Шырав
Шырав ĕçĕ:
Захар хӑранӑ куҫӗсемпе мӑчлаттарса илчӗ те чӗрне вӗҫҫӗн алӑк патнелле утрӗ.Захар мигал испуганными глазами и на цыпочках уходил было к двери.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл сасартӑк кулма чарӑнчӗ те ман ҫинелле хӑранӑ куҫне ҫавракан тавӑрса хучӗ.Он вдруг сразу перестал смеяться и выпучил на меня круглые, испуганные глаза.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ывӑлӗ те, аслашшӗсем пекех, нимӗҫ бюргерӗ пуласран хӑранӑ вӑл.Она боялась, что сын ее сделается таким же немецким бюргером, из каких вышел отец.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Тӑрӑр, тӑрӑр! — сасартӑк хӑранӑ сасӑпа каларӗ вӑл.— Вставайте, вставайте! — вдруг испуганным голосом заговорил он.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломовкӑра пурӑнакансем ӑш вӑрканине те ӗненмен, ӗмӗрӗпех таҫта, темшӗн туртӑнса, вӗҫӗмсӗр тӑрмашнине те пурнӑҫ вырӑнне шутламан: шухӑш-кӑмӑл туртӑмӗнчен вутран хӑранӑ пекех сехӗрленнӗ; тепӗр вырӑнти ҫынсен шалти туйӑмне, чунӗсен вут-ҫулӑмне пула часах ӳчӗсем ҫунса кайнӑ пулсан, Обломовка ҫыннисен чунӗ лӑпкӑн та пӗр чӑрмавсӑр тачка ӳтре киленнӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепри вара, хаклӑ минутсене ҫухатасран хӑранӑ пек, вырӑнӗ ҫинчен икӗ урипе харӑс, хӑвӑрт сиксе тӑрать те кӑвас куркине ярса тытать, унта ишсе ҫӳрекен шӑнасене тепӗр хӗрнелле вӗрсе ярать, унччен хускалман шӑнасем, инкекрен хӑтӑлма тӑрӑшса, вӑйлӑ йӑшӑлтатма тытӑнаҫҫӗ; ҫын пырне йӗпетет те каллех, персе антарнӑ пекех, вырӑнӗ ҫине тӳнсе каять.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ хӑранӑ, — аран ҫеҫ илтӗнмелле тавӑрчӗ Олеся.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ҫакнашкал самантра эпӗ ӑна ятпа чӗнсен е пӗр-пӗр ыйту парсан, вӑл шарт сиксе илет те, каланӑ сӑмахсен пӗлтерӗшне вӑйпалан пӗлесшӗн пулнӑ евӗр, хӑранӑ сӑнлӑ питне ман енне ерипен ҫеҫ ҫавӑрать.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Пуринчен ытларах вӑл шурӑ питлӗ хурлӑхлӑ хӗрсенчен, уйрӑммӑнах хура куҫӗсенче «асаплӑ кунсемпе ҫылӑхлӑ каҫсем» палӑрса тӑракан хӗрсенчен, хуйхи-суйхипе савӑнӑҫне никама палӑртман хӗрсенчен хӑранӑ; ун пек хӗрсен яланах мӗн те пулин ҫынна шанмалли, каламалли пур; каласа парас пулсан та вӗсем шартах сикеҫҫӗ, кӗтмен ҫӗртен куҫҫуль юхтараҫҫӗ, кайран сасартӑк тусне мӑйран ыталаса илеҫҫӗ, чылайччен куҫран тинкереҫҫӗ, унтан пӗлӗт ҫинелле пӑхаҫҫӗ, хӑйсене ылханлӑ пурнӑҫ пӳрни ҫинчен калаҫҫӗ, тепӗр чухне тата труках тӑнран кайса ӳкеҫҫӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗнле ҫуртсем вара вӗсем? — хӑранӑ пекех ыйтрӗ Олеся.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ҫӗрле, тен, хӑранӑ та пулӑттӑм, халӗ ҫутӑ-ха.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Вырӑнти «дишчатсемпе» пӗрешкелли ун нимӗн те ҫук, вӗсенчен пачах уйрӑм вӑл; лешсем, хӑйсене хӑйсем тискерлетсе, ҫӳлтен ҫамкине те аял енчен ҫӑварӗпе янахне хупласа, йӑлт ҫыхӑнса лартаҫҫӗ, пурин те пичӗсем пӗр евӗр, хӑранӑ сӑнлӑ.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Чи малтанхи вӑл: «Св. Мария» экспедицийӗнчен мӗн юлнине шырас ӗҫ ӑнӑҫлӑ пынӑ пулсан, эп ӑна айӑплани тӳрре тухнӑ пулӗччӗ, ҫавӑнтан хӑранӑ вӑл.
Ҫиччемӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫавӑр каялла! — терӗ вӑл юри хӑранӑ пек пулса, питне картузӗпе хупласа.Вертай назад! — кричал он, с притворным ужасом закрывая картузиком лицо.
XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл Терентий ҫумне пырса ларчӗ те, хӑранӑ пек, ҫыран еннелле пӑхса илсе: — Ишӗр, каятпӑр, — терӗ.Он со всего маху сел рядом с Терентием, воровато оглянулся на берег и сказал: — Навались, поехали.
XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл малти тӗттӗм пӳлӗмри тӗкӗр умӗнче чӗрне вӗҫҫӗн тӑрса хай сӑнӗ ҫине пӑхса тӑрать, хӑйӗн тӑсӑлса кайнӑ шурӑ питне, темӗнле хӑранӑ е тӗлӗннӗ пек пулнӑ куҫӗсене курсан, Петя хӑйне-хӑй хӗрхенет.
XLII. Куликово уйӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хӑй, ҫӗҫӗрен хӑранӑ чӑх пек, коридорӑн тӗттӗмрех кӗтессине пытанчӗ.
XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хӑюллӑ, уҫӑ, ҫав вӑхӑтрах хӑранӑ пек пулнӑ куҫӗсем ҫӑра куҫхаршисем айӗнчен хӗрӳллӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ.
XXXVIII. Боевиксен штабӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫапах та, тепӗр ирхине тӑрсанах, хӑранӑ пулин те, вӑл ҫав асӑннӑ вырӑна кайса пӑхмасӑр тӳсеймерӗ.
XXXII. Тӗтре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унӑн хӑранӑ куҫӗсене хурал форми тӑхӑннӑ, ҫара ураллӑ, ӗнси ваннӑ, хусканми пичӗ-куҫӗсем кӑвакарнӑ салтак курӑннӑ.
XXXII. Тӗтре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949