Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Иер 41

Пай: Библи –> Иеремия пророк кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 12:40

Пуплевӗш: 13; Сӑмах: 379

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Ҫиччӗмӗш уйӑхра ҫапла пулнӑ: патша йӑхӗнчен тухнӑ Исмаил — Елисам ывӑлӗн Нафанийӑн ывӑлӗ — тата патша улпучӗсемпе тепӗр вунӑ ҫын Ахикам ывӑлӗ Годолия патне Массифӑна пынӑ, унта, Массифӑра, пурте пӗрле ларса апат-ҫимӗҫ ҫинӗ. 2. Акӑ Нафания ывӑлӗ Исмаил тата унпа пӗрле пынӑ вунӑ ҫын сасартӑк сиксе тӑнӑ та Сафан ывӑлӗн Ахикамӑн ывӑлне, Вавилон патши ҫӗршыв пуҫлӑхӗ пулма лартнӑ Годолийӑна, хӗҫпе касса вӗлернӗ. 3. Исмаил тата Годолийӑпа пӗрле Массифӑра пулнӑ мӗнпур иудее те, унта тӑракан халдейсене те — ҫар ҫыннисене — вӗлерсе пӗтернӗ.

4. Годолийӑна вӗлерсен тепӗр кунне, ҫакӑн ҫинчен никам та пӗлмен вӑхӑтра, 5. Сихемрен, Силомран тата Самарирен сухалне хырнӑ, ҫӗтӗк-ҫурӑк тӑхӑннӑ, суранланса пӗтнӗ сакӑрвунӑ ҫын ҫитнӗ, вӗсем Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кӳмешкӗн парнесемпе ливан илсе килнӗ. 6. Исмаил, Нафания ывӑлӗ, Массифӑран вӗсене хирӗҫ тухса йӗре-йӗре утса пынӑ, вӗсене тӗл пулсассӑн ҫапла каланӑ: Ахикам ывӑлӗ Годолия патне кайӑр. 7. Лешӗсем хула варрине ҫитсенех Нафания ывӑлӗпе Исмаилпа унӑн ҫыннисем вӗсене вӗлерсе тухнӑ та виллисене шыв тытмалли шӑтӑка пӑрахнӑ. 8. Ҫав сакӑрвунӑ ҫынран вуннӑшӗ Исмаила тархасланӑ: пире ан вӗлер, хирте пирӗн тулӑпа урпа, ҫупа пыл пытарнӑ кӗлетсем пур, тенӗ. Исмаил вара хӑйне хӑй тытса чарнӑ та вӗсене ытти тӑванӗсемпе пӗрле вӗлермен.

9. Годолийӑна пула вӗлернӗ ҫынсен виллисене пӑрахнӑ шӑтӑка Аса патша Израиль патшинчен Ваасӑран хӑранипе тутарнӑ пулнӑ; ӗнтӗ унта Нафания ывӑлӗ Исмаил вилнӗ ҫынсене пӑрахса тултарнӑ. 10. Исмаил вара Массифӑра тӑрса юлнӑ пӗтӗм халӑха, патша хӗрӗсене, Массифӑри мӗнпур ҫынна, — вӗсене Навузардан, сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ, Ахикам ывӑлне Годолийӑна шанса панӑ пулнӑ, — тыткӑна илнӗ; Исмаил вӗсене тыткӑна илнӗ те Аммон ывӑлӗсем патне ҫул тытнӑ.

11. Анчах та Карей ывӑлӗ Иоанан тата унпа пӗрле пулнӑ ҫарпуҫсем Нафания ывӑлӗ Исмаил тунӑ усал ӗҫсем ҫинчен илтсессӗн 12. хӑйсен пӗтӗм ҫыннине илнӗ те Нафания ывӑлне Исмаила хирӗҫ ҫапӑҫма кайнӑ, ӑна Гаваонра, пысӑк пӗве хӗрринче, хӑваласа ҫитнӗ. 13. Ӗнтӗ Исмаил аллине лекнӗ халӑх Карей ывӑлне Иоанана, унпа пӗрле килнӗ ҫарпуҫсене курсассӑн савӑнса ӳкнӗ; 14. вара Исмаил Массифӑран илсе тухнӑ халӑх каялла ҫаврӑннӑ та Карей ывӑлӗ Иоанан ушкӑнне хутшӑннӑ; 15. Нафания ывӑлӗ Исмаил вара хӑйӗн сакӑр ҫыннипе пӗрле Иоананран тарса Аммон ывӑлӗсем патне кайнӑ. 16. Ҫавӑн чухне Карей ывӑлӗ Иоанан, унпа пӗрле пулнӑ ҫарпуҫсем Исмаил, Нафания ывӑлӗ, Ахикам ывӑлне Годолийӑна вӗлернӗ хыҫҫӑн Массифӑран хӑваласа тухнӑ пӗтӗм халӑха — арҫынсене, ҫар ҫыннисене, хӗрарӑмсемпе ачасене, хайрансене — Гаваонран хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ; 17. кайсан-кайсан Вифлеем ҫывӑхӗнчи Химам ялӗнче чарӑнса тӑнӑ, унтан вӗсем Египета 18. халдейсенчен хӑпса каясшӑн пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсенчен хӑранӑ; хӑрасси Исмаил — Нафания ывӑлӗ — Ахикам ывӑлне Годолийӑна, Вавилон патши ҫӗршыв пуҫлӑхӗ пулма лартнӑскере, вӗлернинчен килнӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех