Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хатӗрлесси (тĕпĕ: хатӗрле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Конкурссенчен чи «тутли» - наци апатҫимӗҫӗ хатӗрлесси.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш пики — пуласлӑх хуҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.12.18, 241-242 (26903-26904)№№

Хамӑрӑн спортсменсене – Раҫҫей Федерацийӗн пӗрлештернӗ командисен кандидачӗсене 2014 ҫулта Сочи хулинче иртекен хӗллехи XXII Олимп вӑййисене тата хӗллехи XI Паралимп вӑййисене хутшӑнма ӑнӑҫлӑн хатӗрлесси пӗлтерӗшлӗ тӗллев шутланать.

Важной задачей остается успешная подготовка наших спортсменов - кандидатов в сборные команды Российской Федерации для участия в XXII Олимпийских зимних играх и XI Паралимпийских зимних играх 2014 года в Сочи.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Ҫак ӗҫӗн малаллахи витӗмлӗ тӑсӑмӗ – пысӑк технологиллӗ производствӑсем валли рабочисене вӗрентсе хатӗрлесси.

Логичное продолжение этой работы — подготовка рабочих кадров для высокотехнологичных производств.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Туна хатӗрлесси.

Куҫарса пулӑш

Пӳлӗмри чечексене тымарлантаратпaр // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№

Ҫавӑн пекех пирӗн тӗп задачӑсенчен пӗри халӑха физкультурӑпа спорта ытларах явӑҫтарса вӗсен ку тӗлӗшри активлӑхне ӳстерсе пырса пурлӑхпа техника базине аталантарасси, спортра пысӑк ӳсӗмсем тума резерв хатӗрлесси пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13

Отвар хатӗрлесси.

Куҫарса пулӑш

Ылтӑн хунав // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

Ял пухӑвӗ председатель лашасене ҫуракине хатӗрлесси ҫинчен калаҫнипех иртсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ленин ячӗллӗ СХПК-колхозра пахалӑхлӑ утӑ, сенаж, силос хатӗрлесси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.

В СХПК-колхозе им Ленина особое внимание уделяют заготовке качественного сена, сенажа, силоса.

Пахалӑхлӑ продукци илес тесен …выльӑх апачӗ вӑхӑтра хатӗрлеме ан ӳркен // Деомид Васильев. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Утӑ хатӗрлесси, сенаж хывасси ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе хресчен-фермер хуҫалӑхӗсенче епле пырать-ха?

Как идет заготовка сена, закладка сенажа в сельскохозяйственных предприятиях и крестьянско-фермерских хозяйствах?

Пӗрисен выльӑх апачӗ саппас юлать, теприсен... // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Хырӑм ай парӗ шыҫсан ӑна хатӗрлесси пӑсӑлать.

Куҫарса пулӑш

Хырӑм ай парӗ тиркет // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.05.25. 20№

Вӗсене хатӗрлесси — питӗ пысӑк яваплӑх.

Их подготовка - большая ответственность.

Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

— Эпир виҫҫӗмӗш курсра чухне наци кадрӗсене хатӗрлесси пирки ЦК йышӑнӑвӗ тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ҫавӑн пекех вӗсене упрама хатӗрлесси кӑткӑс ӗҫ шутланать.

Куҫарса пулӑш

Район кун-ҫулӗ - архиври документсенче // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Паха вӑрлӑх хатӗрлесси - кашни ҫӗр ӗҫченӗн, специалистӑн, ертӳҫӗн тӗп тивӗҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тĕшĕ тымара пăхать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех