Шырав
Шырав ĕçĕ:
Паллӑ ӗнтӗ, вӗсем пур ҫӗрте те — юпасем ҫинче, тункатасем ҫинче, йывӑҫ тӗмӗсем ҫинче — хӑйсен паллисене хӑвараҫҫӗ, унтан вара ыттисем вӗсен хыҫӗнчен пырса, пурне те пӗлеҫҫӗ.
Вӗҫен кайӑксемпе тискер кайӑксем калаҫни // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 47–51 с.
Ӑна тухмалли вырӑн хӑвараҫҫӗ, ҫав вырӑн патӗнче вара ӑна чӑрӑш айӗнче пытанса тӑракан сунарҫӑ кӗтет.Выход ей оставляют, и около этого места под прикрытием елочки ждет ее охотник.
Вӗҫен кайӑксемпе тискер кайӑксем калаҫни // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 47–51 с.
Отставкӑна тухнӑ салтакӑн гранита ҫурас пекех хыттӑн пусакан вараланчӑк атти те, хӑйӗн пуҫне хӗвелҫаврӑнӑш хӗвел еннелле ҫавӑрнӑ пек магазинсен ҫутӑлса тӑракан чӳречисем ҫинелле ҫавӑркаласа пӑхса пыракан ҫамрӑк пикен пӗчӗк те тӗтӗм пекех ҫӑмӑл пушмакӗ те, шанчӑклӑхпа пурӑнакан прапорщикӑн кӗмсӗртетсе пыракан хӗҫӗ шӑйӑрни те — пурте ун ҫинче хӑйӗн хӑватлӑ вӑйне тата хӑватлӑ халсӑрлӑхне палӑртса хӑвараҫҫӗ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Пуҫа касаҫҫӗ пирӗнне, ачасене тӑлӑха тӑратса хӑвараҫҫӗ!
XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Этемӗн пурнӑҫне хӑвараҫҫӗ те телейне туртса илеҫҫӗ?
2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
— Ҫапла тӑрӑлтарса хӑвараҫҫӗ те сирӗн йышшисене! — ахӑлтатса кулса ячӗ те Ермаков, кӗленче савӑтри спирта тӑккаласа, Богатырева пӗр стакан чая тултарса пӑчӗ.
XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вешенскине ҫапӑҫусӑрах парса хӑвараҫҫӗ, кун пирки иккӗленмелли ҫук.
XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
«Дворянсем ҫеҫ Российӑна ҫӑлса хӑвараҫҫӗ!» — тесе хучӗ полковник, хӑй те дворян йӑхӗнчен тухни, Андреяновсен несӗлӗ Дон ҫинче чи авалхи те чи мухтавли пулни ҫинчен сӑмах хушшинче асӑнса.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Халӗ ак аллуна кӑкӗ таран татнӑ — пурпӗр службӑрах хӑвараҫҫӗ.А зараз хоть всю руку оторви себе — все одно заставют служить.
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Ҫынни ҫап-ҫара, тата ӑна юлашки кӗпесӗр, ҫӑкӑр татӑкӗсӗр хӑвараҫҫӗ!— Гол как сокол, а тут последней рубахи лишают, последнего куска хлеба!
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Чаҫсене ҫыран хӗррине хӑвараҫҫӗ те ӗнтӗ, сире урапӑр-мӗнӗрпе каҫарса яраҫҫӗ пулать?Частя побросают на берегу, а вас с арбами начнут переправлять?
LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пӑр ҫинче юр сӗлкӗшленсе кайнӑ, ут чӗрнисем айӗнчен шыв тумламӗсемпе йӗпе чӑмаккасем чӑвӑшлатса сирпӗнеҫҫӗ, ҫуна тупань тимӗррисем юр ҫине тарӑн йӗр хӑвараҫҫӗ.
XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Апрель вӗҫнелле хӗрлисем Донӑн иккӗ виҫҫӗмӗш пайне хӑвараҫҫӗ.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Подтелковпа ыттисене вӑхӑтлӑха Новочеркасскра тытса хӑвараҫҫӗ.Подтелков и остальные были задержаны на время в Новочеркасске.
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Чӑрсӑртараххисем, куштаннисем вара, ирсӗр сӑмахсемпе ятлаҫса, ӑс парса хӑвараҫҫӗ:А те, которые поотчаянней, позлей, матерно ругались, советовали:
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Лаша е вӑкӑр кӳлнӗ урапасем калла-малла чупаҫҫӗ, юнашар, сиккелесе, пушшисемпе хӑмсарса, хӑвалакан ачасем чупса пыраҫҫӗ: хӑма сарнӑ сукмак тӑрӑх, вӑчӑра пек тӑрса тухса, ҫӗр тиенӗ наҫилккасем ҫӗкленӗ хӗрарӑмсем утаҫҫӗ; вӑйпитти йӗкӗтсем пӗр кӗпе вӗҫҫӗн кӑна, пичӗсем хӗрелсе хуралсах кайнӑ, вӗсем лумсемпе ҫӗр катаҫҫӗ, ҫӗрӗ вара кӑмака пысӑкӑш катӑла-катӑла ӳкет; икӗ ача ҫинче кантра тӑсса пыраҫҫӗ, вӗсем хыҫҫӑн кӗрӗк ҫинчен брезент плащ тӑхӑннӑ ҫын хул айне кӗнеке хӗстерсе утать; ачасем шӑннӑ ҫӗре юпа ҫапса хӑвараҫҫӗ те кантрана малалла туртаҫҫӗ; пӗр ушкӑн вӑкӑр — ултӑ мӑшӑр — пӗр касӑллӑ плуга туртаҫҫӗ; плуг аврине икӗ маттур арҫын пӗтӗм вӑйпа пусса утаҫҫӗ, плуг, вӗтӗ чуллӑ ҫӗре шӑтӑр-шӑтӑр касса кӗрсе, чӗркуҫҫи таран йӗр хӑварса пырать…
XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пуҫра хӑйсене евӗр йӗр хывса хӑвараҫҫӗ!
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫурӑлакан пульӑсем, вӑрман тӑрӑх шӑхӑрса вӗҫсе, хыр йӗпписене тӑка-тӑка хӑвараҫҫӗ, хырсен вуллисене шӑйӑрса чӗрпеклеҫҫӗ, хура ҫӗлен евӗр чашкӑрса, ҫӗр ӑшне чӑмаҫҫӗ те, мӗн ҫине те пулин ҫивӗччӗн тӑрӑнса, шартлатса ҫурӑлса каяҫҫӗ.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Акасса йӗркеллех, пит лайӑх акса хӑвараҫҫӗ, шӑтасса вара темскер шӑтса тухать, уйӑрса илме те ҫук: арбуз тес — арбуз мар, кавӑн тес — кавӑн мар, хӑяр — хӑяр мар… шуйттан пӗлет мӗн иккенне!
Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ытла ирсӗр вӑл, ун патӗнчен иртсе каймассерен, пурте ун ҫине сура-сура хӑвараҫҫӗ; хӗрарӑмсем вара, алӑри ачи макӑрма тытӑнсанах, ӑна ҫав картина патне илсе пыраҫҫӗ те: пӑх ав, мӗнле ӳкерсе хунӑ! — теҫҫӗ, ачи вара, куҫҫульне чарсах, картина ҫине хӑяккӑн пӑхса, амӑш кӑкри ҫумне лӑпчӑнать.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.