Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чуптума (тĕпĕ: чупту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Инсаров малтан перчетке тӳмисене вӗҫертрӗ, унтан пӗрне туртса хывма пуҫларӗ, ҫурри таран хывсан, перчетке айӗнчи шурӑ, ҫӳхе те ҫемҫе алла хытӑ чуптума пуҫларӗ.

Он принялся сперва расстегивать, потом стаскивать одну перчатку, стащил ее до половины и жадно прильнул губами к забелевшей под нею тонкой и нежной кисти.

XXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Анна Васильевна ӑна, ҫиелтен пӑлханнӑ пек кӑтартса, анчах вӑрттӑн хавасланса кӗтсе илчӗ (вӑл ӑна урӑхла нихҫан та кӗтсе илмен); Стахов вара шлепкине те хывмарӗ, арӑмне сывлӑх сунмарӗ, сӑмах чӗнмесӗрех, Еленӑна чуптума замш перчетке тӑхӑннӑ аллине тӑсса пачӗ.

Анна Васильевна встретила его с наружным волнением и тайною радостью (она его иначе никогда не встречала); он даже шляпы не снял, не поздоровался с нею и молча дал Елене поцеловать свою замшевую перчатку.

XXII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Инсаров унӑн ҫинҫе те хӗрлӗ аллине чуптума тытӑнчӗ.

Он начал горячо целовать ее узкую розовую руку.

XVIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Эпӗ акӑ халех, ҫак минутрах каятӑп, анчах акӑ ҫак фрейлейн, ҫак мадам мар, акӑ ҫакӑ е ҫак (вӑл Еленӑпа Зоя ҫине кӑтартрӗ) мана einen Kuss, эпир нимӗҫле ҫапла калатпӑр, чуптума патӑр; ҫапла; мӗнех вара?

А теперь я сейчас, сей минутой уйду, только вот нушна, штоп эта фрейлейн, не эта мадам, нет, эта не нушна, а вот эта или эта (он указал на Елену и Зою) дала мне einen Kuss, как мы это говорим по-немецки, поцалуйшик, да; что ж?

XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Шубин ӑна чуптума пуҫларӗ; Увар Иванович Шубина тӗртсе ячӗ.

Шубин бросился его целовать; он оттолкнул его.

XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Аллӑра чуптума ирӗк парсамӑр.

Дайте мне вашу ручку поцеловать.

VIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

— Ҫапах та чуптума пӗлместӗн эсӗ, — тунсӑхлӑн каларӗ вӑл мана кайран.

— А целоваться ты не умеешь, — грустно сказала она потом.

1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫапла вӑл ачисене пӗр вӗҫӗмсӗр чуптума пуҫларӗ.

И он осыпал своих детей поцелуями.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Систермесӗр Гленарван патне ҫитсе вӑл тӗттӗм ҫӗрте тӑпраллӑ алла хыпашласа тупрӗ, ӑна чарӑнайми чуптума пуҫларӗ.

Скользнув неслышно к Гленарвану, она нашла в темноте запачканную землёй руку и осыпала её поцелуями.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Малалла «ҫӗрӗлле», «почтальонла» выляма пуҫларӗҫ, кашни вӑййинчех чуптумалли пырса тухать, «почтальонла» тенинче вара чуптума та ҫутӑ веранда ҫинче мар, пӳлӗме кӗрсе чуптумалла, чуптунӑ чухне ҫутта сӳнтермелле.

Потом шла игра в «колечко», в «почтальоны», и каждая из них обязательно сопровождалась поцелуями, причем в «почтальоне», чтобы избежать общественного надзора, поцелуи переносились из освещенной веранды в комнату, где на это время тушился свет.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Мисс Грант йӗрсе ячӗ, унӑн шӑлнӗ Роберт Элен патне чупса пычӗ те, ӑна алӑран чуптума пикенчӗ.

Мисс Грант разрыдалась, её брат Роберт кинулся к Элен, чтобы поцеловать её руки.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Мисс Грант, мисс Грант! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Элен, ҫамрӑк хӗрачана хӑй патнелле ҫавӑрса илсе, ӑна вӗҫӗ-хӗррисӗр чуптума пуҫларӗ.

— Мисс Грант, мисс Грант! — воскликнула Элен, привлекая к себе молодую девушку и осыпая её поцелуями.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл хӑйне чуптума чармасть вӗт.

Ведь позволяет она себя целовать.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Костя Лисука чуптума тӑрать.

(Костя Ххчет поцеловать Лизу.

Саккӑрмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

Ыталама, чуптума пуҫлать.)

Целует, ласкает.)

Тӑваттӑмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

Кӑҫех туй-ҫуй та кӗрлеттерме тивӗ те, ху мӗнле чуптума пултарнине кӑтартса пар-ха!

Глядишь, и свадьба не за горами, так что давай покажи, на что ты способен!

Иккӗмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

Вӑл, нимӗн ӑнланмасӑр малти пӳлӗмрен тухса, тӳрех Анна Сергеевна урисем патне ӳкрӗ, ӑсран кайнӑ ҫын пек унӑн платьине чуптума тытӑнчӗ.

Она, ничего не понимая, тут же в передней упала к ногам Анны Сергеевны и начала, как безумная, целовать ее платье.

XXVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Феничка чӗтресе кайрӗ, икӗ аллипе те Базаров кӑкӑрӗ ҫине тӗревленчӗ, анчах, вӑйсӑррӑн тӗревленнӗ май, ӑна Базаровӑн каллех чуптума май пулчӗ.

Фенечка дрогнула, уперлась обеими руками в его грудь, но уперлась слабо, и он мог возобновить и продлить свой поцелуй.

XXIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Николай Петрович аллине чуптума паман, унӑн тайнӑ пуҫне вӑтанкаласа хӑй чуптуса илнӗ.

Николай Петрович не дал ей своей руки и, сконфузившись, сам поцеловал ее в наклоненную голову, в пробор.

VIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Унӑн амӑшӗ, Колязинсен таврашӗнчен тухнӑскер, «матушка-командиршӑсен» шутӗнче тӑнӑ, хӗр чухне ӑна Agathe тенӗ, генерал арӑмӗ пулсан — Агафоклея Кузьминишна, тесе чӗннӗ; вӑл кӑпӑшка чепецсем тата чӑштӑртатса тӑракан пурҫӑн кӗпесем тӑхӑнса ҫӳренӗ, чиркӳре хӗрес чуптума пуринчен малтан пынӑ, калаҫасса нумай та хыттӑн калаҫнӑ, ирсерен ачисене хӑй аллине чуптутарнӑ, ҫывӑрма выртнӑ чухне вӗсене пилленӗ, — пӗр сӑмахпа каласан, хӑй кӑмӑлне килентерсе пурӑннӑ.

Родительница его, из фамилии Колязиных, в девицах Agathe, а в генеральшах Агафоклея Кузьминишна Кирсанова, принадлежала к числу «матушек-командирш», носила пышные чепцы и шумные шелковые платья, в церкви подходила первая ко кресту, говорила громко и много, допускала детей утром к ручке, на ночь их благословляла, — словом, жила в свое удовольствие.

I // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех