Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн куҫа шартаракан ирхи кантӑкӗ ешӗллӗн ҫиҫсе вылять; ҫуртри сивлек капӑрлӑха уҫӑмлантарса, ҫемҫетсе-йӑвашлатса яра-кан йӑлтӑрун тӳлек хӗпӗртӗвӗпе пӗрле залра чечексен нӳрлӗ шӑрши сарӑлнӑ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Чечексен хӑйне евӗрлӗ пит-куҫне, вӗсен тунисен чӑлханӑвне сӑнанӑ май Ассоле унта ҫынсен хусканӑвӗсем-шухӑшӗсем пур пек туйӑнать: вӗсем тӗрлӗрен лараҫҫӗ, темӗн тума ӑнтӑлаҫҫӗ, вырӑнтан вырӑна куҫасшӑн, кашниех тӗрлӗ шухӑшпа тӗмсӗлет; халӗ Ассоле уй шӑшийӗсем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн утни, тыркассен балӗ е ҫывӑракан гнома хуклатса хӑратакан чӗрӗпӗн кӑнттам хаваслӑхӗ пӗртте тӗлӗнтермӗччӗҫ.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Тӳпери ҫӑлтӑрсем, симӗс курӑк, чечексен шӑрши чуна хумхантарать.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Манӑн ҫеҫенхирелле каяс килчӗ, — унта халӗ, чечексен тунисен ҫинче сулкаланса, шӑрчӑксем чӗриклетеҫҫӗ, армути шӑрши кӗрет, пӗр пӗлӗтсӗр таса тӳпере тӑрисем шӑрантараҫҫӗ.
3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Унтан хӗрлӗ хут листине шӑлса якатрӗ, Китайра мӗнпур чечексен патши тесе шутлакан пион чечеке касса пачӗ.
XIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ҫил чечексен вӑррине вӗҫтерсе килет те, ҫав вӑрлӑх ҫуртсен тӑррине те ӳксе юлать.
II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вӗсем хуллен силленнипе, сывлӑшра тӗрлӗ-тӗрлӗ чечексен шупка мӗлкийӗсем вӗҫсе ҫӳренӗн туйӑннӑ.Они тихо колебались, и казалось, что в воздухе летают бледные тени цветов.
VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сасартӑк мана каҫхи кӑвак Днепр тӑрӑх чӗрӗ чечексен ҫыххисем шуса аннӑ пек туйӑнчӗҫ.И мне вдруг почудилось, что по синему вечернему Днепру плывут живые букеты цветов.
Ҫуркунне // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Скоморощински ҫырминче, иккӗмӗш пӗве хыҫӗнче, чечексен шӑрши сӑмсана кӑтӑклать.В Скоморощинской балке за вторым ставком плавал аромат цветущего воронца.
6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Вӑл ҫеҫенхиртен сарӑ, шупка, кӗрен чечексен тутлӑ шӑршипе хутӑшса каять.Он смешивался с медовым запахом желтой сурепы и бледно-розовых граммофончиков.
4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Йӑлӑхтармӑш ҫемӗ, чечексен пӑчӑлӑхӗ, техӗмлӗ эрех, — ҫаксем пурте харама ҫеҫ.Томительная музыка, духота цветов, пряное вино, — всё это было совсем напрасно.
Лось пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Колоннӑсен ҫумӗнчи ҫӳллӗ савӑтсенче чечексен йывӑр пӑчӑлӑхӗ сисӗнет.
Лось пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Аэлита туалет куҫ кӗски умне ларчӗ, ҫӳҫне тирпейлерӗ, малтан — тутлӑ шӑршӑллӑ ҫупа, унтан чечексен эссенцийӗпе питне, мӑйне, аллисене сӗрчӗ, хӑйне ҫамки айӗн пӑхса хакларӗ те ӑмӑрланчӗ, экранлӑ пӗчӗк сӗтеле куҫарса цифрӑллӑ хӑмана ҫутрӗ.
Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Лось пуҫне сулласа илчӗ, унтан пысӑк чечексен ӑвӑс тӗслӗ, сенкер, янкӑр ҫуначӗсене аллипе перӗнсе шухӑшлӑн евитлерӗ:
Тӗтреллӗ шарик // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Лось алӑка яриех уҫрӗ те унта — йӑрӑм-йӑрӑмлӑ мӑнтӑркка, — хырӑмӗ тӗлӗнче сывлӑмпа исленнӗ сенкер чечексен ҫӗклемне икӗ аллипе те тытса тӑрать.
Кану // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Лӗпӗшсем, пит ҫине писев пек сӗрмешкӗн, чечексен тусанӗсене илсе пырса панӑ.
Сенкер ҫӳҫлӗ хӗрача Буратинона вилӗмрен ҫӑлса хӑварать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Занавескӑсемпе чечексен каррисем витӗр эпӗ кураттӑм: пӳлӗмсем тӑрӑх офицерсен яштака кӗлеткисем куҫса ҫӳретчӗҫ, ҫаврака майор йӑваланса утатчӗ, вӑл тӗлӗнмелле простӑ та илемлӗ тумланнӑскерччӗ, ярӑнса ҫӳретчӗ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫемҫе те хитре сӗтел-пукан нумай ларнӑран пӳлӗмӗнче, кайӑк йӑвинчи пек, тӑвӑрччӗ, чӳречисене чечексен ҫӑра симӗс ҫулҫисем картласа ишнӗ, тӗттӗмрех ҫӗрте кӑмакан юр пек шурӑ изразцисем йӑлтӑртататчӗҫ, кӑмакапа юнашар хура рояль йӑлкӑшса ларатчӗ, стенасем ҫинчен тата рамӑсен тӗксӗм ылтӑнӗ ӑшӗнчен темле хурарах тӗслӗ хутсем пӑхса тӑратчӗҫ, славян ҫырӑвӗн шултра саспаллийӗсем унта чалӑшшӑн сапаланса пӗтнӗччӗ, тата кашни хучӗ айӗнче те кантра ҫинче тӗксӗм те пысӑк пичет ҫакӑнса тӑратчӗ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Унтан темле чечексен тутлӑ та ҫирӗп шӑрши кӗретчӗ, лаша тарӗн шӑрши унпа темле хутшӑнса тӑратчӗ.От неё исходил сладкий, крепкий запах каких-то цветов, с ним странно сливался запах лошадиного пота.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пӳлӗме ҫак шанакан чечексен тутлӑ шӑрши сисӗнмеллех тулчӗ.
15 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.