Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

учӗ (тĕпĕ: ут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сывӑ пулӑр! — терӗ те чӗтренсе тухакан сасӑпа Григорий учӗ патне пырса тӑчӗ.

Прощайте! — дрогнувшим голосом сказал Григорий и подошел к коню.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ватӑлас енне сулӑннӑ калмӑк хапха умӗнче ӗҫсӗр аптӑраса тӑракан ординарецсем патне пычӗ, учӗ ҫинчен анчӗ те тӑмран йӑваласа тунӑ чӗлӗмне кӗсйине чиксе хучӗ.

Пожилой калмык подъехал к ординарцам, праздно стоявшим у ворот, спешился, сунул в карман глиняную трубочку.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эх, эсир те ҫав, тӑм писменсем! — ӳпкевлӗн мӑкӑртатса илчӗ те есаул, учӗ патне пырса, полевой сумкӑран блокнотпа картта кӑларчӗ.

Эх вы, раззявы! — укоризненно проговорил есаул и, подойдя к коню, достал из полевой сумки блокнот и карту.

V // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Григорий, вите патӗнчен ҫаврӑнса иртсе, учӗ ҫинчен анма хатӗрленнӗччӗ ҫеҫ — Дон леш енчен каллех тупӑ кӗрӗслеттерсе ячӗ.

Григорий, объехав конюшню, только что хотел спешиться, как снова глухо ударило орудие с той стороны Дона.

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Пӗр пульӑпа вӗлер! — куҫҫульне шӑлмасӑрах тытӑнчӑклӑн каларӗ те вӑл учӗ ҫинчен анса тӑнӑ казака хӑйӗн маузерне пачӗ.

Сказал спешившемуся казаку, заикаясь и не вытирая слез: — Стреляй с одной пули! — и передал ему свой маузер.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Учӗ ун айӗнче чӑхӑмӑҫлӑн пӑркаланса тӑчӗ, чӗвен ҫӗкленчӗ, нимле те малалла каясшӑн пулмарӗ.

Конь вертелся под ним, становился вдыбки, никак не хотел идти вперед.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Прохорӑн лутака учӗ, утнӑ ҫӗртех курӑк патне туртӑнса, тутипе е илепер тунине, е кашличӗн сарӑ ҫеҫкине, е йӳҫӗ курӑк тӗмне чӗпӗте-чӗпӗте илчӗ; ҫивчӗ хӑлхисене вылятса, чӑнкӑртатса пыракан, шӑл тунине ыраттаракан ҫӑварлӑхне чӗлхипе тӗртсе кӑларма тӗрмешсе ҫирӗ.

Маштаковатый конишка Прохора на ходу тянулся к траве, срывая губами то ветку донника, то желтый венчик сурепки, то кустик горчука; срывал и ел, двигая сторожкими ушами, стараясь выкинуть языком гремящие, натершие десны удила.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тытса чуптӑвӑр ӑна Христос чӗрӗлнӗ ятпа! — халӑх хушшинче ӳснӗҫем ӳссе пыракан тискер сӗрлевпеле хӗрарӑмсем ҫухӑрашса макӑрнине хупласа, хӑйӑлти сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ те вахмистр, конвой начальникӗ, учӗ ҫинчен аллине тӑсса, Иван Алексеевич ҫине кӑтартрӗ.

Похристосуйтеся с ним! — покрывая свирепо усиливающийся дробный говор, бабьи крики и плач, захрипел вахмистр — начальник конвоя — и протянул руку, указывая с коня на Ивана Алексеевича.

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Старик, учӗ ҫинчен анса, ҫӑлтан тимӗр витрепе шыв ӑсрӗ.

Старичишка спешился, зачерпнул в колодце цебарку воды.

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ӗлкӗреймен вара Шамиль учӗ ҫине утланса, хӗрлисемпе куҫа-куҫӑн тӑрса юлнӑ.

Не вспопашился вскочить на коня и остался Шамиль глаз на глаз с красными.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл хӗвӗшӳ тапрансанах, учӗ патне чупса пырса, тӗрӗс аллипе йӗнер пӗкечинчен ярса тытнӑ пулнӑ, анчах урипе йӑрана ҫине тӑнӑ кӑна — йӗнерӗ ут хырӑмӗ айнелле шуса кайнӑ.

А он, значит, когда поднялася томаха — к коню, черк целой рукой-то за луку, и только ногой — в стремю, а седло — коню под пузо.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Прохорпа тепӗр икӗ казак, йӗнерсем ҫинчен анса, Григорий патне чупса пычӗҫ те ӑна вӑйпах учӗ ҫинчен туртса антарчӗҫ.

Еще двое казаков и Прохор, спешившись, подбежали к Григорию, силой стащили его с коня.

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пуҫ ҫумӗнчен шӑхӑрса иртнӗ вилӗмрен пӑрӑнса юлчӗ вӑл, унтан ҫавӑнтах, учӗ тачанка турти урлӑ сиксе каҫнӑ самантра, хӑй ҫинелле пенӗ, алли иккӗмӗш патрона затворпа тӗртсе кӗртсе ӗлкӗреймен матроса касса пӑрахрӗ.

Уклонился от смерти, взвизгнувшей над головой, и в момент, когда конь прыгнул через дышло тачанки, зарубил стрелявшего, рука которого так и не успела достать затвором второй патрон.

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий учӗ, кӳлленчӗк хӗрринчи пӑра чӗрнипе пусса ватрӗ те, ҫавӑнтах сывлӑш ҫавӑрса, чарӑнса тӑчӗ; Григорий йӗнер ҫинчен сиксе анчӗ, чӗлпӗре крыльца карлӑкӗ ҫумне явакласа, тӗттӗм ҫенӗке кӗрсе кайрӗ.

Конь Григория копытом разбил на краю лужи лед и стал, разом переведя дух; Григорий прыгнул с седла, замотал поводья за перильца, вошел в темные сени.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Учӗ хапха умӗнчи кӑштах ирӗлнӗ пысӑк кӗрт урлӑ сикрӗ те малти урисемпе юр ӑшне анса кайрӗ, тулхӑрса илсе, кӗлеткипе тӳрленсе тӑчӗ, унтан хапхапа ҫатан карта тӗлӗнчи ҫӳллӗ кӗрт урлӑ ашса каҫрӗ.

Конь прыгнул через огромный подтаявший сугроб, лежавший у ворот, провалился передними ногами в снег и, всхрапнув, выправился, перелез через сугроб, заваливший ворота и плетень по самую макушку.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӑшт каярах юлнӑ пӗр казак учӗ ҫинчен ҫил шӑлса ывӑтнӑ пек сирпӗнсе кайрӗ те, лашасем ҫавӑнтах ӑна юр ҫине таптаса хӑварчӗҫ.

Однако приотставшего казака как ветром снесло с лошади и лошадьми втолочило в снег.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӑшт калмӑк сӑнлӑ, илемлӗ пит-куҫлӑ Семиглазов та чӗвенсе тӑнӑ учӗ айнелле ҫавнашкал анса ӳкрӗ, чалӑшшӑн каснӑ кӑкӑрне аллисемпе пӑчӑртаса, шӑппӑн йӗнер ҫинчен шуса анчӗ.

Так и калмыковатый красивый Семиглазов опустился под вздыбившегося коня, тихо сполз с седла, зажимая ладонями наискось разрубленную грудь.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗҫпе ҫапса хуйхатнӑ учӗ, чӗлпӗре итлемесӗр, ашӑпа тапса сикрӗ те, Григорий, пӗтӗм ӑшӗ-чикӗпе ҫӳҫенсе илсе, темле кӑна ҫухалса каймарӗ.

После того как удар шашки взгорячил коня, и он, не слушаясь поводьев, захватил в намет, Григорий внутренне похолодел и даже чуть растерялся.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑйӗн самӑр, кӑштах ӑшӑрханӑ учӗ ҫинче Елански станицӑн сапаланса ӗлкӗрнӗ сотнисем енчен Григорий патне Петро сиктерсе ҫитрӗ.

На своем сытом, слегка запаренном коне, от еланских, уже рассыпавшихся сотен, подскакал к Григорию Петро.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл учӗ ҫинчен сикрӗ, атӑ сӑмси йӗнер йӑранинчен ҫакланса ларчӗ те, ятлаҫса илчӗ, хӑрах ури ҫинче сиккелесе, теприне аллипе вӗҫертрӗ.

Он прыгнул с коня, носок сапога заело стремя, и Аникушка заругался, чикиляя, при помощи руки освобождая ногу.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех