Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӑкӑрӗнче чӗмсӗр ҫилӗ вӗресе хӑпарнине ҫеҫ туйрӗ.
9 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
— Аксинья ирӗклӗн калаҫрӗ, анчах питне юн тапса хӑпарнине туйса, сӗтел патне утса пычӗ те, хӑна еннелле тӳртӗн тӑрса, чип-чипер ҫунакан лампӑнах чылайччен майланҫи пулса аппаланчӗ.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Мӑшкӑл! — генералӑн хулӑн сасси тӑвӑр пӳлӗмре хытӑрах та хытӑрах хӑрӑлтатса янӑрарӗ, алӑксем хыҫӗнче, кула-кула пӑшӑлтатса, адъютантсем чӗрне вӗҫҫӗн уткаласа ҫӳрерӗҫ; Копыловӑн питҫӑмартийӗсем шурса кӑвакарса пычӗҫ; Григорий, генералӑн хӗремесленсе кайнӑ, сӑн-пичӗ, унӑн ҫӑт чӑмӑртанӑ кӳпшек чышкисем ҫине пӑхнӑ май, хӑй ӑшӗнче те чараксӑр хӑрушла ҫилӗ капланса хӑпарнине туйрӗ.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Каярах юлнӑ хӗрлӗармеецсем шурӑ тӑмлӑ сӑмсахсемпе сӑрт ҫинелле тӗрмекленсе хӑпарнине чӳречерен пӑхса тӑнӑ Ильинична аллисене саппун арки ҫумне шӑлса илчӗ, хӗпӗртесе сӑхсӑхрӗ:
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тарӑн котлованран тимӗр-бетон стена хӑпарнине курса, Грачев ку никӗсе турбина валли хатӗрлетпӗр тенӗ пулсан та, Прохор ҫак вырӑна выртас машина кӳлепине те, пысӑкӑшне те ӑнланма пултарайман.
XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӑрансан, хӗвел ӗнтӗ ҫӳле хӑпарнине кура, вӑл хӑраса ӳкрӗ: «Ирхи кӗлӗрен те, кӑнтӑрлахинчен те ҫывӑрса юлнӑ иккен эпӗ!»Проснувшись, он испугался, когда увидел, что солнце уже высоко: «Я проспал заутреню и обедню!»
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вӑл «катюшӑсен» дивизионӗ персе янине те илтмерӗ, Ленино патӗнчи йывӑр тӳпе ишӗлсе аннӑ пекех, тем япала кӗмсӗртетсе, шатӑртатса ӳксен тин, Андрей тӑна кӗчӗ те, малта ҫил-тӑман ҫавӑрттарни мар, хӗвеланӑҫне пӗтӗмпе хупӑрласа хунӑ ҫулӑм-тӗтӗмлӗ ҫӳлӗ чаршав йӑтӑнса хӑпарнине ӑнланчӗ.
XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Вӑл ӗнтӗ… — терӗ те Лозневой, именсе хӑйне хӑй пӑхса илчӗ, вара хӑй пӗр виҫӗ кун малтанрах мӗнле лайӑх ҫӗлетнӗ шукӑль форма тӑхӑнса Лопуховсен крыльци ҫине хӑпарнине аса илчӗ.
IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ирсерен шурӑмпуҫ хӗрелсе хӑпарнине пӗрре ҫеҫ мар курнӑ ӗнтӗ Озеров, анчах хальхи пек, вӑрмансемпе хырсем, ялсем ҫинелле меллӗн те хӑватлӑн хӑпаракан чаплӑ шурӑмпуҫне халиччен курман пек туйӑнчӗ ӑна.
XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вӗсем алтупанӗсене картуз сӑмси пек тытса, куҫӗсене хӗвел ҫутинчен хупласа, модель ҫӳлелле хӑпарнине пӑхса савӑнаҫҫӗ.Прикрыв ладонью, как козырьком, глаза, зрители любовались круто возносившейся моделью.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Унтан вӑл ҫӳлелле те ҫӳлелле хӑпарнине сисрӗ, хӑй умӗнче ҫутӑ курчӗ; Володьӑна хӑвӑрт аяла антарчӗҫ те, ун ури айӗнче каллех пӗр тикӗс кисренекен палуба курӑнчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫакӑн чухне эпӗ сасартӑк хам ҫӳлелле хӑпарнине туйрӑм, телейӗме пула, аллӑмсемпе пуҫӑм шыв ҫине тухрӗҫ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
— Мӗн те пулин тӳпенелле вӗҫсе хӑпарнине сисмерӗр-и эппин? — тӗпчерӗ вӑл.— А вам не показалось, будто что-то взлетело на небо? — спросил он.
III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Пажески корпус хапхинчен иртсен, Марья Алексевна хӑй килелле пынине туйса илчӗ, лавҫӑ тытрӗ те телейлӗн киле ҫитрӗ, алӑк патӗнче хӑйне алӑк уҫса кӗртекен Федьӑна тӳпкесе илчӗ, шкап патне ыткӑнчӗ, шавланине илтсе пуҫне кӑларнӑ Матренӑна хӗнесе илчӗ, каллех шкап патне ыткӑнчӗ, Верочка пӳлӗмне ыткӑнчӗ, тепӗр минутран шкап патне чупса тухрӗ, каллех Верочка пӳлӗмне чупса кайрӗ, унта нумайччен тӑчӗ, унтан вара, вӑрҫа-вӑрҫа, пӳлӗмсем тӑрӑх ҫӳреме пуҫларӗ, анчах ӑна хӗнеме никам та ал айӗнче пулмарӗ: Федя вараланчӑк пусма ҫине тухса тарчӗ, Матрена, Верочка пӳлӗмӗн ҫурӑкӗнчен пӑхрӗ те, Марья Алексевна хӑпарнине курса, питӗ хытӑ тарчӗ, кухньӑна лекеймерӗ, спальнӑна, Марья Алексевна кравачӗ айне, пырса лекрӗ, вара хӑйне вӑрҫмасӑр чӗнсе иличчен ҫавӑнтах выртрӗ, ӑна никам та пырса тӗкӗнмерӗ.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах ӑна хытӑ тӗлӗнме, хаяр ҫилленме тиврӗ: тӗл пулас вӑхӑт ҫитиччен пӗр сехет маларах вӑл крыльца ҫине Лушка ҫӑмӑллӑн утса хӑпарнине сисрӗ, унӑн янӑравлӑ сассине илтрӗ:
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Каярахпа хӑйӗн пӗчӗк Яшукӗ шкултан таврӑннӑ чух крыльца ҫине транк-транк сике-сике чупса хӑпарнине итленӗ вӑл.
II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӗсем шиклене-шикленех пуҫӗсене пӑрса пӑхрӗҫ те йывӑҫ ҫинче ларакан ҫӑхан ҫӳлелле сӑнӑ пек чашкӑрса вӗҫсе хӑпарнине курса юлчӗҫ.
IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.
Учитель Катерина Коншакова сукмакпа хӑпарнине курчӗ, ӑна хирӗҫ утрӗ, Санька пӗчченех тӑрса юлчӗ.
33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Аякранах вӑл ҫӑра тӗтӗм юпа пек хӑпарнине асӑрхарӗ.
11-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ирпеле, шкула кайнӑ чухне, Санька кӗпер тӗлӗнче шыв ҫӳлелле нумай хӑпарнине, кӑваккӑн курӑнакан чӑрӑш вӑрманӗ енчен ӑшӑ та вӑйлӑ ҫил вӗрнине асӑрхарӗ.
5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951