Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чуптума (тĕпĕ: чупту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сана, сана ҫеҫ, — терӗ те Ася каллех, Гагин мӑйӗнчен уртӑнса, ӗсӗкле-ӗсӗкле, ӑна чуптума, унӑн кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртанма тытӑнчӗ:

— Тебя, тебя одного, — повторила она, бросилась ему на шею и с судорожными рыданиями начала целовать его и прижиматься к его груди.

VI // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.

Куратӑр-и, ҫамрӑк ҫыннӑм, эпир фантла вылятпӑр; княжнана штраф турӑмӑр — кама телейлӗ билет тухать, вӑл княжна аллине чуптума право илет.

Видите ли, молодой человек, мы играем в фанты; княжна подверглась штрафу, и тот, кому вынется счастливый билет, будет иметь право поцеловать у ней ручку.

VII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

— Кушак ҫури илсе килнӗшӗн аллӑра чуптума ирӗк парсамӑр, — терӗ гусар, кулкаласа, вара вӗр-ҫӗнӗ мундир тӑвӑрлакан тулли кӗлеткипе малалла туртӑнчӗ.

— За котенка — ручку, — проговорил гусар, осклабясь и передернув всем своим могучим телом, туго затянутым в новый мундир.

IV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

— Йӗксӗк! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ Шиллер ҫилленсе ҫитнипе, — мӗнле эсӗ манӑн арӑма чуптума хӑятӑн?

— Грубиян! — закричал он в величайшем негодовании, — как ты смеешь целовать мою жену?

Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

Вӑл ура ҫӗклесе тӑнине ытараймасӑр Пирогов ӑна чуптума тытӑнчӗ.

Это положение так восхитило Пирогова, что он бросился ее целовать.

Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

Сана чуптума вара вӑрҫӑ пӗтиччен… юрать-и?

А поцеловать тебя до окончания войны… можно?

Саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Васька чуптума кӑна мар, ачашланине те чӑтса тӑма пултарайман.

Васька не только целоваться — никаких ласк не терпел.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Кантӑк витӗр такамӑн салху сӑнне чуптума хушрӗҫ мана карчӑксем.

Старушки велели мне поцеловать сквозь стекло чьё-то печальное лицо.

Тӗнче хӗрри шырама тухса кайни // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 119–126 с.

Аксинья тутӑр ҫыхса хӑтланнипе усӑ курса, вӑл ӑна кӗске, анчах вӑйлӑ аллипе ытамласа тытрӗ те, хӑй ҫумнелле карт туртса илсе, чуптума пикенчӗ.

Воспользовавшись тем, что Аксинья покрывалась, он куцей, но сильной рукой обнял ее, рывком притянул к себе и хотел поцеловать.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ильинична, тути хӗррисене саппун аркипе шӑлкаласа, «аслӑ улне» чуптума хӑтӗрленчӗ.

Ильинична, вытирая завеской губы, готовилась целовать «старшенького».

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл ӑна, савӑннӑ та хӑранӑскерне, утиялӗ-мӗнӗпе ҫӑмӑл кӑна ҫӗклесе, унӑн кулса тӑран тутине, хупӑннӑ та анчах пурне те куракан куҫӗсене, пӗчӗк ҫемҫе хӑлхисене чуптума пуҫларӗ: вӑл ӑна, ҫулҫӳрен ҫын ӑш хыпса ҫитсен сасартӑк ҫӑлкуҫӗ курса тӑранайми шыв ӗҫнӗ пек, васкаса чуптунӑ.

Он легко, вместе с одеялом, приподнял ее, обрадованную и испуганную, и стал целовать и ее улыбающиеся губы, и ее закрытые, но все видящие глаза, и ее уши, маленькие и мягкие; целовал торопливо и с той ненасытной жадностью, с какой уставший, томимый жаждой путник пьет воду, добравшись до родника.

XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ирина чуптума пӗшкӗннӗ пек, анчах хӑранӑ пек туйӑнчӗ ӑна.

Ирина склонилась над ним, точно хотела поцеловать его.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Анфисӑпа Ҫемене купа ҫинче питӗ сахал ларнӑ пек, чуптума та ӗлкӗреймен пек, ним ҫинчен те калаҫман пек туйӑнчӗ — каҫ иртсе те кайрӗ, вӑрман хыҫӗнче шурӑмпуҫ хӗреле пуҫларӗ…

Анфисе и Семену казалось, что они только на минуту присели у копны, будто и не целовались, и ни о чем не говорили, а ночь пролетела, и за лесом загорелась заря…

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫемен Анфисӑн чӑмӑркка пуҫне хӑш вӑхӑтра тытса чӑмӑртанине те астуса юлмарӗ, утӑ купи ҫине тутри ӳкнине те курмарӗ, хӑйӗн кулса тӑракан вӗри тутипе чуптума тытӑнсан, ури айӗнчи ҫӗр хускалнӑ пек, чӗтреннӗ пек туйӑнса кайрӗ ӑна…

Семен не помнил, как сжал ладонями ее маленькую голову, не видел, как на копну упала косынка, он стал целовать ее смеющиеся горячие губы, и земля под ним точно зашаталась и закружилась…

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тимӗр тӑлӑллӑ ҫын каллех чӗркуҫленет, генерал аллине чуптума пуҫлать.

Колодник бросился целовать генеральскую руку:

Хӑрушӑ ҫын // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

— Пуҫлать вара ачана ыталама, чуптума, лӑпкама.

— И ну обнимать, целовать и ласкать мальчика.

Вавилӑпа ыттисем // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Григорий сулахай аллипе ашшӗне ыталаса илчӗ, сылтӑммине Дуняша чуптума тытӑнчӗ.

Григорий левой рукой обнимал отца, правую целовала Дуняшка.

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унтан вӑл пӑшӑлтатма тытӑнчӗ, вара, сас-чӗвсӗр йӗрекен Аксинья пӗтӗм кӗлеткипе чӗтренине, ӗсӗклесех йӗме пуҫланине илтсе, унӑн куҫҫулӗпе йӗпеннӗ питҫӑмартийӗсене, куҫӗсене чуптума тытӑнчӗ…

Он перешел на шепот и, слыша, как Аксинья вся сотрясается в заглушенном плаче и плач переходит в рыдание, стал целовать ее мокрые от слез щеки, глаза…

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Атте йӗрет, манпа чуптума кармашӑнать.

Отец плакал и лез целоваться, а нос в соплях.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий ӑна хӑюсӑррӑн хӑй патне туртса илчӗ, чуптума пикенчӗ, анчах та Наталья пӗтӗм вӑйранах аллисемпе ун кӑкӑрӗнчен тӗртрӗ те, ҫӗмӗрт хулӑ пек хыҫалалла авӑнса ӳксе, куҫӗсемпе чӳрече еннелле хӑравҫӑллӑн кӑтартрӗ.

Григорий нерешительно притянул ее к себе, хотел поцеловать, но она с силой уперлась руками ему в грудь, гибко перегнулась назад и со страхом метнула глазами на окна.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех