Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хатӗрлесси (тĕпĕ: хатӗрле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
ДОМ.РФ пӗрле Шупашкарӑн агломерацийӗн мастер-планне туса хатӗрлесси ыйту кун йӗркинчех тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Строительство пайӗ – регионӑн экономика вӑй-хӑватне аталантармалли стратегиллӗ отрасль шутланать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/11/stro ... -havatne-a

2022 ҫулхипе танлаштарсан выльӑх апачӗ (утӑ) хатӗрлесси пахалӑхлӑрах пулса пырать, ҫавӑнпа та ӗне-выльӑх шутне чакармалла мар, ӳстермелле.

Куҫарса пулӑш

Сӗтшӗн тивӗҫтерекен патшалӑх пулӑшӑвӗ тӑкаксен курӑмлӑ пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%81e%d1 ... %ba%d1%81/

Кун тулӑх та пӗлӳллӗ, ачасене пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырла ҫинчен, вӗсен усси ҫинчен, пахча-ҫимӗҫе пухасси тата хӗл каҫма хатӗрлесси ҫинчен ҫирӗплетес, анлӑлатас тӗллевлӗ пулнӑ.

День был насыщенный и познавательный, целью, которого было, закрепить и расширить представления детей об овощах и фруктах, об их пользе, о сборе урожая и заготовке на зиму.

Пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырла кунӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... un-3382917

Шывпа ҫыхӑннӑ ятарлӑ вырӑнсем хатӗрлесси те планра пур.

Куҫарса пулӑш

Кӑҫал Ҫамрӑксен ҫурчӗн прописки пулӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/07/kaca ... opiski-pul

В.И. Ленин та коммунизм обществи ҫынсем хушшинче ӗҫе пайлассине пӗтересси, пур енчен те аталаннӑ ҫынсем вӗрентсе хатӗрлесси тата ҫав ҫынсем пур ӗҫе те тума пултарасси ҫинчен каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Карл Марксӑн антиӳнерӗ // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/285

В.И. Ленин та коммунизм обществи ҫынсем хушшинче ӗҫе пайлассине пӗтересси, пур енчен те аталаннӑ ҫынсем вӗрентсе хатӗрлесси тата ҫав ҫынсем пур ӗҫе те тума пултарасси ҫинчен каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Кунта коммунизм строительствин практикине тӗпчесе вӗренесси тата теори енӗпе пӗтӗмлетесси, социализмӑн экономикӑллӑ, политикӑллӑ тата культурӑллӑ аталанӑвӗн, социализмран коммунизма куҫса пынин тӗп закономерноҫӗсене тӗпчесе вӗренесси, ӗҫ ҫыннисене коммунизмла воспитани парас ыйтусене тӗпчесе хатӗрлесси тӗп вырӑнта тӑнине уйрӑмах палӑртса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Хуҫалӑхра выльӑх апачӗ хатӗрлесси малалла пырать.

Куҫарса пулӑш

Траншейӑсем симӗс курӑкпа тулаҫҫӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/transhejasem-sime ... lacce.html

Унта инноваци технологийӗсемпе усӑ курасси, кадрсем хатӗрлесси, ҫӗнӗ сортсем туса кӑларасси пирки каланӑ.

Куҫарса пулӑш

«Симӗс ылтӑн» ҫитӗнтересшӗн // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60643

Кун йӗркинчи тепӗр пысӑк ыйту – ял валли кадрсем хатӗрлесси.

Куҫарса пулӑш

Республикӑри хуҫалӑхсенче тыр-пула ҫанталӑк лӑпкӑ тӑрсан пилӗк – вунӑ кун хушшинче акса пӗтерӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/02/perc ... publikri-h

Чӑваш Енре хӑмла компетенцийӗн центрне уҫасси, ҫӗнӗ сортсене кӑларса хатӗрлесси, «симӗс ылтӑна» пухса хатӗрлемелли техника тӑвасси тата ытти тӗллевсене те уҫӑмлатрӗҫ коллегире.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кластер тӑвасшӑн // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60719

Вӑл пилӗк енпе ӗҫлет: футбол вӑййиллӗ физкультура урокӗсем; шкулсенчи секцисем; учительсене вӗрентсе хатӗрлесси; Пӗтӗм Раҫҫейри «Футбол в школе» фестиваль; шкулти футбол лиги.

Куҫарса пулӑш

Шкул проекта хутшӑнать // Оксана КОШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d1%88%d0%b ... %82%d1%8c/

Вӑрлӑх хатӗрлесси тивӗҫлӗ шайӑн 125 проценчӗпе танлашать.

Куҫарса пулӑш

Типӗ курӑка ан ҫунтар // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d1%82%d0%b ... %b0%d1%80/

Минераллӑ удобрени хатӗрлесси округра питӗ лайӑх пырать.

Куҫарса пулӑш

Типӗ курӑка ан ҫунтар // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d1%82%d0%b ... %b0%d1%80/

Вӑл уйрӑмах кун йӗркине пӑхӑнасси, выльӑхсен ушкӑнӗсене валли апат хатӗрлесси, чирсене вӑхӑтра тупса палӑртса сиплесси, йывӑрлӑхсене парӑнтарасси ҫине тимлеттерет.

Куҫарса пулӑш

Тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11683 ... -clen-sh-n

Relativity Space тӗллевӗ – сахалтан та 95% 3D-принтерпа пичетленӗ ракета хатӗрлесси.

Цель Relativity Space – создать ракету, на 95% напечатанную в 3D-принтере.

3D-принтерпа пичетленӗ пӗрремӗш ракетӑна вӗҫтерсе янӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34571.html

Хушма пӗлӳ илме кӑмӑл тӑвакан ачасене валли те условисем хатӗрлесси кулленхи ыйтусенчен пӗри шутланать.

Куҫарса пулӑш

Кашни ача тӗрӗс ҫул-йӗрпе пыни питех те пӗлтерӗшлӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/21/kash ... ni-piteh-t

Ҫакна палӑртмалла, 2008 ҫулхипе танлаштарсан ялхуҫалӑх организацийӗсенче ашлӑх выльӑх тата кайӑк-кӗшӗк хатӗрлесси 1,6 хут ӳснӗ /2013 ҫулхинчен 10,5 процент нумайрах/, хресчен хуҫалӑхӗсенче - 1,4 тата 1,3 хут ытларах.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Ҫав вӑхӑтрах сӑрӑ тата лак хатӗрлесси пӗлтӗр 2008 ҫулхинчен 53,4 процент ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Иртнӗ ҫул ҫавӑн пекех виҫӗмҫулхинчен сӗт ҫимӗҫӗ хатӗрлесси - 8,3, ӗҫме кӑларасси 17,1 процент /ҫав шутра сӑра - 22, эрех - 36,8/ сахалланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех