Шырав
Шырав ĕçĕ:
45. Анчах вӗсем ҫав сӑмаха ӑнланайман: вӗсемшӗн вӑл пӗлмелле мар пулнӑ, вӗсем ӑна пӗлеймесӗрех юлнӑ; ҫавӑн ҫинчен Хӑйӗнчен ыйтма хӑранӑ.
Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӗсем ҫав ытарӑша хӑйсем ҫинчен каланине ӑнланса илнӗ те Ӑна тытма тӑрӑшнӑ, анчах халӑхран хӑранӑ; вара вӗсем Ун патӗнчен пӑрахса кайнӑ.
Мк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. «Этемрен» теме халӑхран хӑранӑ, мӗншӗн тесессӗн Иоана пурте чӑн пророк тесе хисепленӗ.32. а сказать: от человеков - боялись народа, потому что все полагали, что Иоанн точно был пророк.
Мк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫавна кӗнекеҫӗсемпе аслӑ священниксем илтнӗ те Ӑна епле те пулин пӗтерме май шыранӑ, мӗншӗн тесессӗн Унӑн вӗрентӗвӗнчен пӗтӗм халӑх тӗлӗннӗрен вӗсем Унран хӑранӑ.
Мк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ҫул ҫинче, Иерусалималла улӑхнӑ чухне, Иисус ӗнтӗ вӗренекенӗсен умӗнчен утса пынӑ, лешӗсем сехӗрленсех ӳкнӗ, вӗсемпе пӗрле пыракансем те питӗ хӑранӑ.
Мк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Анчах та вӗсем ҫав сӑмахсене ӑнланайман, Хӑйӗнчен ыйтма хӑранӑ.
Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Иродиада ӗнтӗ Иоана курайман, ӑна вӗлерттересшӗн пулнӑ, анчах апла тума пултарайман, 20. мӗншӗн тесессӗн, Иоанн сӑваплӑ, таса ҫын иккенне пӗлсе, Ирод Иоанран хӑранӑ, ӑна хӳтӗленӗ; ӗҫӗсене те нумайӑшне Иоанн канашланӑ пек тунӑ, вӑл каланине кӑмӑлласах итленӗ.
Мк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Унӑн ытарӑшӗсене илтсессӗн аслӑ священниксемпе фарисейсем Вӑл хӑйсем ҫинчен каланине ӑнланса илнӗ, 46. вӗсем Ӑна ярса тытасшӑн пулнӑ, анчах халӑхран хӑранӑ, мӗншӗн тесессӗн Ӑна пророк тесе хисепленӗ.
Мф 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫакна илтсен вӗренекенӗсем ӳпне ӳкнӗ, вӗсем питӗ хӑранӑ.6. И, услышав, ученики пали на лица свои и очень испугались.
Мф 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ирод ӑна вӗлересшӗн те пулнӑ, анчах халӑхран хӑранӑ: халӑх Иоана пророк тесе хисепленӗ.5. И хотел убить его, но боялся народа, потому что его почитали за пророка.
Мф 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Анчах та Никанор — Иуда ҫыннисен паттӑрлӑхӗ ҫинчен, тӑван ҫӗршывӗшӗн вӗсем епле хӑюллӑн ҫапӑҫни ҫинчен илтнӗскер — ӗҫе юн тӑксах татса пама хӑранӑ; 19. ҫавӑнпа вӑл Посидоние, Феодота тата Маттафийӑна иудейсемпе килӗшӳ тума янӑ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Ионафан пысӑк йышлӑ ҫарпа пынине курсассӑн, Трифон ӑна хирӗҫ тӑма хӑранӑ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ӑна Турӑ панӑ аслӑлӑхран пур халӑхсем, йӑхсем, ӑрусем чӗтресе тӑнӑ, унран хӑранӑ: патша кама вӗлерес тенӗ — вӗлернӗ, кама чӗрӗ хӑварас тенӗ — чӗрӗ хӑварнӑ, асла кӑларас тенине асла кӑларнӑ, кӗҫӗне хӑварас тенине кӗҫӗне хӑварнӑ.
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫавӑн чухне Карей ывӑлӗ Иоанан, унпа пӗрле пулнӑ ҫарпуҫсем Исмаил, Нафания ывӑлӗ, Ахикам ывӑлне Годолийӑна вӗлернӗ хыҫҫӑн Массифӑран хӑваласа тухнӑ пӗтӗм халӑха — арҫынсене, ҫар ҫыннисене, хӗрарӑмсемпе ачасене, хайрансене — Гаваонран хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ; 17. кайсан-кайсан Вифлеем ҫывӑхӗнчи Химам ялӗнче чарӑнса тӑнӑ, унтан вӗсем Египета 18. халдейсенчен хӑпса каясшӑн пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсенчен хӑранӑ; хӑрасси Исмаил — Нафания ывӑлӗ — Ахикам ывӑлне Годолийӑна, Вавилон патши ҫӗршыв пуҫлӑхӗ пулма лартнӑскере, вӗлернинчен килнӗ.
Иер 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Пӗтермӗш ҫакӑнтан пӑрӑннӑ, ҫакӑнтан хӑранӑ: ҫилӗ сӑнаса илни те ҫителӗклӗ пулнӑ.25. Этому уступил истребитель, и этого убоялся: ибо довольно было одного этого испытания гневного.
Ӑсл 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӗсене хӑратман та, шиклентермен те, вӗсем хӑйсемех наркӑмӑшлӑ чӗрчунсем хӗвӗшнинчен, ҫӗлен-калта шӑхӑрнинчен сехри хӑпнипе тӗп пулнӑ, ӗнтӗ сывлӑш ҫине те пӑхма хӑранӑ — унран ниҫта та тарса каяйман: 10. хӑйне хӑй кӳнтелесе айӑплакан усаллӑх вӑл хӑравҫӑ, чун-чӗри канӑҫ паманран темӗнле тискерлӗх те шутласа кӑларать.
Ӑсл 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Эпӗ, усаллӑхне чӗринче пытарса ҫӳрекен ҫын пек, усал ӗҫ туса ӑна ҫынран пытарнӑ пулсассӑн, 34. халӑх ҫине тухма вӑтанӑттӑм, йӑхташӑмсем йӗрӗнесрен хӑранӑ пулӑттӑм, алӑкран тухмасӑр шӑпӑрт ларнӑ пулӑттӑм.
Иов 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӑна сӗм-сӗмлӗхпе вилӗм ӗмӗлки хупӑрлатӑр, ӑна хура пӗлӗт карса илтӗр, ӗнтсе яракан шӑрӑхран хӑранӑ пек сехӗрленччӗр унран!5. Да омрачит его тьма и тень смертная, да обложит его туча, да страшатся его, как палящего зноя!
Иов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Хӑвӑн Израиль халӑхӗ хушшинчен тухман ҫын, ют халӑх ҫынни, Санӑн аслӑ ятупа вӑйлӑ аллушӑн, Санӑн пысӑк хӑватушӑн инҫетри ҫӗртен килсессӗн, ҫапла килсе ҫак Ҫурт умӗнче кӗлтусассӑн, 33. илтсемччӗ тӳперен, Ху пурӑнакан вырӑнтан, ют халӑх ҫынни Хӑвӑнтан мӗн тархасласа ыйтнине пӗтӗмпех тусамччӗ ун чухне; ҫапла ҫӗр ҫинчи пур халӑх та Санӑн ятна пӗлсе тӑтӑр, Санран Хӑвӑн халӑху Израиль хӑранӑ пек хӑратӑр, эпӗ лартнӑ ҫак Ҫурт Санӑн ятупа хисепленнине пӗлтӗр.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Хӑвӑн Израиль халӑхӗ хушшинчен тухман ҫын, ют халӑх ҫынни, Санӑн ятушӑн инҫетри ҫӗртен килсессӗн, — 42. вӗсем Санӑн чаплӑ яту ҫинчен, Санӑн хӑватлӑ аллупа Санӑн пысӑк вӑю ҫинчен илтеҫҫех ӗнтӗ, — ҫапла килсе, вӑл ҫак Ҫурт умӗнче кӗлтусассӑн, 43. илтсемччӗ тӳперен, Ху пурӑнакан вырӑнтан; ют халӑх ҫынни Хӑвӑнтан мӗн тархасласа ыйтнине пӗтӗмпех тусамччӗ ун чухне: ҫапла ҫӗр ҫинчи пур халӑх та Санӑн ятна пӗлсе тӑтӑр, Санран Хӑвӑн халӑху Израиль хӑранӑ пек хӑраччӑр, эпӗ лартнӑ ҫак Ҫурт Санӑн ятупа хисепленнине пӗлччӗр.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.