Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тата леререх, вӑрман ҫулӗ тӑрӑх, улалатса сӑрланӑ танксен кӳлеписем патӗнче, снарядсем алтса хӑварнӑ тарӑн шӑтӑксем тавра, кивӗ тункатасем хушшинче, — пур ҫӗрте те салтак вилли йӑванса выртать; хӑшӗ фуфайкӑпа, ваткӑллӑ шӑлаварпа, хӑшӗ вараланса пӗтнӗ симӗс френч тӑхӑннӑ, ытла сивӗ пулнипе, пилоткисене хӑлхи таранах антарса лартнӑ; вӗсен хуҫланса ларнӑ чӗркуҫҫийӗсем, каҫӑртса хунӑ янах шӑммисем юр айӗнчен мӑкӑрӑлса тӑраҫҫӗ; ӑвӑс пек сарӑхса кайнӑ пичӗсем курӑнаҫҫӗ, вӗсене тилӗсем кышланӑ е чакаксемпе ҫӑхансем сӑхса пӗтернӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унӑн ҫыхса тунӑ юбки чӗркуҫҫийӗсем тӗлӗнче тӑсӑлса сарӑлнӑ, уринче унӑн кӑвак резина атӑ пулнӑ.На ней была вязаная, растянувшаяся на коленях юбка и серые резиновые сапоги.
15 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Типсе хӑмӑрланнӑ, хӑрушла пӗркеленсе пӗтнӗ аллисене вӑл чӗркуҫҫийӗсем ҫине хунӑ.Руки лежали на коленях — коричневые, сухие, в ужасных морщинах.
Старикпе хӗр тата хӗвел // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 59–64 стр.
Джо индеец тӑрса ларчӗ, йӗри-тавра пӑхкаларӗ, хӑйӗн юлташӗ ҫине пӑхрӗ те салхуллӑн кулса илчӗ: юлташӗн пуҫӗ чӗркуҫҫийӗсем ҫинеллех усӑнса аннӑ.
26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӑл каласа пӗтерсен, дамӑсем кӗлтунӑ пек аллисене ҫӳлелле ҫӗкле-ҫӗкле илнӗ, унтан ҫавӑнтах халран кайнӑ майлӑ вӗсене чӗркуҫҫийӗсем ҫинелле уснӑ, куҫӗсене хупнӑ, — эпир тӗлӗннине нимӗнле сӑмахпа та калама пултарас ҫук: ку ытла та аван, пирӗн ҫӗршывшӑн ытла та аван-ҫке тесе каласшӑн пулнӑ пекле пуҫӗсене сулланӑ вӗсем.
5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
7. Унтан ӑна сылтӑм аллинчен тытса тӑратнӑ та, лешӗн ури тупанӗсем, чӗркуҫҫийӗсем ҫав самантрах тӗреклӗленнӗ; 8. вӑл ӗнтӗ сиксе тӑнӑ та ҫӳре пуҫланӑ, сиккелесе, Турра мухтаса, вӗсемпе пӗрле Турӑ Ҫуртне кӗнӗ.
Ап ӗҫс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Шӑп ҫавӑн чухне этем ал лаппи курӑнса кайнӑ та патша керменӗн шуратнӑ стени ҫине, ҫутаткӑҫа хирӗҫ, ҫырма пуҫланӑ; патша ҫыракан ал лаппине курнӑ та 6. сӑнран улшӑннӑ, сехӗрленсе ӳкнӗ, алли-ури чӗтрене ернӗ, чӗркуҫҫийӗсем пӗр-пӗринпе ҫапӑнса тӑр-тӑр чӗтренӗ.
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Пурин те аллисем лӑштах усӑнӗҫ, пурин те чӗркуҫҫийӗсем шыв пек чӗтренӗҫ.17. У всех руки опустятся, и у всех колени задрожат, как вода.
Иез 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.