сзади.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья, пурне те ҫав шутрах Лукерйӑна та юрама тӑрӑшса, тимлӗн ӗҫе тытӑнчӗ.

Аксинья ретиво взялась за службу, всем стараясь угодить, не исключая и Лукерьи.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпӗ ӑна ҫавӑншӑн ҫеҫ качча илтӗм, унпа ҫавӑншӑн ҫеҫ пурӑнтӑм, мана унра ҫавӑ ҫеҫ кирлӗ пулнӑ пулсан, ыттисене вара, ҫав шутрах ҫав музыканта та, вӑл кирлӗ мар-и?

Как же могло не быть то самое простое и понятное, во имя чего я женился на ней, то самое, во имя чего я с нею жил, чего одного в ней нужно было и мне и чего поэтому нужно было и другим и этому музыканту.

XXIV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Ҫынсем пурте, вӑл шутрах арӑмпа Трухачевский те, мана урӑхла курӑна пуҫларӗҫ.

Все те же лица, и в том числе и жена и он, представлялись совсем в другом свете.

XXIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Ун пек пулас пулсан вӑл: «Мӗнпур ачасен, ҫав шутрах ман ачасен пурнӑҫӗпе вилӗмӗ те ҫынсен аллинче мар, турӑ аллинчӗ», тесе шутланӑ пулӗччӗ, вара: ачасем чирлессипе вилесси манӑн алӑраччӗ, анчах эпӗ вӗсене упраймарӑм, тесе асапланман та пулӗччӗ.

Она бы думала, что жизнь и смерть как всех людей, так и ее детей вне власти людей, а во власти только бога, и тогда бы она не мучалась тем, что в ее власти было предотвратить болезни и смерти детей, а она этого не сделала.

XVI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Иван Захарычӗ мӗн калассине вара никам та, ҫав шутрах вӑл хӑй те, пӗлмест, мӗншӗн тесен вӑл хӑй нимӗн те пӗлменнине тата никама та пулӑшма пултарайманнине хӑех лайӑх ӑнланать, ҫапах та хӑйне ӗненме ан пӑрахчӑр тесе тем те хӑтланать.

А что скажет Иван Захарыч, никто не знает, менее всего он сам, потому что он очень хорошо знает, что он ничего не знает и ничему помочь не может, а сам только виляет как попало, чтобы только не перестали верить, что он что-то знает.

XVI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Вӑл каласа панисем тӗресех пулса пынӑ: фронтӑн темиҫе участокӗнче, ҫав шутрах Бородин генералӑн дивизийӗ тӑракан участокра та, нимӗҫ ҫарӗсем пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫни, танксемпе артиллерие малти позицисем патнелле куҫарни палӑрнӑ.

Его показания подтверждались: на нескольких участках фронта, в том числе на участке дивизии генерала Бородина, было замечено передвижение немецких войск, переброска танков и артиллерии к передовым позициям.

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Хӑшӗсем, вӑл шутрах Лукашка та, ура ҫине сиксе тӑчӗҫ.

Некоторые, и Лукашка в том числе, встали и вытянулись.

XXI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Вывескӑсем, вӑл шутрах французла ҫырнисем те, кӳмеллӗ урапасем ҫинчи майрасем, плошадьре тӑракан извозчиксем, бульвар тата бульварпа иртсе пыракан шинельпе шлепкеллӗ господин, вӗсем ҫине ҫаврӑнса пӑхнӑскер, Оленин чунне ыраттармаллипех ыраттарчӗҫ.

Вывески, даже французские вывески, дамы в коляске, извозчики, стоявшие на площади, бульвар и господин в шинели и шляпе, проходивший по бульвару и оглядевший проезжего, — больно подействовали на него.

III // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех