Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑйраса (тĕпĕ: хӑйра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Калӑр, пӗрре чуптумаллах хӑйраса паратӑп, — лешсем чӗнменнине кура, хӑй ҫинчен аса илтерет Михала.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эс тӑрӑшатӑн та-ха, Ятламас, ку мунчашӑн, анчах хӑвӑн кӗме тивӗ-ши сан унта? — пурттине хӑйраса пӗтерсе кипке таткипе шӑлса тасатрӗ Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Калаҫу вӑхӑтӗнче мӗн те пулин тӑвасси ҫирӗп йӑлара: сӑнӑ вӗҫне хӑйраса ҫивӗчлетеҫҫӗ, чӗлӗмӗсене сӑрласа илемлетеҫҫӗ, — акӑ мӗншӗн кунти ҫынсем уванцӑна ҫул тытаҫҫӗ.

Во время беседы делают что-нибудь: наточат копье, раскрасят трубку, для этого туземец идет в уванцу.

XVIII. Ливингстонпа сыв пуллашни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Акӑ, Днепропетровск облаҫӗнчи «Красный партизан» колхозри Марк Озерный хӑй ӑсне ҫивӗч хӑйраса ӗҫлет пулас.

Куҫарса пулӑш

Ял кӳлли аслӑ // Василий Алентей, А. Андреев. «Капкӑн», 1962, 1№.

Вӑл, таҫтан хуҫӑк ҫава татӑкӗ тупса, тӑватӑ пекӗ турӗ, пурне те хӑйраса ҫивӗчлетрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вут чулӗпе вӗсем ытти чулсене хӑйраса ҫивӗчлетеҫҫӗ, чултан тӗрлӗ савӑлсем, пуртӑсем тата мӑлатуксем тӑваҫҫӗ.

При помощи твердого кремня они обтачивают другие камни и выделывают клинья, топоры и молотки.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Асӑннӑ йывӑҫӑн тӳрӗ вуллисене пӗр вӗҫӗнчен хӑйраса якатнӑ чул пуртӑпа шӗвӗртсе (вӗсем тимӗртен тунӑ ӗҫ хатӗрӗсемпе усӑ курма пӗлмеҫҫӗ), гуигнгнмсем вӗсене пӗр-пӗрин хушшине вуншар дюйм хӑварса ҫӗр ҫине ҫапса лартаҫҫӗ, ҫав хушӑсене вӗсем сӗлӗ улӑмӗпе хӳтӗлесе караҫҫӗ е хулӑсемпе ҫатан тытаҫҫӗ.

Заострив совершенно прямой ствол этого дерева при помощи отточенного камня (употребление железа им неизвестно), гуигнгнмы втыкают колья в землю на расстоянии десяти дюймов друг от друга и переплетают их овсяной соломой или прутьями.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хурҫӑран тунӑ ҫӗҫҫе тимӗртен тунинчен лайӑхрах хӑйраса ҫивӗчлетме пулать.

Стальной нож можно наточить острее, чем железный.

Тимӗр // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Унӑн икӗ енне те хӑйраса ҫивӗчлетнӗ — икӗ енӗ те касать.

Клинок меча затачивался с обоих боков — получалось два режущих края.

Хӗҫ // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Аллинче вутӑ татмалли ахаль пӑчкӑ тытса тӑрса, Цесарскай ӑна: — Итле-ха, Петр Петрович, ҫак пӑчкӑн шӑлӗсене пӗтӗмпех хӑйраса тӑк. Вӗсем вырӑнне ҫӗнӗрен вӗтӗ шӑлсем касса тух, — терӗ.

Держа в руках простую поперечную пилу, Цессарский сказал ему: — Вот, Петр Петрович, эти зубцы сточи начисто. Вместо них нарежь новые, маленькие.

Икӗ операци // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Коля циркуль тупрӗ, хуҫмалла ҫӗҫҫине хӑйраса ҫивӗчлетрӗ, атӑ кӗлинчи резинӑра хӑйпӑтса илчӗ те хайхи штампа туса та хучӗ.

Коля достал циркуль, наточил перочинный нож, оторвал от каблука сапога резину и сделал штамп.

Чăн чăннисенчен те лайăхрах // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Хушӑран вӑл темӗскер шатӑртатнине илтнӗ: хӑй сисмесӗр тӗреклӗ шурӑ шӑлӗсене вӑл хӑех хӑйраса шатӑртаттарса пынӑ мӗн.

Иногда до слуха его доносилось яростное скрипение, — это он сам же скрежетал своими здоровыми белыми зубами и не замечал, что скрежещет.

VIII // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Мигунӑн пит-куҫӗ асаплӑн турткаланать, куҫхарши сиккелет, алӑ пӳрнисем пулӑ тытмалли хатӗрӗн ҫеклешкисене йӗркелесе, вӗсене напильникпа хӑйраса хӑвӑрт-хӑвӑрт хусканкалаҫҫӗ, чӗререн тухса тӑракан сасси хуллен янӑрать:

Лицо Мигуна болезненно дёргается, прыгает бровь, быстро шевелятся пальцы рук, разбирая и подтачивая напильником крючки снасти, тихо звучит сердечный голос:

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Хӗл валли утӑ хатӗрлемелле пулнӑ: ҫавасене хӑйраса утӑ ҫулма тивнӗ.

Пришлось, отточив косы, взяться за косьбу, чтобы заготовить на зиму сена.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

— «Ку куркана фабрикӑра икӗ ҫул хушши хӑйраса якатнӑ, 1843 ҫулхи февраль уйӑхӗнче ӑна фабрикӑран Петербурга ӑсатнӑ, вырӑна вара ҫав ҫулхи август уйӑхӗнче илсе ҫитернӗ.

— «Чаша обтачивалась на фабрике два года и в феврале 1843 года была отправлена в Петербург, куда и доставлена в августе.

V сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Е пӗрремӗш май сирӗн кӑмӑлӑра каймасан, калас пулать, манӑн нумай матроссем сирӗн ҫине тахҫанах шӑл хӑйраса тӑраҫҫӗ, сире эпӗ иккӗмӗш мая сӗнетӗп: сире эпир кунта, утрав ҫине хӑваратпӑр.

Если первый выход вам не нравится, так как многие мои матросы издавна точат на вас зубы, вот вам второй: мы оставим вас здесь, на острове.

XX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Вӑл ҫав шӳтшӗнех шӑлне хӑйраса, икҫӗр грамм мар, ҫур грамм та памарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑнара // Никита Волков. Илемлӗ литература, 7№, 1941. — 82–85 с.

Тен, Хайрулла ун ҫинчен тахҫанах манса кайнӑ пулӗ, анчах Таниле чӗрине кӗрсе юлнӑ хӑйра ӑна ҫаплипех хӑйраса ҫӳренӗ.

Может быть, Хайрулла давно уже забыл об этом, но сердце Данилы все продолжала точить обида изнутри.

Самана // Никита Волков. Илемлӗ литература, 7№, 1941. — 85–88 с.

— Тархасшӑн, бритвӑна хӑйраса ҫивӗчлетӗр.

— Пожалуйста, наточите бритву.

Беби-парикмахер // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Тӑванӑм, эпӗ, ҫав йӑвана вырӑнаҫсан, ҫӗлен чӗпписен шӑлӗсене хӑйраса ҫивӗчлетӗп те, вӗсем вара Римӑн мӑнкӑмӑллӑ ӑмӑрткайӑкӗсен ҫуначӗсене сӑхма тытӑнӗҫ!

О, наконец, наконец, я заберусь в гнездо, где отточу зубы змеенышам, которые будут жалить крылья гордых римских орлов!

VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех