Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хака (тĕпĕ: хак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӳлевсӗр вырӑна кӗме манӑн баллсем ҫитмерӗҫ, тӳлевлӗ вырӑна кӗме сӗнчӗҫ, анчах эпӗ пӗччен ҫав хака ҫӗнтерес ҫук.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Лаборантки кашни пробиркине лайӑх пӑкӑласа хӑшӗ камӑн юнне ҫырса марлӗпе чӗркесе, Хусанти лаборотори адресне, мӗн хака ларнине ҫырса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

— Кам хака хумӗ ӑна? — ыйтрӗ те Аркадий, ҫав самантрах тата хӑй ӑшӗнче: «Мӗн тума кирлӗ вӑл?»

— Кто же ею не дорожит? — спросил Аркадий, а у самого: «На что она?»

XXV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Ҫук, эпӗ апла каласшӑн марччӗ… вӑл хӑй никама пӑхӑнманнине питӗ хака хурать.

Я не то хотела сказать… она очень дорожит своею независимостью.

XXV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

— Шухӑшласа, кӗтсе тӑрсан, хӑвна ху хака хурса ларсан, хӑвна хакласа тӑрсан, ҫӑмӑл мар, шухӑшласа тӑмасан — парӑнма питӗ ҫӑмӑл.

— Не легко, если станешь размышлять, да выжидать, да самому себе придавать цену, дорожить собою то есть; а не размышляя, отдаться очень легко.

XVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Эпӗ ялта, тӗттӗм кӗтесре пурӑнатӑп, анчах эпӗ хам хака ӳкерместӗп, хам этем пулнине хисеплетӗп.

Я живу в деревне, в глуши, но я не роняю себя, я уважаю в себе человека.

X // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Пур енчен те «пӗр тенкӗ, пӗр тенкӗ, пӗр тенкӗ» тесе кӑшкӑрни аукциониста хушса панӑ хака пӗлтерме те кансӗрлет.

Со всех сторон раздававшиеся слова: «рубль, рубль, рубль,» не давали времени аукционисту повторять надбавляемую цену.

Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

— Иуда Христоса вӑтӑр кӗмӗл укҫалла сутнӑ, эсӗ тата, йытӑ, мӗн хака сутрӑн халӑха?

— Иуда Христа за тридцать сребреников продал, а ты, сволочь, за сколько народ?

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ӗнерхи ҫапӑҫури ҫӗнтерӳ ытла хака ларчӗ.

Дорого досталась победа во вчерашнем бою.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Чӗрине хака хуни кирлӗ…

Душу надо ценить…

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ремонтласси пысӑк хака ларать-и-ха вара?

И в какую же сумму обойдется ремонт?

Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Эпӗ хама сирӗн пата хӑнӑхтартӑм, маншӑн ку питӗ те хака ларчӗ!

Я приучил себя к вам, мне это дорого стоило!

6 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ыйтӑвӗсене вара, хӑйне хака хураканскер евӗр, пысӑк мӑнаҫлӑхпа панӑ.

Задавал вопросы со степенной важностью, всем своим видом.

6 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Вӑл Григорий юнашар ларса пынине пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗпе туйса кулать, ҫав телей хӑйне мӗн хака ларни ҫинчен те, ҫак инҫетелле илӗртекен ҫеҫенхирти йӗри-тавралӑх пекех тӗттӗм тӗтре чаршавӗ карса илнӗ пуласлӑхӗ ҫинчен те шухӑшламасть.

Она улыбалась, ощущая всем телом присутствие Григория, и уже не думала ни о том, какой ценою досталось ей это счастье, ни о будущем, которое было задернуто такой же темной мглой, как и эти степные, манящие вдаль горизонты.

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кун пек чух Пантелей Прокофьевичӑн ӑншӑрчӗ ҫавӑнтах сӳрӗлет, арӑмӗ ҫине пӗр хушӑ нимӗн те ӑнланмасӑр тинкерсе пӑхать, унтан чӗтрекен аллисемпе кӗсйисене ухтарса табак хутаҫҫи кӑларать те, аванмарланса, чиккинчен иртсе кайнӑ ҫиллине лӑплантарма ӑҫта та пулин урӑх ҫӗре кайса чӗлӗм туртать, ытлашши хӗрӳленнӗшӗн хӑйне хӑй ылханса вӑрҫать, хӑй аллипе тунӑ сӑтӑр мӗн хака пырса ларни ҫинчен пӑшӑрханса шухӑшлать.

Тогда Пантелей Прокофьевич сразу остывал, с минуту смотрел на жену несмыслящими глазами, а потом дрожащими руками шарил в карманах, находил кисет и сконфуженно присаживался где-нибудь в сторонке покурить, успокоить расходившиеся нервы, в душе проклиная свою вспыльчивость и подсчитывая понесенные убытки.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Халлӗхе эпӗ нимӗн ҫинчен те шухӑшлама пултараймастӑп-ха, ура айӗнчи ҫӗре те ҫирӗппӗн туяймастӑп, эсӗ вара мана пыршӑ-пакартапа пӗрле мӗн хака илме пулнине те каласа хутӑн.

У меня ничего на ум не идет, еще землю под ногами нетвердо чую, а ты уж мне и цену определил, за которую меня с потрохами можно купить.

22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эпӗ хӑш хака илнӗ, ҫав хака сутатӑп.

— Я почем купил, потом и продаю.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Халӗ каллех уншӑн килӗнчи пур япала та ҫывӑх та тӑван пулса тӑчӗ: хӑй маларах кӑна шухӑшӗнче алӑ сулнӑ япаласем каллех унчченхи хака пырса ларчӗҫ.

Все ему опять стало родным, близким; все, от чего он уже мысленно отрешился, обрело прежнюю значительность и вес.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тепӗр кунхине казаксем хӑйсен трофейисене — фронтра австриецсенчен туртса илнӗ лашасене хаклӑ хака сутса яраҫҫӗ, полк укҫи-тенкипе ҫар тумӗсене валеҫсе илеҫҫӗ.

На другой день казаки с торгов продавали трофеи: приведенных с фронта отбитых у австрийцев лошадей, делили денежные суммы полка, обмундирование.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах ҫав вӑхӑтра та вӑл тек нихҫан та хӑй ӗлӗкхи пек янӑравлӑн ахӑлтатса кулма пултараяс ҫуккине, хӑйӗн куҫӗсем шалалла путса кӗнине, пит шӑммисем шӗвӗрӗлсе тухнине сиссе тӑчӗ; пӗчӗк ачана тытса чуп тунӑ чух унӑн таса куҫӗсенчен тӳррӗн те уҫҫӑн пӑхма хӑйне ытла та йывӑр килессе те туйрӗ вӑл; улача хӑю тулли хӗрессемпе хӑйне чин тӗлӗшӗнчен ӳстерсе пыни мӗн хака ларнине те аван пӗлчӗ.

Но знал, что больше не засмеяться ему, как прежде; знал, что ввалились у него глаза и остро торчат скулы; знал, что трудно ему, целуя ребенка, открыто глянуть в ясные глаза; знал Григорий, какой ценой заплатил за полный бант крестов и производства.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех