Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шултӑра сăмах пирĕн базăра пур.
шултӑра (тĕпĕ: шултӑра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӑк ҫинче шур ҫырлин (клюквӑн) эрешле турачӗсем сарӑлса тараҫҫӗ, турачӗсем ҫинче хӗп-хӗрлӗ шултӑра ҫырлисем пур.

А на мху стелются узорные веточки клюквы с крупными красными ягодами.

Шурлӑх // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Пысӑк чулсем ҫине пырса ҫапӑнаҫҫӗ, вӗсем урлӑ каҫа-каҫа каяҫҫӗ, шултӑра чулсене хӑйсемпе пӗрле йӑвантарса ҫулӗсем ҫинче кӗмсӗртеттерсе пыраҫҫӗ.

Наскакивают на каменные глыбы, перекатываются через них, тащат с собой крупные камни, громыхают ими по дну.

Ту шывӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Шултӑра саспаллисене унталла-кунталла тӳнтерсе, чарӑну паллисене кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗре лартса, нумай йӑнӑш туса ҫырнӑ пысӑк ҫыру пулчӗ ку.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Унтан чӳречесем ҫине шултӑра ҫумӑр шапӑр! тӑкӑнать.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Тем пек, шултӑра кӑмӑллӑ пулсан та, Ҫеркей, Ҫтаппан Улюк кине вӑрҫнӑ хушӑра шутсӑр чӗре ырататчӗ, шутсӑр ырататчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Унпа ытларах 4 ҫулхи мӑйракаллӑ шултӑра ӗне выльӑхсем чирлени паллӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗне урни // А.СИДОРОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/e%d0%bd%d0% ... %bd%d0%b8/

Чир тухнине мӑйракаллӑ шултӑра ӗне выльӑха кӑшлакан чӗр чунсен аш-какай тирӗнчен тунӑ ҫӑнӑхпа тӑрантарнипе сӑлтавланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗне урни // А.СИДОРОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/e%d0%bd%d0% ... %bd%d0%b8/

Мӑйракаллӑ шултӑра ӗне выльӑх губка евӗрлӗ энцефалопатипе чирлеме пултарать, урӑхла ӑна ӗне урни теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗне урни // А.СИДОРОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/e%d0%bd%d0% ... %bd%d0%b8/

Састӑп хысакӗ ҫине аттипе сулмаклӑн пусса аврине пӑртак тайӑлтарать те, шурӑ шултӑра ҫӗрулмисем шӑкӑр тухса выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Мӑйракаллӑ шултӑра выльӑх шучӗ чакни те пӑшӑрхантарать.

Куҫарса пулӑш

Типӗ курӑка ан ҫунтар // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d1%82%d0%b ... %b0%d1%80/

Йӗри-тавра вӑрман, йывӑҫсем шыв хӗрринех анаҫҫӗ, вӗсен тураттисем ҫинчен йытпырши пек курӑкӑн шултӑра чечекӗсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, ҫакӑнтах илемлӗ хӗрсем.

Куҫарса пулӑш

Ача ҫуртне хупни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пура пӗр хӗрринчен тепӗр хӗррине шултӑра тӑвар ирӗличченех ҫӳрететпӗр «карапсене».

Куҫарса пулӑш

Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпир Шурикпа ҫеҫ шултӑра чие ҫисе курнӑ ҫынсем, анчах ҫак чие те тутлӑ туйӑнать юлташсемпе пӗрле пухса ҫинӗрен.

Куҫарса пулӑш

Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Шултӑра та чӑтма ҫук сарӑ хитре чечеке шанасран эпӗ чечек кӗлти ӑшне пытарнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Шултӑра ҫумӑр чашлаттарма та тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Ку вӑл икӗ ҫул каялла кӑна туса пӗтернӗ сап-сарӑ та шултӑра пӗренесенчен хӑпартнӑ илемлӗ ҫурт.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Шултӑра пӗренесем ҫине пурте йӗркипе ларса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хурӗсем тулӑ пучахӗсене касаҫҫӗ, чӑхсем сиксех сӗлӗ ҫиеҫҫӗ, сыснисем шултӑра хутаҫлӑ пӑрҫана ҫатӑртаттараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 36–39 с.

Вӑл хӗр пак ҫӑмӑллӑн сиксе тӑчӗ, ҫавӑнтах сӗтел ҫинчи шултӑра лимонсене, улмасене сеткӑна тултарма тӑчӗ, анчах тем шутларӗ те вӗсене каяллах вазӑна хучӗ, вара кӗтесре ларакан ещӗкрен вӗтӗреххисене суйласа тултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Кам ҫавӑн пек шултӑра, хӳхӗм улмана виҫ тенкӗлле сутать?

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех