Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шултӑра сăмах пирĕн базăра пур.
шултӑра (тĕпĕ: шултӑра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Путвала ансан, вӑл хунар ҫутипе купӑста-хӑяр, кӑмпа каткисене, варени тултарнӑ пысӑк банкӑсене, пан улми ещӗкӗсене шултӑра ҫӗр улми, кишӗр-кӑшман куписене курчӗ те, унра каллех хуҫа туйӑмӗ, хӑй ҫак пӗтӗм пурлӑхӑн хуҫи иккенне пӗлсе тӑни ытти мӗн пур шухӑш-туйӑма хупласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Кун таврӑнса хӗвел ҫур еннелле сулӑнсан, Лавр Кузьмич пасара ҫур кило таякан шултӑра, тутлӑ, кӗрпеклӗ улма ещӗкӗ-ещӗкӗпе кӑларать.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Сад хӑйӗн симӗс тумне хывсах хывман-ха, акаци, чие тӗмӗсем сип-симӗсех лараҫҫӗ, улмуҫҫисем кӑна чӑл-чал чӑпарланнӑ; вӗсен ҫатрака турачӗсем шап-шурӑ шултӑра улмасем пуснипе ҫӗрелле усӑна-усӑна аннӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӑрманта шултӑра йывӑҫсем тахҫанах ешӗл тумне улӑштарнӑ, унта ҫав тери шӑл, ҫилсӗр ҫанталӑкра тӑп чарӑнса тӑрса итлесен, сарӑхнӑ ҫулҫӑ вӗлтӗртетсе ӳкнине те илтейӗн.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Тултан илсе кӗтӗм те, кӑшт сивви тартӑр тесе, кӑмака умне лартрӑм… халех, — терӗ карчӑк ӑшталанса; кӗҫех вӑл пысӑк чарапа шултӑра сарӑ улма лартса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пирӗн ҫула пӳлсех, пӗр кӗтӳ самӑр, шултӑра сысна «уҫӑлса ҫӳреме» картишнелле йывӑррӑн нӑрӑхлатса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Сирень папакӗсем сарӑлса ҫитнӗ, вӗсем шултӑра, хӑмӑр тӗслӗ, хӑмла пек йӳҫӗ…

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Маргарита Абрамовна Таня умне пӗр пысӑк ваза шултӑра пан улми, тепӗр ваза печени, канфет лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пӳртне шултӑра пӗренерен купаласа тунӑ, ҫине чус витнӗ, хӑмисем час ан ҫӗрччӗр тесе, шӑратнӑ сӑмала шӗвекӗпе витернӗ.

Куҫарса пулӑш

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шултӑра выльӑх пулсан кӳршӗсемпе пӗрлешсе ӗҫлеҫҫӗ, пӗрлешсе апатланаҫҫӗ.

Если забивают крупный скот, селяне объединяются с соседями и тут же накрывают общий стол

III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӗп-хӗрлӗ, шултӑра, тӗклӗ…

Сплошь унизанные спелыми ягодами с нежным сизоватым пушком.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Эп пулсан ӗнтӗ шултӑра шӗшкине валтан хутӑттӑм, — терӗ Янтул.

— А я бы сначала кинул в огонь толстые сучья, а потом… — начал было Яндул.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тата пурте шултӑра.

Взрослых.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Жнейкӑн шултӑра шӑллӑ ҫурли каҫхи сулхӑнран типсе ҫитеймен ыраша утӑм хыҫҫӑн утӑм касса яка платформа ҫине пӑрахрӗ, ҫунат пек ҫаврӑнса хӑлаҫланакан кӗреплесем ӑна ҫӗклем хыҫҫӑн ҫӗклем хӑмӑл ҫине шӑла-шӑла антарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл аллисемпе кӑшман мӗнле шултӑра пулассине кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Шултӑра кӑна, пуклак сӑмсаллӑ сап-сарӑ тулӑ пӗрчӗн-пӗрчӗн суйласа пуҫтарнӑ пек курӑнать.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пилӗк кун система лартрӗҫ, вунӑ кун — пульницаран тухичченех — виҫӗ хутчен хырӑм тирӗнчен укол турӗҫ, ирпе-каҫпа виҫшер шултӑра таблетка ӗҫсе сиплентӗм.

Куҫарса пулӑш

Коронавируспа чирлеместпӗр, вӑл пире пурпӗрех ҫӗнеймест тесе шутлатпӑр, анчах… // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/02/04/%d0%ba%d0% ... %bf%d1%83/

Хир урлӑ каҫрӑмӑр, шур тӑмпа шӑлса шуратнӑ пӳртсем хӑйсен улӑм витнӗ хӑмӑр тӑррисемпе аялта, сӑрт айӗнче хӗсӗнсе ларнӑ шултӑра хурӑн кӑмписен ушкӑнӗ евӗрлӗ курӑнса лараҫҫӗ.

Перешли поле, под горой внизу приткнулись плотно сдвинутые домики деревеньки, и белые мазанки коричневыми соломенными крышами похожи были отсюда на кучку крупных березовых грибов.

VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Вӑйлӑ ҫил шӑхӑрса, ҫӗрте выртакан типӗ ҫулҫӑсене купи-купипе тустарса вӗҫтере пуҫларӗ, ман пит ҫине темиҫе шултӑра ҫумӑр тумламӗсем пырса ҫапӑнчӗҫ.

Налетавшие порывы ветра со свистом поднимали с земли целые груды засохших листьев, несколько крупных капель брызнуло мне в лицо.

VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ҫапах тепӗр икӗ сехетрен вӑл шултӑра саспаллисемпе ҫырса тултарнӑ темиҫе хут листи илсе килчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех