Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

черетре (тĕпĕ: черет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫынсене вӗлернин калама ҫук ирсӗр картини, вилекенсем кӑшкӑрни тата хӑрӑлтатса сывлани, черетре тӑракансем ӳлесе ҫухӑрни — ҫак чӑтма ҫук хӑрушӑ, чуна тӑвӑнтаракан тискерлӗхе курни халӑх ушкӑнне часах салатса ячӗ.

Отвратительнейшая картина уничтожения, крики и хрипы умирающих, рев тех, кто дожидался очереди, — все это безмерно жуткое, потрясающее зрелище разогнало людей.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ун патӗнче унта Нестӗрсӗр пуҫнех вуннӑн черетре!

— Там у ней без Нестера десятеро!

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Черетре сурӑхсем тӑраҫҫӗ.

На очереди овцы.

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӗр казак, юлташӗсем ҫине пӑхмасӑрах, тутине чалӑштарса кулса илчӗ, унтан черетре тӑракан казака вырӑн парса, стена патне кайса тӑчӗ.

Один из казаков, не глядя на товарищей, криво улыбаясь, отошел к стене, уступая место очередному.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Колхоз пурнӑҫне электричество епле пысӑк вӑй-хӑват парса тӑнине нумай районсен тӗслӗхӗсенчен курма пулать, кунта вара черетре акӑ мӗнле задача тӑрать: кашни колхознике техникӑна вӗрентмелле.

На примере многих районов видно, какой мощной силой входит электричество в жизнь колхозов, и тут на очереди стоит задача: дать каждому колхознику минимум технических знаний.

XX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Унӑн пит-куҫне сухал пуснӑ, кӑштах курпунланса ҫӳрекенскер, чӑтӑмне ҫухатмасӑр, пуринпе пӗрле магазинсем умӗнче черетре тӑнӑ, магазинран илнӗ тӑварлӑ камса пичкине хӑй килне кустарса кайнӑ; туйипе тротуар плитине, шаккакаласа, урамри иртен-ҫӳренсем хушшинче сыхӑ ҫӳренӗ.

Обросший бородой, согбенный, он терпеливо стоял вместе со всеми в очередях у магазинов, катил к себе домой полученный бочонок с соленой камсой; постукивая палочкой по плитам тротуара, осторожно пробирался среди прохожих на улицах.

Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Черетре кӗнекесем тата та пур — Антон Чеховӑн калавӗсем, А. Мусатовӑн «Стожарӗ», Иван Вазовӑн (пӑлхар ҫыравҫи) «Пусмӑрта» хайлавӗсем.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ авӑн уйӑхӗнче рекорда ҫӗнетрӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/23215.html

Черетре Н.И. Ашмаринӑн 3-мӗш тата 5-мӗш томӗсем тӑраҫҫӗ.

На очереди находятся 3-ий и 5-ый тома словаря Ашмарина.

Сӑмахсарсен сайчӗ ҫӗнӗ словарьпе пуянланчӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/23064.html

Эпир черетре те тӑратпӑр, юр тасататпӑр.

Мы дежурили в очередях. Мы нанимались к буржуям сгребать снег с панелей перед домами:

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пирӗн задача халӗ – кашни отрасль енӗпе ҫак схемӑпа ӗҫлесси, черетре косметологсем.

Куҫарса пулӑш

Юлия Райнвайн: «закон маншӑн усӑллӑ пулчӗ» // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.05.30

Паянхи куна тата пӗр салтак арӑмӗ черетре тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пуҫ таятпӑр ветерансем умӗнче! // В.ЯРАБАЕВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.08

Черетре - ҫурхи тӗш тырӑ культурисем.

Куҫарса пулӑш

Кӗр тырри выраҫҫӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.29

Участоксенче ҫын нумай пулнӑран черетре тӑма тивни те суйлавҫӑсен кӑмӑлне хуҫмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Бюллетень илес текен нумай пулнӑран республика Пуҫлӑхӗн те черетре тӑма тиврӗ, ҫак хушӑра вӑл ҫынсемпе калаҫрӗ, вӗсен шухӑш-кӑмӑлӗ пирки ыйтса пӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Хӑнасем хӑйсен пепкисене ача садне вырнаҫтарас тесен чылай хушӑ черетре тӑма тивнине те аса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Хамӑн та ача садне ҫӳрес килсе кайрӗ…» // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Черетре тӑракансен ыйтӑвне тивӗҫтерсе патшалӑх программине пурнӑҫласа кӑҫал Урмаелӗнчи, Комсомольскинчи, Тукай Мишерӗнчи ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсене ял ҫӗрӗсен шутне куҫарса, вӗсене нумай ачаллӑ ҫемьесене валеҫсе памалла.

Куҫарса пулӑш

Район ҫыннисемпе тӗл пулса ыйтусене уҫӑмлатнӑ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Паян черетре 1,5 пин ытла ял ҫӗрӗнчи специалист тӑрать.

Сегодня в очереди стоят 1,5 тыс. сельских специалистов.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

«Унӑн варринчи ҫуртсенчен нумайӑшӗ ишӗлсе-арканса пӗтнӗччӗ. Хула хӗрринче чиперех лараканнисем те, 1-2 хутлисем, пурччӗ. Вырӑнти халӑх пирӗнпе тӗл пулсан хирӗҫместчӗ. Ун чухне пирӗн салтаксене поход кухнисенче апат ҫитеретчӗҫ, вӗсем хыҫҫӑн яшка ҫиес тесе черетре нимӗҫсем те тӑратчӗҫ: малта — ачасем, хыҫалта — аслисем. Нимӗҫ халӑхӗ те вӑрҫа пула выҫӑпа аптранӑ ҫав», — чунне уҫрӗ «Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн», «Берлина ҫӗнтернӗшӗн» тата ытти медале тивӗҫнӗскер.

"В его центре многие здания были разрушены. На окраине города были и целые, 1-2 этажные. Местные жители при встрече с нами не конфликтовали. В то время наших солдат кормили в походных кухнях, за ними в очереди за супом и немцы стояли: впереди - дети, затем - взрослые. И немецкий народ наверно из-за войны страдал от голода", - раскрыл душу удостоившийся медалей "За боевые заслуги", "За победу над Германией" и других.

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Пурӑнмалли ҫурт-йӗре лайӑхлатмалли черетре вӑрҫӑ ветеранӗсемпе вӗсен ҫемйисенчи ҫынсем 203-ӗн тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Продукцие пирӗн ют ҫӗршывсене те сутмалла // А.ЛЬВОВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

Хальлӗхе бизнес ҫыннисем ахаль граждансемпе пӗрлех МФЦна ҫӳреҫҫӗ, пӗр черетре тӑраҫҫӗ — вӗсене уйӑрсан лайӑх пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех