Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑпарнине (тĕпĕ: хӑпар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ирхине Мӗша сӑрчӗ хыҫӗнчен хӗвел юлхавланса хӑпарнине курать — килте вӑл Сӑр вӑрманӗ ҫийӗн пӗчӗк ача пек кулса тӳпенелле васканине аса илет.

Куҫарса пулӑш

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хапха ҫумне тӑрса пӗр хушӑ ҫынсем хӑпарнине сӑнарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ӑшӗнче хаярлӑх капланса хӑпарнине туять вӑл.

В душе Яндула вскипела лютая злость на самого себя.

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Савтепи урампа хӑпарнине курсанах крыльца ҫинче ӑна кӗтсе ларакан йывӑр кӗлеткеллӗ Марфа Ефимовнӑна чун кӗрет: вӑл тӑрса хӗре хирӗҫ утать.

Стоит Савдеби появиться на улице, как попадья выходит на крыльцо встречать свою любимицу.

Хитре хӗрӗн чап каять // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ивук сасартӑк ӑш хӑпарнине туйрӗ.

Ивука так и передернуло, по спине пробежал холод.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Аспар курчӗ инҫетрен ҫӳлелле хура тӗтӗмсем пӗлӗтелле хӑпарнине.

Куҫарса пулӑш

Ухӑ йӗппи Хӗвеле тӑрӑнать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Экзамен панӑ хыҫҫӑнах чун хавалӗ хӑпарнине пытараймасӑр, Эльгеев Алевтина патне чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тӑкӑрлӑкпа Артур ҫурчӗ патӗнчен иртейнӗччӗ — Кӑканар ҫырминчен лав хӑпарнине курах кайрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Тукай мӑрса кунталла хӑпарнине куртӑм та, тӳсӗм ҫитмерӗ, килне кайса чӑрмантариччен наччас кайса пӑхам терӗм.

Куҫарса пулӑш

9. Ял хӗрринчи пӳрт // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Атӑл хӗрне каякан трамвай чарӑнакан вырӑналла пынӑ чух Эльгеев сасартӑк Державин площадӗнче хура тӗтӗм палкаса хӑпарнине асӑрхарӗ, кӑшт тӑрсан ҫулӑм ялкӑшни те курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ытти чухнехинчен самай ҫӳлти шая хӑпарнине те каланӑ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май.

Куҫарса пулӑш

Наци проекчӗсен мероприятийӗсене пурнӑҫламалли контрактсен 70 процентне ҫирӗплетнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/05/12/naci ... yatisemshn

Каялла таврӑнма тесе ҫаврӑннӑччӗ ҫеҫ — пусма картлашкипе Смирновсен ывӑлӗ, Володя, хӑпарнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Хӗр пусма тӑрӑх чупса хӑпарнине чӳречерен асӑрхарӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Саша // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Ялав ҫӳлелле шуса хӑпарнине питӗ курас килет вӗсен.

Они хотели посмотреть, как флаг поползёт вверх.

Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

«…Ушкӑнпа тӑракан халӑх хушшинче пусма картлашкисем тӑрӑх собора хӑпарнине, — тесе ҫырнӑ пӗр придворнӑй хӗрарӑм графиня Эдлинг, — эпӗ ӗмӗрне те манас ҫук, саламлани пӗртте пулмарӗ.

«…Никогда в жизни не забуду тех минут, — писала придворная дама графиня Эдлинг, — когда мы поднимались по ступеням в собор, следуя среди толпы.

V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

5, 10, 15 километр кӑтартать мӗн ҫӳлӗшне хӑпарнине кӑтартакан виҫе.

Вот стрелка указателя высоты показывает 5, 10, 15 километров…

Ҫӗртен уйӑх патне ҫитиччен // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Темиҫе ҫекунда хушши эпир, ним тума пӗлмесӗр, хӗвел ҫуттинче тӗссӗрленнӗ ҫулӑмӑн сарӑ чӗлхисем стенана ҫуланине, вӗсем сарай тӑрнелле авӑнса хӑпарнине пӑхса тӑтӑмӑр.

Несколько секунд мы оторопело смотрели, как деловито жёлтые языки огня, обесцвеченные ярким солнцем, лижут стену, загибаются на крышу.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Йывӑр тиенӗ лавсене колхоз лашисем шывӑн тепӗр енчи хӑйӑрлӑ ҫул тӑрӑх тӑвалла йывӑррӑн туртса хӑпарнине курсан, урапасем ҫине хунӑ япаласем ҫӑмӑл марри каламасӑрах паллӑ.

И судя по тому, с каким трудом колхозные лошади тянули возы, поднимаясь от переправы по песчаному косогору, поклажа на телегах была нелегкая.

IX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Часовойсем пусма тӑрӑх кам хӑпарнине те пӗлме тӑрӑшмарӗҫ.

Они не обратили даже внимания на то, кто всходил по лестнице.

VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Ҫӳлелле пӑхсан, эпӗ уйӑх хӑпарнине, крюйс-марса тата ҫилпе тулнӑ фок-зейла кӗмӗл тӗс ҫапнине куртӑм.

Взглянув вверх, я увидел, что поднялся месяц, посеребрив крюйс-марс и вздувшийся фок-зейл.

XI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех