Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑйраса (тĕпĕ: хӑйра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӗрнесене, вӑрӑмланса кайсан е пӗри хуҫӑлсан, йӗкевпе хӑйраса кӗскетмелле — чӗрнесем пӗри вӑрӑм, тепри кӗске пулсан, хитрех мар.

Ногти укорачивают пилочкой, если сломается один, надо подпилить и другие, т. к. ногти разной длины не очень красивы.

Косметика // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Кровать айӗнчен вӑл хӑйраса ҫивӗчлетнӗ пӗчӗк пуртӑ туртса кӑларчӗ.

Он вытащил из-под кровати топорик с отточенным светлым лезвием.

37 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Тӗрӗссипе каласан, ҫав авалтан ҫӗр айне юлнӑ япаласем этем шӑммисем пулман, вӗсем ытти чӗрчунсен шӑммисенчен, ура е пӗҫӗ тунисенчен, тӗрӗс формӑллӑ хӑйраса якатса тунӑ япаласем пулнӑ.

Правда, эти останки представляли собой не человеческие кости, а только изделия рук человеческих: большая берцовая кость и бедровые кости ископаемых животных, правильно обточенные, так сказать, высеченные скульптором.

XXXVIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Нимӗҫсен вилӗмӗ савӑннӑ, ахӑлтатнӑ, чӗрнисене хӑйраса ҫивӗчлетнӗ.

 Она радовалась, хохотала, острила когти, немецкая смерть.

IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Ванюшка, подшипниксене хӑйраса якатмалли вырӑна тӑр! — илтӗнчӗ ҫамрӑк ачан хытӑ та тытӑнчӑклӑрах сасси.

— Ванюшка, давай становись на расточку подшипников! — раздавался звонкий, ломающийся голос подростка.

2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ӑна хӑйраса шӗвӗртрӗ, примус ҫинче хӗртсе вӗрилентерчӗ.

Заточила его вострей, накалила на примусе…

Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Вӑл, пӗтӗм хастарлӑхне пухса, ҫине тӑрса, совет влаҫӗн пирвайхи кунӗсенчех завод администрацинчи пысӑк ҫынсене, большевиксем ҫине шӑлӗсене хӑйраса вӑрттӑн пытанса юлнисене, ҫӗмӗрме тытӑннӑ..

С настойчивостью поляка начал он в первые же дни укрепления Советской власти громить аристократические верхушки фабричной администрации, которая притаилась со скрытой ненавистью к большевикам.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Асӑрхануллӑрах пул ӗнтӗ эс, Анаткасри Райкка сана шӑл хӑйраса пурӑнать текелеҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

— Халь ҫеҫ куҫ хыврӑн-и вара ман ҫине е тахҫантанпах шӑл хӑйраса пурӑнан?

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Пӗррехинче эпӗ Димка Тузиков патне телефонпа шӑнкӑртаттаратӑп та: «Мӗншӗн эсӗ йывӑҫ хӑйраса вут кӑларма вӗренмелли занятие пымарӑн?» тетӗп.

Звоню как-то Димке Тузикову по телефону: «Почему не явился на занятия по добыванию огня трением?»

Райка «тыткӑна» илнисем // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 101–108 с.

Кимӗ хӳри хыҫне, хумлӑ-хумлӑ кӑпӑклӑ йӗр икке пайланакан ҫӗре, ҫаврӑнса тӑракан шывӑн хӑйраса тунӑ евӗрлӗ яп-яка варинккисем тӑра-тӑра юлнӑ.

Гладкие, точно точеные, воронки крутящейся воды уплывали за корму, где расходился волнистый пенистый след.

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Шухӑшсем Мишкӑн тӑнӑҫ пурӑнса лӑпланнӑ кӑмӑлне ним шелсӗр хӑйраса кишӗкле пуҫларӗҫ.

Мысли стали ревниво точить покорную Мишкину успокоенность.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казаксем кӗпӗрех сылтӑма кайса тӑчӗҫ, пӗртен пӗр атӑ-пушмак ҫӗлекен Зиновий ҫеҫ, Коршунов ҫине шӑл хӑйраса пурӑнаканскер, уҫланкӑри ҫунӑк тунката пек, малтан тӑнӑ вырӑнтах тӑрса юлчӗ.

Толпа вся хлынула вправо, лишь чеботарь Зиновий, имевший на Коршунова зуб, остался стоять на месте один, как горелый пень в займище.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Аксинья кӗпи кӑштӑртатни унӑн хӑлхине хӑйраса ыраттарнӑн туйӑнать.

Слух ее болезненно скоблило шорохом Аксиньиного платья.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Унта завод пурччӗ пулас? — ыйтрӗ Штокман, подпилкипе хӑйраса, пӳрни тавра вӗтӗ-вӗтӗ кӗмӗл тусанӗ сапалантарса.

— Там ведь завод, кажется, есть? — спросил Штокман, двигая напилком, сея вокруг пальца тончайшую серебряную пыль.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий горницӑра пулӑ тытмалли хатӗрӗн вӑлтисене подпилкӑпа хӑйраса ларать.

Григорий в своей горнице подтачивал напилком крюки на нарезных снастях.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫапла шухӑшларӗ те, чӗри тӗлӗнче темӗн ҫивӗчскер, ӳт ӑшне ларса юлнӑ хурт сӑнни майлӑскер, хӑйрамаллипех хӑйраса ыраттарчӗ.

И на донышке сердца остренькое, похожее на оставленное жало пчелы, точило сукровичную боль.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсен хулинчи музей архитектурине авалхи грексен Тезея чиркӗвӗ евӗрлӗ тунӑ иккен, унӑн ӑшӗнче вӑхӑт хӑйраса ҫӳхетнӗ вилӗ тӗми ҫинчи, ученӑйсене паха, пӗтӗм тӗнчене паллӑ чул плитасене упраҫҫӗ.

А оказалось, что музей в их городе по архитектуре своей скопирован со старинного греческого храма Тезея и внутри него хранятся источенные временем каменные плиты, надгробия, драгоценные для ученых, знаменитые на весь мир.

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Вӑрӑ-хурахсем ӗнтӗ ҫӗҫҫисене хӑйраса пӗтернӗ, купсана чиксе вӗлерме хатӗрленеҫҫӗ.

А разбойники ножики-то уж поточили и собрались купца резать.

VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

«Сана ҫырткаласа пӗтермесӗр те лӑпланмастӑп» текен хӗрарӑм сӑмаххисем, тӗксӗм сӑн-питлӗ ҫынсем шӑл хӑйраса ахӑрни, арендаторӑн темиҫе кун каяллахи калаҫӑвӗ — пурте систернисем вӗсем.

Крик женщины «искусаю тебя», хохот людей с темными лицами и оскаленными клыками, разговор арендатора с братом — неспроста все это.

III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех