Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хаҫата (тĕпĕ: хаҫат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Век» хаҫата та ҫилленчӗ, пӗтӗм тӗнчене курайми пулчӗ, мӗншӗн тесен «Клио» хаҫатра вуласа пӗлнӗ ҫӗн хыпар тӳрре тухаймарӗ.

Сердился на газету «Век» и на весь мир, потому что новость, вычитанная в газете «Клио», не подтвердилась.

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эс «Клио» хаҫата тупса вула.

Ты найди «Клио» да почитай.

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Балтоолу Тинко бай вара хаҫата тытрӗ те уҫса пӑхрӗ.

Тогда Тинко Балтоолу взял газету и развернул ее.

IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Дубцов хаҫата салатрӗ те унтан тикӗс мар та шултра саспаллисемпе ҫырса тултарнӑ шкул тетрадӗнчен ҫурса илнӗ темиҫе хут листи илчӗ, вӗсене Давыдова тыттарчӗ.

— Дубцов развернул газету, подал Давыдову несколько листков из школьной тетради, исписанных неровными крупными буквами.

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Нагульнов е Давыдов пырса кӗрсен, пур ҫӗрте те тенӗ пекех хаҫата темшӗн йӑпӑр-япӑрах алӑран алла пама тытӑнаҫҫӗ, вара, хайхискер, шап-шурӑ вӗҫен кайӑк евӗр, ҫынсен ушкӑнӗ тавра вӗҫсе ҫаврӑнать те пӗрин шалпар кӗсйине кӗрсе ҫухалать.

И почти везде при появлении Нагульнова или Давыдова почему-то торопливо передавали газету из рук в руки, пока она, белой птицей облетев толпу, не исчезала в чьем-нибудь широченном кармане.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Станицӑра пӗр палланӑ ҫынран Христос ячӗпе тархасласа ыйтсах туянтӑм ҫак хаҫата, хакне те патӑм ӗнтӗ уншӑн…

У одного знакомца в станице за-ради Христа выпросил — купил я эту газету, заплатил за нее.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Акӑ вӑл, халь асӑннӑ хаҫат, ҫак уйӑхӑн иккӗмӗш числинче тухнӑскер, — васкамасӑр, ватӑ ҫыннӑн ҫинҫерех сассипе калаҫать старик, хӑй ҫав вӑхӑтрах пиншакӗн шалти кӗсйинчен тирпейлӗн тӑватӑ хут хутлатса чикнӗ хаҫата туртса кӑларчӗ.

Вот она, эта самая газетка от второго числа сего месяца, — не спеша, старческим тенорком говорил старик, а сам уже доставал из внутреннего кармана пиджака аккуратно сложенную вчетверо газету.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Райкомри ӗҫсен управляющийӗ «Правда» хаҫата килсе пачӗ.

Управдел принес «Правду».

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ҫав самах пичетленнӗ «Правда» хаҫата илсе килме кала-ха.

— Спроси-ка «Правду» с этой речью.

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хаҫата вуласа тухнӑ хыҫҫӑн грузчиксен бригадирӗ Крылов патне пырать:

Прочитав газету, бригадир грузчиков подошел к Крылову:

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Карап тӑвас ӗҫӗн тӗп инспекторӗ хаҫата хурав янӑ, унта вӑл маларах палӑртнӑ ыйтупа Крылов нихӑҫан та кӗрешмен тесе ҫырнӑ.

Главный инспектор кораблестроения прислал в газету опровержение, в котором отрицал даже самый факт борьбы Крылова.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Статьясене тӗплӗнрех вулас килет тӗк юпан 4-мӗшӗнче тухнӑ «Хыпар» хаҫата тата юпан 3-мӗшӗнче пичетленнӗ «Ҫамрӑксен хаҫатне» тупӑр.

Если хочется подробнее прочитать статьи, найдите вышедшую 4 октября газету «Новость» и напечатанную 3 октября «Молодежную газету».

А.Никитин композитор Владимир Егоров «Эпӗ мар» юрра вӑрланине судра ӗнентернӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/23261.html

«Хыпар» хаҫата композитор интервью панине вуласан ҫакӑ паллӑ: Владимир Егоров йӗркеллӗ калаҫнӑ, каҫару ыйтнӑ пулсан вӑл ку юрра ӑна юрлама ирӗк пама хирӗҫ пулман.

По прочтении интервью композитора, данного газете «Новости» становится понятно: если б Владимир Егоров поговорил нормально, попросил прощения, он не был бы против дать ему права петь эту песню.

А.Никитин композитор Владимир Егоров «Эпӗ мар» юрра вӑрланине судра ӗнентернӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/23261.html

Пӗрремӗш страницӑра пысӑк саспаллисемпе: «Мультимиллионер Арчибальд Стемп ухмаха тухнӑ, ӑна ӑсран тайӑлнисен клиникине вырнаҫтарнӑ» тесе ҫырнине курсан вӑл хаҫата аяккалла илсе хучӗ те хӑй умӗнче выртакан ҫемҫе тетте ҫине кӑмӑллӑн пӑхса илчӗ.

чью первую полосу украшал крупный скандальный заголовок: «Мультимиллионер Арчибальд Стэмп сошел с ума и помещен в клинику для душевнобольных!» и с удовлетворением уставился на лежащую перед ним мягкую игрушку.

Эпилог // Галина Матвеева. Килти архив

Вара ҫав пӗчӗк хаҫата лӳчӗркесе чӳрече витӗр ывӑтрӑм.

И я смял газету и швырнул её в окно.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Саня ҫинчен пичетленӗ «Хӗрлӗ соколсем» хаҫата Ленинградра тупма питӗ кансӗрччӗ.

Газету «Красные соколы», в которой была напечатана заметка о Сане, очень трудно было достать в Ленинграде.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эпӗ улталас тенӗ пулсан, сире Саня вилни ҫинчен ҫырнӑ хаҫата ҫеҫ кӑтартнӑ пулаттӑм, унта шурӑ хут ҫине хурана пичетленӗ.

— Если бы я хотел обмануть вас, я просто показал бы вам газету, в которой чёрным по белому напечатано, что Саня погиб.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав хаҫата вӑл ытти питӗ кирлӗ хутсемпе пӗрле планшета хунӑ пулнӑ иккен те, планшечӗ шывра йӗпеннӗ, хаҫатӗнчен йӗпе чӑркам кӑна тӑрса юлнӑ, вара ӑна типӗтсен, шӑпах Саня ҫинчен ҫырнӑ енӗ ҫухалнӑ пулнӑ.

Он держал этот номер в планшете вместе с другими бумагами, очень важными. Планшет попал в воду, газета превратилась в мокрый комочек, и, когда он её просушил, как раз той полосы, на которой была напечатана заметка, не оказалось.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав хаҫата Ромашов мана парасшӑнах илсе ҫӳренӗ, пӗр юрӑхсӑр истори пулман пулсан, илсе ҫитернех пулӗччӗ ӗнтӗ вӑл ӑна, анчах вӑл подвалта ачасене ҫӑлма тӑнӑ чух кӑштах шыва путайман.

Он вёз мне этот номер газеты и, без сомнения, довёз бы, если бы не глупая история, когда он чуть не утонул в подвале, спасая детей.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эп хӑш номерте чарӑннине ыйтмарӗ те вӑл, ку вара, хайхи «Ученӑя хӳтӗлесе» текен статьяллӑ хаҫата вӑл хӑех янӑ иккенне мана ҫакӑ та пулин пӗлтерчӗ.

Он не спросил, в каком номере я остановился, и это было, между прочим, лишним подтверждением, что газету со статьей «В защиту ученого» прислал именно он.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех