Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чечексен (тĕпĕ: чечек) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр вырӑнта тытӑнса тӑче те Роза чечексен ретне васкарӗ.

Сперва Роза приостановилась, но потом прямиком направилась на цветочный ряд.

Кӗл чечексем // Валентина Элиме. Килти архив

Чечексен ретне ҫитсе тӑчӗҫ.

Подошли к цветочному ряду.

Кӗл чечексем // Валентина Элиме. Килти архив

Чечексен йӑлтӑртатакан ҫутти.

Слюдяной блеск лиловых иммортелей.

III. Ҫеҫенхирте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пралукран тунӑ чечексен тунисем вӗҫӗнче илемлӗ розӑсем сулланса тӑнӑ, бубен ҫумӗнче пурҫӑн лентӑсем вӗлкӗшнӗ.

Качались на проволочных стеблях искусственные розы, струились шелковые ленты бубна.

I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Унӑн аллинче пӗтӗмпех татса, тӑпӑлтарса пӗтернӗ чечексен букечӗ пулнӑ.

В руках у нее был совершенно ощипанный букет.

5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Вӗсен ячӗпе лартнӑ палӑк умне ялта пурӑнакансем Ҫӗнтерӳ кунӗнче ҫуллен чечексен кӑшӑлне хураҫҫӗ.

К установленному в их честь памятнику жители деревни в день Победы возлагают венки.

Артиллерист // А. БЕЛОВ. http://www.zp21rus.ru/obshchestvo/3561-artillerist

Ҫуллахи ырӑ сывлӑш, ним сас-чӗвӗсӗр шӑплӑх, чечексен ырӑ шӑрши, пыл хурчӗсен сӗрлевӗ Полли мӑнаккӑшне пусса ҫитернӗ: вӑл алла ӗҫ тытнипех тӗлӗрсе ыйхӑласа ларать, мӗншен тесен унпа пӗрле юлташ шутӗнче пӗр кушак аҫи анчах, вӑл та пулин унӑн чӗрҫинче тӗлӗрсе выртать.

Мягкий летний воздух, успокаивающая тишина, запах цветов и усыпляющее гудение пчел оказали свое действие, и она задремала над вязаньем, потому что разговаривать ей было не с кем, кроме кошки, да и та спала у нее на коленях.

3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫурт умӗнчи, сад пахчинчи, пӳрт ӑшчиккинчи чечексен илемӗ пурне те хӑй патне илӗртет.

Красота приусадебных, садовых, комнатных цветов заманивает к себе всех.

Телейӗ — юратнӑ ӗҫре // Р. ПАВЛОВА, С. ФРОЛОВА. «Авангард», 2019.05.06

Вилтӑпри чӗрӗ чечексен айне юлчӗ...

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Элекҫей аллинче уйри чечексен ҫыххи.

В руках Алексея букет полевых цветов.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Унашкаллисем питӗ йӑнӑшаҫҫӗ: «Муркаш хутлӑхӗ — тӗлӗнмелле вырӑн. Курӑксемпе чечексен ытарайми шӑрши, пӑр пек сивӗ ҫӑлкуҫран шӑнкӑртатса юхакан шывӗ, чӑрӑшсемпе хурӑнсен пӑшӑлтатӑвӗ хӑй мӗне тӑрать. Ҫыннисем тата!

Куҫарса пулӑш

Ҫитсе курӑр Муркаш тӑрӑхне // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ытарайми чечексен композицийӗнчен куҫа илме ҫук, ӑна культура ҫуртӗнче тӑрӑшакан Н.Муллина хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ӗҫпе илемлӗ // Глафира ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех