Шырав
Шырав ĕçĕ:
Политовский шултӑра кӑмрӑк муклашкисене тендер хӗрринчен хырса илнӗ пек туса, ӑна пӑртак айккинерех пӑрӑнса ларма ыйтсан, нимӗҫ нимӗн чӗнмесӗрех паровоз будкин алӑкӗ патне аяларах куҫса ларчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Кавалергардсем мӑнтӑр питле, таса, шултӑра халӑх.
Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Унӑн пичӗ ҫине шултӑра ҫӑмӑр тумламӗ ӳкрӗ, анчах вӑл ӑна асӑрхамарӗ те йӑл кулса илсе малалла утрӗ.Крупная капля дождя упала ей на лицо, но она не заметила этого и тихонько, улыбаясь, пошла дальше.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Сасси унӑн чӗтресе илчӗ, пит ҫӑмартисем тӑрӑх шултӑра куҫҫуль тумламӗсем юхса анчӗҫ.Голос его дрогнул, и непривычные крупные слёзы покатились по щекам.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Унта шултӑра саспаллисемпе ҫапла ҫырса хунӑ:
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Хӗр ача чи шултӑра улмана суйласа татса илчӗ.
Улмуҫҫи // Юлия Силэм. Юлия Силэм. Улмуҫҫи: юмах, — вырӑсла Зоя РОманова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2006. — 32 с.
Унӑн тӗксӗм, ырхан мӑйне шултӑра та тулли виҫӗ рет шӑрҫа ыталанӑ; кӑвакарнӑ ҫӳҫпе витӗннӗ пуҫне вӑл хӗрлӗ пӑнчӑллӑ сарӑ тутӑр ҫыхнӑ; унӑн тутӑрӗ тӗссӗрленнӗ куҫӗсем ҫине аннӑ.
Ял // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 28–31 с.
Хӑш чухне туратсем ҫине ыш та нумай кайӑк ларса тулнипе ахаль йӑмра турачӗ те шултӑра хура виноград сапакӗ евӗрлӗ курӑнать.
Ҫӑлӑнӑҫ утравӗ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 77–81 с.
Ӳсеҫҫӗ те ӳсеҫҫӗ симӗс хӑмӑшсем; килеҫҫӗ те килеҫҫӗ кунта шурлӑхсенчен йывӑррӑн пускаласа шултӑра кайӑк-кӑвакалсем; амӑшӗсем хыҫҫӑн, шӑхӑркаласа, сарӑ уралӑ хура кӑвакал чӗпписем тункатасем хушшипе пытанкаласа чупаҫҫӗ.
Шӑркалчӑ чӗпписем // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 55–57 с.
Ну, атте пырать, вӑл хӑй пур ҫӗрте те пулса пӑхнӑ: шултӑра ала витӗр те, вӗтти витӗр те тухнӑ.
XIX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Вӑл пурне те ачашлать — пӗрне йӗрӗнсерех, теприне кӑмӑллӑнтарах; дамӑсем умӗнче «en vrai chevalier fransais» пек чӗвӗлтетет, шултӑра, янӑравлӑ ҫапах та лӑпкӑ, сановнике килӗшӳллӗ кулӑпа пӗр чарӑнми кулать.
XIV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ҫӳлте вӑйлӑ ҫил кӗрлеме, йывӑҫ тӑррисем ӳхӗрме тытӑнчӗҫ, ҫулсем ҫине шултӑра тумламсем шӑпӑртатса тӑкӑнчӗҫ, ҫиҫӗм ялтлатса илчӗ те, аслати авӑтса ячӗ.
Бирюк // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 156–163 с.
Ҫу уйӑхӗн пӗр хӗвеллӗ кунӗнче амӑшӗ Артем ывӑлӗ патне пычӗ те аллисемпе шултӑра кӑтра ҫӳҫне ачашшӑн якатса ӑшшӑн ыйтрӗ:
Пиллӗкмӗш чӗрӗк // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 3,5,7 с.
— Сап-сарӑ, шултӑра…
Лешкас ачисем // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 19–22 с.
Пӗркун, ӑшӑтса ярсан, хӗлӗпе чӳрече хашакӗ хушӑкӗнче тӗлӗрсе выртнӑ пӗр шултӑра шӑна вӑраннӑ та — мӗн тетӗр эсир? — чӗр чун масинчен тухса кайрӗ вӗт, пуҫне йӑлт ҫухатрӗ!
Мерекке // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 9–13 с.
Унта санаторий пулнӑ, хӗрӗх пӗрмӗш ҫулта ӑна бомбӑсемпе аркатса тӑкнӑ: фашистсем Мускава ҫитеймен пирки шултӑра бомбӑсене пӗтӗмпех ҫакӑнта пӑрахса хӑварнӑ.
Курман-илтмен кайӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–28 с.
Шултӑра, кӑпка юр ҫунӑ, чул сарнӑ урапа, лашасен ҫурӑмӗсене, лавҫӑсен ҫӗлӗкӗсене шуратнӑ, ҫавӑнпа сывлӑшра тӗттӗмленсе пынӑҫемӗн япаласем те шурӑрах курӑннӑ.
I. Хӑйне хӑй япӑх тыткаланӑ // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Акӑ пӗр лав юлчӗ, ун ҫине лумсемпе катмаксем ҫеҫ тиенӗ; тимӗрҫ аллинчен тин кӑна тухнӑ вӗсем, вӗр-ҫӗнӗ; акӑ лутра ҫуна ҫине пӗр купа утӑ хунӑ, утӑ ҫинче пӗр ача йывӑррӑн утакан лашасене хӑратса пырать; ак икӗ лав ҫине аврисене те варалайман вӗр-ҫӗнӗ наҫилккасем тиенӗ; хӗреслетсе хунӑ ҫӑнӑхлӑ михсем шуррӑн курӑнса юлаҫҫӗ; акӑ тата лав ҫинче темле каткасем, пичкесем лараҫҫӗ, тӑварланӑ ҫимӗҫсемпе пулмалла, — ҫиелтен шултӑра сарӑ ҫӗрулми купаланӑ; е урапа ӳречи урлӑ тунсӑх куҫӗсемпе сурӑхсем пӑхса пыраҫҫӗ; е ӳпӗнтернӗ хурансем, кастрюльсем курӑнса каяҫҫӗ, ещӗксенче чашӑк-тирӗк шӑкӑртатать; е лавсем хыҫҫӑн, аран ураран ура ирттерсе, ӗнесем пыраҫҫӗ, — обоз хӑй сӗчӗпе каять; е бричкӑсем ҫине хӑмаран ҫапса тунӑ клеткӑсем икшер рет пӗрин хыҫҫӑн теприне лартса тухнӑ, клеткӑсенче туллиех чӑхсемпе хурсем ларнӑ, ытла тӑвӑртан вӗсен сивӗпе хӗрелсе кайнӑ киккирикӗсем хушӑксенчен тухса пынӑ…
XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вара, тӑна кӗнӗ пек, пӗр самант тӑпах тӑчӗ, ҫав вӑхӑтра Грицько кӗсменпе ҫине тӑрса ишме пуҫларӗ, кимӗ хытӑ кайрӗ; акӑ вӑл ҫӑлкуҫсем ҫуркаласа пӗтернӗ чӑнкӑ ту ҫумӗпе иртет, чулсем тӑрӑх, шултӑра куҫҫуль пек, тӑрӑ шыв юхса анать; акӑ кимӗ шыв ҫинче усӑнса тӑракан йывӑҫсен сулхӑнне лекет, ҫынсен пӗшкӗнсе ларма тиврӗ — кимӗ ҫӑра ҫулҫӑсен айӗпе иртет; унтан сарлака шыв варрине тухрӗ, шыв ҫинче сӑрт хыҫӗнчен пӑхакан хӗвел куҫа йӑмӑхтарса ялтӑрать…
XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Тачанкӑн уйрӑмлӑхӗ те вара ҫакӑнта анчах пулас: кайри ларкӑчӑн тул енне сӑрлама юратакан темле ҫын Кубанӗн тепле ӑнланма ҫук кукӑрӗнчи илемлӗ пӗчӗк улӑха ӳкерсе хунӑ, ҫыран хӗрринче икӗ йывӑҫ ларать, картинӑран ҫӳлерех «Красный кавалерист» тесе, шултӑра саспаллисемпе ҫырнӑ.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.